Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Правилăсене вăйă урлă хăнăхар

Вăрмар поселокĕнчи «Зоренька» ача-пăча сачĕн педколлективĕ шкул çулне çитмен ачасене çул-йĕр правилисене тимлĕн вĕрентсе пырать. Çулсерен ирттерекен районти, республикăри «Светофорик» конкурсĕсене хутшăнать.

Çул-йĕр правилисене тимлĕ уяса ÿсчĕр тесе ача-пăча садĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Акă, нумаях пулмасть, «Зоренька» ача-пăча садĕнче «Çул-йĕр правилисем» уяв иртрĕ, «Светофорик» агитбригада концерт пачĕ.

Уява «Пĕлменкке», «Хĕрлĕ калпак», «Кашкăр тус» та килсе çитрĕç. Ачасем вĕсене çул-йĕр правилисене вĕрентрĕç, светофорпа паллаштарчĕç. Çул-çÿрев хулинче çул та пур. Светофор, çул-çÿрев паллисене те кăтартнă. Ачасем пысăк машинăсемпе, велосипедсемпе çул-йĕр çинче хăйсене мĕнле тытмаллине кăтартрĕç, уява килнĕ персонажсене ăнлантарчĕç, тĕрлĕ паллă мĕне пĕлтернине аса илчĕç.

Персонажсемпе тĕрлĕ-тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, «Пешеходный переход» эстафетăна та хутшăнчĕç. Унтан уява «Светофорик» агитбригада та хутшăнчĕ. Уçă сассисемпе юрăсем юрласа, такмаксем каласа савăнтарчĕç, кулăшла сăвăсем, юптарусем те вуласа пачĕç, ташăсем те ташларĕç.

Хăйсен девизĕпе паллаштарчĕç: «Çул-йĕр правилисене пĕл тата ыттисене те вĕрент». Çул çинче хăйсене мĕнле тытмалли интереслĕ ыйтусене хуравларĕç. Агитбригада концертне Е.Прокопьева музыка руководителĕ хатĕрлесе ертсе пычĕ. «Зоренька» ача-пăча садĕнче çул-йĕр правилисене пĕчĕкрен хăнăхтарасси йăлана кĕнĕ. Воспитательсем ачасене çул çинче инкек ан пултăр тесе хăйсене мĕнле тытмаллине, çул çинче те, чарăнура та, транспортра та куллен вĕрентеççĕ. Тĕрлĕ дидактикăллă вăйăсем, викторинăсем ирттереççĕ. Кашни ушкăнра сĕтел çинче вылямалли тĕрлĕ машинăсем, теттесем, çÿл-çÿрев паллисем, çуртсен макечĕсем пур. Лавккаран туяннисем те, алăпа ăсталанă çул-йĕр правилисене пăхăнмалли теттесем чылай. Ашшĕ-амăшĕсем валли папка-передвижкăсем хатĕрленĕ. «Светофорик» смотр-конкурсне хутшăнса уявсем ирттерни ачасене çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма, ырă, сывă ÿсме пулăшать.

Автотранспорт шучĕ ÿссе пынă май çакăн пек мероприятисем ирттерни питĕ вăхăтлă. Ăна малашне те кашни çулах ирттерме палăртатпăр

 



29 июня 2012
00:00
Поделиться