Витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлеççĕ
Чăх-чĕп ÿстерме витаминлă курăк çăнăхĕн уссийĕ пирки Киввăрмарсенчен лайăхрах каласа, ăнлантарса параканни çукрах та пулĕ. Чĕпсен ÿт хушаслăхĕ те, чăх какайĕн хăй хаклăхĕ те, экологи енчен таса та паха продукци...
Акă мĕншĕн нумай çул ÿсекен курăксем кăшт ÿсме пуçласассăнах фабрика ĕçченĕсем витаминлă курăк çăнăхне хатĕрлеме тытăнаççĕ. Кăçал та, хуçалăхри ака-суха ĕçĕсене вĕçлесенех, майăн 27-мĕшĕнче С.Николаев механизатор КПИ-2,4 косилкăпа люцерна ани çине тухрĕ. Н.Петров кунсерен вĕтетнĕ ешĕл курăка МТЗ-80 тракторпа АВМ-1,5 агрегат патне 12-шер рейс тăвать. Çăнăх хатĕрлекенсем ĕçне 2 сменăпа йĕркеленĕ. Кăткăс агрегата А.Николаевпа Н.Николаев операторсем тухăçлă ĕçлетереççĕ. Ачасен ĕçне Г.Андреев йĕркелесе пырать. В.Васильев, А.Иванов, Д.Андреев, Н.Михайлов, А.Михайлов (пĕрремĕш смена), М.Михайлов, А.Алексеев, М.Алексеев, А.Васильев, А.Тимофеев, С.Георгиев (иккĕмĕш смена) ĕçе пĕлсе те тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Талăкра çамрăксем 4-шар тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлеççĕ. Паянхи куна илес пулсассăн 50 тонна яхăн янтăланă та. Çамрăксен бригади (вĕсем пурте Кивĕ Вăрмар шкулĕнче вĕренекенсем) технологи ыйтнă пек типĕтнĕ вĕри çăнăха уçă çĕре сивĕтме хурать, унтан склада илсе кĕреççĕ, каярах кайăк-кĕшĕк патне çитет.
Ачасен ĕçĕпе хуçалăх пуçлăхĕ Н.Петров та, çамрăксен ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Ара, çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтерни хуçалăха та, çемье бюджетне те усă кÿрет тата çамрăксен пушă вăхăтне усăллă ирттерме май туса парать. Çак ĕçре «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» уçă акционерлă общество районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăнса ĕçлени те пулăшса пырать