Профилактика ĕçĕнчен нумай килет
Пирĕн служба пĕрре те çăмăл мар - ăна юрă-сăвăсенче те палăртаççĕ. Çавăнпа та хамăр тивĕçе çÿллĕ шайра пурнăçлас тесе çине тăрса ĕçлетпĕр.
Шел пулин те, çуркунне хăш-пĕр çынсен характерĕсенче улшăнусем пулса пыраççĕ-ши - преступленисен шучĕ ÿсет. Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче 96 преступлени регистрациленĕ (пĕлтĕр çак вăхăтра 85 пулнă). Ÿсĕм кăтартăвĕ эпир начар ĕçленинчен мар, пачах урăхла - тĕрлĕ шайри ултавçăсене палăртас тĕлĕшпе 13 ĕç пуçарнипе (пĕлтĕр - 1) пулса иртнĕ. Иртнĕ асăннă вăхăтра халăхран пĕр пине яхăн ыйтса çырнине йышăннă, пурне те пăхса тухнă, регистрациленĕ 96 преступленирен 57-шне уçса панă. Преступленисенчен ытларах пайĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăннă. Çак енĕпе тунă преступленисен йышĕ уйрăмах Вăрмар хула (35), Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенче (16) пысăк.
Иртнĕ çулсенче туса ирттернĕ преступленисене уçса парасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă, çакă хăйĕн çимĕçне кÿнĕ - саккуна пăснă 6 тĕслĕхе тупса палăртнă. Пай тивĕçлĕ мерăсем йышăннипех çын вĕлерни, гаражсенчен, дача çурчĕсенчен вăрлани, автомашинăсене хăваласа кайни, тĕрлĕ хĕç-пăшалпа усă курса тунă тата террорла, экстремизмла преступленисем пулман.
Асăннă тапхăрта экономикăпа çыхăннă 17 преступление уçса панă (пĕлтĕр - 14). Ытларахăшĕ вĕсенчен çын пурнăçне сиен кÿрекен алкоголь продукцийĕпе сутă тăвакансемпе çыхăннă. Коррупципе çыхăннă ĕçсем çине те пÿрне витĕр çеç пăхмастпăр, çавăнпа та ку енĕпе 8 преступление уçса панă. «Агропромышленноç аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртнĕ чухне те хăш-пĕр çынсен ĕçĕнче коррупци сĕмĕ палăрать. Кун пек 3 тĕслĕх тупса палăртнă.
Преступленисен йышĕ чактăр тесен чи малтанах профилактика ĕçне вăйлатмалла, çавăнпа та çакăн çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çак енĕпе преступленисене малтанхи шайра тупса палăртса административлă ĕç пуçарни те пĕлтерĕшлĕ. Акă кăçалхи 5 уйăхра алкоголе хирĕç кĕрешмелли законодательствăна пăснипе çыхăннă 438 ĕç пăхса тухнă, 122 пин те 850 тенкĕлĕх штрафланă. Пĕтĕмпе вара административлă саккунлăха пăснă 710 тĕслĕх тупса палăртнă.
Массăллă информаци хатĕрĕсем час-часах ял халăхĕ питĕ нумай ĕçсе вилни çинчен пĕлтерет. Çакăнпа килĕшме лекет, анчах уйрăмах пăшăрхантаракан япала - хăш-пĕр сутуçăсем пĕлсе тăрсах пахалăхлă мар эрех сутаççĕ. Вĕсене хирĕç кĕрешесси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Урамра тăвакан преступленисен йышĕ те ÿсет, вăл та чылай чухне эрех ĕçнипе çыхăннă.