Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕнпе юнашар

Манран пĕр кил урлă Леонтьевсен çемйи пурăнать Людмила Леонидовнăпа Олег Георгиевич пĕрлешни кăçал лăп та шăп 25 çул пулать.

Кĕмĕл юбилей! Çирĕм пилĕк çул вĕсем шăкăл-шăкăл калаçса, алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне пулăшса пурнăç çулĕпе юнашар утаççĕ. Вĕсен виçĕ ача. Асли, Ольга, качча тухса хăйĕн йăвине çавăрнă, Çĕнĕ Шупашкарти хула больницинче стоматолог пулса ĕçлет. Алена, иккĕмĕш хĕрачи, Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн юридици факультечĕн 5-мĕш курсĕнче вĕренет, кăçал унтан çамрăк специалист пулса тухрĕ. Кĕçĕнни, Леонтий, ялти шкулта 3-мĕш класра тăрăшать. Леонтьевсем хресчен (фермер) хуçалăхĕ тытса тăраççĕ, вĕсен 50 гектар çĕр пур. Унта вĕсем урпа, çĕр улми лартса ÿстереççĕ. Çĕр çинчи йывăр ĕçсене туса пыма вĕсен трактор, плуг, культиватор, çĕр улми лартмалли агрегат, кăларакан комбайн пур. Турттарма, унта-кунта кайса килме - УАЗ тата икĕ грузовик. Виçĕ-тăватă çул каялла вĕсем икĕ хутлă (виççĕмĕш - мансарда) вунă пÿлĕмлĕ çурт хăпартса лартрĕç. Вăл аякранах курăнса тăрать.

Людмила Леонидовнăпа Олег Георгиевич çине пăхсан çамрăк каччăсемпе хĕрсен мăшăрланас килет, çемье çавăрса пурнăç сукмакĕпе утас килет. Вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе пултаруллă ĕçлекен, пĕтĕм вăя хурса тăрăшакан ялта та лайăх пурăнма пулнине кăтартса тăраççĕ



22 июня 2012
00:00
Поделиться