Пулас салтакăн чĕри - хурçăран вĕри
Ку каларăша çак йĕркесене çыракан каламан. Вăл халăхăн ĕмĕртен пыракан ăславĕ.
Çак кунсенче Чăваш Республикин Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕнчен 5 çамрăка çар ретне чаплă лару-тăрура ăсатрĕç. Вĕсен шутĕнче Мăнçырмара çуралса ÿснĕ А.Аверьянов, В.Абрамов, Куславкка хулинчи Д.Егоров, çав тăрăхри Д.Смолев (Кунер ялĕ), И.Сидоров (Тĕмшер). Вĕсене çар тивĕçне çÿллĕ шайра тытса пыма ырă сăмахсем сунчĕç. Тăван халăх чысĕ хамăра мĕнле кăтартнăран та килет, çакна манмалла мар. ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар, Куславкка районĕсен пайĕн пуçлăхĕн М.Пуклаковăн (вăл Вăрмар район пуçлăхĕ те) тата кунти призыв енĕпе ĕçлекен В.Николаев специалистăн сăмахĕсенче çакă уççăн палăрчĕ. А.Аверьянов призывник пирки пĕр-ик сăмах уйрăмах калас килет. Андрей кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн журналистика факультетне пĕтерчĕ, çак специальноçпа диплом илчĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пĕрре кăна мар практикăра пулнăскере çар службинче уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.