Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Саккунсене пĕлмеллех

Çак кунсенче Вăрмарти тĕп библиотекăра Раççейри юристсен ассоциацийĕн социаллă право енĕпе пулăшу паракан центрĕн специалисчĕсем ертсе пынипе районти ял тăрăхĕсенчи информаципе культура центрĕсенче ĕçлекен специалистсемпе тĕл пулу ирттернĕ, юриспруденципе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, тĕрлĕ кăлтăклă самантсене уçăмлăн ăнлантарса панă.

РФ Ĕçлев законодательствине мĕнле пурнăçласа парасси пирки район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов паллаштарнă. Вĕсен шутĕнче - ĕç укçи тÿлесси, саккунпа килĕшÿлĕн черетлĕ отпуск вăхăтĕнче шалупа тивĕçтересси тата ытти те.

Сăмах май, çак центр районти тĕп библиотекăра пĕрремĕш çул кăна ĕçлемест. Вăл хушăра специалистсем район халăхне саккунпа çыхăннă миçе ыйтăва уçăмлатса паман-ши; Кунта килсе çÿрени усăллă та пĕлтерĕшлĕ пулнине район халăхĕ лайăх ăнланать, çавăнпа та вулав залĕнче çак кун çын уйрăмах йышлă. Хамăр правасемпе тивĕçсене чылай чухне пĕлейместпĕр эпир. Центр çак çитменлĕхе пĕтерме пулăшать



27 июня 2012
00:00
Поделиться