Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Йÿçĕ» мар, «пылак» терĕç

Нумай çул алла-аллăн пурнăç çулĕпе юнашар пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе утакан мăшăрсене ăмсанса пăхас килет.

Çак кунсенче Ыхраçырма ялĕнче пурăнакан Николай Ильичпа Любовь Михайловна Ильинсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма пуçланăранпа 55 çул çитнине паллă турĕç. «Изумруд» туй кĕрекине ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем пуçтарăнчĕç.

Ильинсем ялта ятлă-сумлă çынсем. Аллă пилĕк çул йывăрлăхсем витĕр чыслăн утса тухса ял-йышра ырă ят çĕнсе илнĕ мăшăр. Пĕр-пĕрне хисеплесе, упраса пурăнни пурнăçа вăрăмлатать пулĕ.

Николай Ильич Ыхраçырма ялĕнче 1931 çулта çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне 10 çулта пулнă арçын ачан пĕчĕклех йывăр ĕçе кÿленме, вăй питти арçынсемсĕр тăрса юлнă ялта çитĕннĕ çынпа тан вăй хума тивнĕ. Çар службинчен таврăнсан тăван колхозрах ĕçлеме юлнă. Нумай çул хушши хăмлаçăсен бригадирĕнче, каярах мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Вăрмарти хăмла йышăнакан пунктра пуçлăх пулса ĕçленĕ.

Любовь Михайловна Шăплат ялĕнче 1936 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Хăйпе тантăш ачасем пекех пĕчĕклех ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Малтан колхозница пулса, кайран Пăртас салинчи туберкулез пульницинче санитарка пулса ĕçленĕ. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.

Кирек мĕнле ĕç те хăй тĕллĕн пулмасть. «Çиччĕ виç те пĕрре кас», - тенĕ ваттисем. Çавăнпа кирек мĕнле пысăк ĕçе пуçлас умĕн пĕрле канашласси, сÿтсе явасси йăлана кĕнĕ Ильинсен çемйинче. Çапла хăйсен вăйĕпе çирĕп хуçалăх çĕкленĕ вĕсем. Любовь Михайловна çичĕ теçетке, Николай Ильич сакăр теçетке урлă каçнă пулин те картиш тулли чăх-чĕп вĕсен, качакасем те усраççĕ. Пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнет. «Картишне кĕрсен - арçын алли, пÿрте кĕрсен - хĕрарăм алли курăнать», - тенĕ ваттисем. Николай Ильичпа Любовь Михайловнăн та çапла. Картишне кĕрсен кунта чăн-чăн кил хуçи пурăнни палăрать: кашни япала типтерлĕ, хăй вырăнĕнче. Пÿрте кĕрсен вара илемлĕх тĕнчине лекнĕнех туйăнать. Йĕри-тавра стенасем çинче рамăсем ăшне типтерлĕн вырнаçтарнă эрешсем çакăнса тăраççĕ. Любовь Михайловна тĕрленĕ вĕсене. Ĕçчен хĕрарăм пĕр минут та ахаль ларма юратмасть. Пахчара ĕçлеме те, ал ĕç тума та ĕлкĕрет. Тĕрлеме çеç мар, çыхма та, çĕлеме те ăста вăл.

Килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăннă Любовь Михайловнăпа Николай Ильич, мĕнле пулсан та килти çÿп-çапа урама кăларман. Хуçалăх та тытнă мăшăр, выльăх-чĕрлĕх усранă, черетпе сăпка та сиктернĕ.

Туслă та ĕçчен, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнакан ашшĕ-амăшне кура ачисем те мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă ÿснĕ. Икĕ хĕрпе икĕ ывăл ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă (Ира хĕрĕ, Вениаминпа Вячеслав ывăлĕсем аслă пĕлÿллĕ). Халĕ вĕсен 7 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук.

Аслă хĕрĕ Ира - Шупашкар хулинче пурăнать, трактор тăвакан заводра ĕçлет. Вениамин - отставкăри подполковник, çемйипе Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Вăталăх хĕрĕ, Светлана, Сызрань хулинче. Унтах нумай çул ĕнтĕ «Тяжмаш» заводра вăй хурать. Кĕçĕн ывăлĕ, Вячеслав, Çĕрпÿ хулинче 9-мĕш номерлĕ колонинче аслă инженер пулса ĕçлет, майор званинче.

Уяв кĕрекинче ачисем ашшĕ-амăшне тав туса чуна хускатмалла ырă, ăшă сăмахсем каларĕç, парнесем пачĕç.

55 çул пĕрле пурăнса изумруд туй тăвакансем ытла нумаях та мар пулĕ. Хăйсене çуратса ÿстерекенсем çак çула çитни ачисене, паллах, савăнтарать. Çавăнпа та туйри пек «йÿçĕ» тесе мар, лăпкăн çеç, тулли кăмăлпа «пылак» терĕç ашшĕ-амăшне ачисем. Эппин, вĕсен пурнăçĕ малашне те çаплах пултăр. Ачисенчен, мăнукĕсенчен пархатар çеç пултăр. Юрату ватлăхра та ан сÿнтĕр!

Ĕмĕр тăршшĕ пыракан юрату çын мĕн чухлĕ пурăнса ирттернинчен мар, чун-хавал туртăмĕнчен килет. Николай Ильичпа Любовь Михайловна çакна пурнăç тăршшĕпе пĕлсе, ăнланса пурăнаççĕ, çавăнпа та çемьере тату пурнăç хуçаланать

 



29 июня 2012
00:00
Поделиться