Сержант вăрçа Прагăра вĕçленĕ
Совет Союзне нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕнĕренпе июнĕн 22-мĕшĕнче 71 çул çитрĕ. Сахал вăхăт мар ку. Анчах вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те вăрçăн хаяр кунĕсем çынсен асĕнчен нихăçан та тухас çук.
Мăнçырма ялĕнчен кăна Тăван çĕршывăмăрăн Аслă вăрçине 426 çын хутшăннă, вĕсенчен 248-шĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Сывă юлнисенчен те чылайăшĕ вăрçă суранĕсемпе асапланса часах çĕре кĕчĕç.
Михаил Никифорович Никифоров 1924 çулта çуралнă. 1942 çулта 18 çулхи чăваш каччи çĕршыва сыхласа хăварма салтак тумĕ тăхăнать. Атăлçи Çар округĕнче йĕркеленĕ стрелоксен 58 дивизийĕн 244-мĕш артиллери полкне лекет. Оруди командирĕ пулса тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçать, вăрçăн çулăмлă та мухтавлă çулне паттăррăн утса тухать. Берлина çитет. Çакна ăна вăрçăра паттăрлăхшăн панă наградăсем те лайăх çирĕплетсе параççĕ. М.Никифоров сержанта вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе, икĕ хутчен «Хăюлăхшăн», «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» тата ытти медальсемпе наградăланă. Куратпăр ĕнтĕ, пирĕн ентеш М.Никифоров Аслă Отечественнăй вăрçăра тăшмана хирĕç чăн-чăн герой пек çапăçнă, темиçе хутчен те вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăйĕн пурнăçне те шеллемен. Çавăн пек пултаруллă фронтовиксене пурне те асра тытатпăр-и-ха эпир; Çук çав. Унăн ятне 1976 çулта А.Григорьева кăларнă «Мăнçырма» кĕнекери Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен списокĕнче те, 2007 çулта республикăра кăларнă «Астăвăм» кĕнекен пиллĕкмĕш томĕн иккĕмĕш пайĕ валли Мăнçырма ял администрацийĕ тăратнă вăрçа хутшăннă фронтовиксем хушшинче те, 2011 çулта В.Николаев кăларнă «Мăнçырмасем çĕнтерÿшĕн çапăçнă» кĕнекере те тĕл пулаймăн. Çĕр çăтнă тейĕн. Ку вăл хăй вăхăтĕнче ял Совечĕпе ял тăрăхĕнче вăй хуракансем фронтовиксемпе ĕçлеменнин, вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе туллин интересленменнин результачĕ.
Мăнçырмара пурăнакан вăрçă ветеранĕ Г.Мефодьев çапла каласа парать: «Михаил Никифоровпа эпир пĕр çултах, 1942-мĕшĕнче, фронта кайрăмăр. Вăрçăран çĕнтерÿпе таврăнсан мана çапла каласа панăччĕ: «Оруди командирĕ пулнă май, фронтра яланах малти позицие йышăнма лекетчĕ. Вилĕмпе куçа-куçăн та сахал мар тĕл пулнă. Тавах Турра, вăл сыхласа хăварчĕ пулмалла. Анчах та тан мар çапăçура фашистăн снаряд ванчăкĕ манăн ÿпкене кĕрсе ларчĕ. Çавăнпа халĕ те вăрçă суранĕпе нушаланма лекет». «Йывăр пулчĕ ăна вăрçă хыççăн тăшман пульлине ÿпкере йăтса çÿреме. Çавăнпа сурана пула нумаях пурăнаймарĕ, 38 çултах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ».
Раççей Федерацийĕн Çар Оборонин Мускав облаçĕнчи Подольск хулинчи Тĕп архивран ярса панă документсенче пирĕн ентеш Михаил Никифоров тăшмана хирĕç çапăçнă стрелоксен 58 дивизийĕн вăрçă çулне тĕплĕн çырса кăтартнă: 1942 çулхи апрель уйăхĕнче дивизие Калуга облаçне фронта янă. Хулана тăшманран хÿтĕленĕ тата ирĕке кăларнă. Ун хыççăн чапа тухнă дивизи Смоленск, Киев, Волынск, Львов облаçĕсене ирĕке кăларнă çĕре, Корсунь-Шевченковск операцийĕсене хутшăннă. Польшăна ирĕке кăларнă. Одер шывĕ урлă каçнă тата хĕвеланăç çыранне каçса наступлени пуçланă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн дивизие «Одер» хисеплĕ ят панă. Çапăçусенче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Хĕрлĕ Ялав тата иккĕмĕш степеньлĕ Кутузов орденĕсемпе наградăланă. Вăрçă вĕçленес умĕн дивизи Берлинри тата Прагăри операцисене хутшăннă. Çав çапăçусенче Никифоров сержант та паттăрлăх кăтартнă. Михаил Никифорович Çĕнтерÿ кунне Прагăра кĕтсе илнĕ.
Вăрçăран кăкăр тулли наградăсемпе таврăнать Михаил Никифорович. Ывăлĕсем - Юрий, Петр, Владимир хăйсен салтак тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă, пурте салтакра пулнă.
Ывăлĕсем хăйĕн ашшĕпе - вăрçă çулне паттăррăн утса тухнă Михаил Никифорович Никифоровпа тивĕçлипе мухтанаççĕ. Çакна вăл чăннипех те тивĕçлĕ.