Çĕнĕ çурт – ял илемĕ, ăнăçлăхне кăтартаканĕ
«Раççей гражданĕсене - хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси» приоритетлă наци проектне пурнăçласа Вăрмар район администрацийĕ тивĕçлĕ ĕçсем пурнăçлать. Çакă ялта пурăнакан граждансен тĕрлĕ категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕр туянма, хăпартма, пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшас тĕллевпе ятарлă программăсемпе усă курма май туса парать.
«Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» федераци шайĕнчи программа тăрăх 2011 çулта 6 çемье уйрăм çурт хăпартса лартрĕ. Çак программа шайĕнчех иртнĕ çул çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем - пурĕ 4 çемье - хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма паракан социаллă тÿлеве тивĕçрĕç. Хальлĕхе «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта яллă вырăнсене çирĕп аталантарасси» федераци шайĕнчи программа проектне хатĕрлес ĕç пырать. Çапла вара район территорийĕнче çурт хăпартса лартас текенсем çак программăпа малашне те усă курма пултарĕç. Анчах та программăна малтанхи пекех ялта тĕпленсе, ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсемпе граждансем - сывлăх сыхлавĕнче, культура, вĕрентÿ, социаллă сфера ĕçĕнче, агропромышленность сферинче вăй хуракансем кăна хутшăнма пултараççĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн вĕсен 5 çул иртмесĕр хăйсен ĕç вырăнне пăрахса кайма юрамасть.
Пĕтĕмĕшле 2003 çултанпа «Пурăнмалли çурт-йĕр» программăна пирĕн районти 167 çемье хутшăннă. Вĕсенчен 105-шĕ ялта ĕçлесе пурăнакан граждансем, 62-шĕ çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем. Программăна хутшăннă 167 çемьерен 150-шĕ ялта çурт хăпартнă. Çак тĕлĕшпе Арапуç, Пинер, Кĕтеснер, Пысăк Енккасси, Чулкас, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсенче пурăнакансем ăнăçлă ĕçлени курăнать. Кунсăр пуçне «Çамрăк çемье» федераци шайĕнчи тĕллевлĕ программăна хутшăнса 2011 çулта 22 çемье хваттерлĕ е çуртлă пулнă. «Тăлăха юлнă ачасем» программа шайĕнче 2011 çулта ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 6 тăлăха, вĕсем пропискăра хăш ял тăрăхĕнче пулнине кура, çурт илсе панă. Пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене (пурте çул çитмен ачасем пулсан) иртнĕ 2011 çул 2 çурт лартса панă (Кавал, Энĕшпуç).
2011 çулта «Граждансене кивĕ тата юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарасси» программăпа килĕшÿллĕн поселокри пурăнма юрăхсăра тухнă нумай хваттерлĕ 5 çуртран 19 çемье (44 çын) çĕнĕ çурта пурăнма куçнă. 2011 çулта «Нумай хваттерлĕ çурт-йĕрсене капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçласси» программăпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ 3 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă.
«Ветерансем çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсене е вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсене хăтлă çурт-йĕрпе е хваттерпе тивĕçтермеллине палăртнă. Çак программа тăрăх пирĕн районта 2011 çулта пĕтĕмĕшле 60 çын хваттерлĕ пулнă.
Çапла пирĕн районта федераци шайĕнчи пур программăсем те вăйра. Ку е вăл программăсене хутшăнас тетĕр пулсан чи малтанах хăвăр пурăнакан ял тăрăхĕн администрацине пырса черете тăмалла. Район администрацийĕнче çак ыйтупа строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕ ĕçлет. Граждансем хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе район администрацийĕн специалисчĕсемпе 2-11-73 телефонпа çыхăнма пултараççĕ.