Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çынсене пĕр-пĕринпе çыхăну тытма пулăшатпăр

Июлĕн 8-мĕшĕнче почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем Раççей почта кунне паллă тăваççĕ. Почта çыхăнăвĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи почтамтчĕн пуçлăхĕнче Сергей Иванович Риманов 2007 çултанпа тăрăшать. Уяв тĕлне унпа ятарласа тĕл пулса калаçрăмăр. Почта ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ вăхăт пулчĕ - хаçат-журнал çырăнтарасси.

- Сергей Иванович, мĕнлерех кăтартусемпе иртрĕ-ха çырăнтару тапхăрĕ?

- Чăнах та çырăнтару пирĕншĕн яваплă тапхăр. Хаçат-журнал çырăнтарассипе эпир плана 100 проценчĕпех тултартăмăр. Пурĕ 30 пин те 520 тĕрлĕ издани çырăнтартăмăр. Çырăнтарăва ăнăçлă ирттерсе яма пулăшнăшăн, çак ĕç çине уйрăмах тимлĕх уйăрнăшăн чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина, çавăн пекех районти предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсене, почта çыхăнăвĕн пур уйрăмĕсенчи ĕçченĕсене те пысăк тав сăмахĕ калатăп, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн, Вăрмарти тĕп тата ача-пăча библиотекисен, обществăлла апатлану предприятийĕн, райпон çăкăр завочĕн, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн, «Урмарские электрические сети» предприятийĕн, уйрăмах Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн тата «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин руководителĕсене çырăнтарăва активлă хутшăннăшăн пысăк тав.

- Халăх хăш изданисене ытларах вулать?

- Хаçатсем хушшинче «Хĕрлĕ ялав», «Почтовый экспресс», «Хыпар», «Советская Чувашия» çырăнса илекенсем йышлăрах. Сăмахран, «Хĕрлĕ ялава» чи нумай çырăнса илекенсем Вăрмар поселокĕнче, Кивĕ Вăрмарта, Мăнçырмара, Чулкасра, Энĕшпуçĕнче.

- Ăнăçу, паллах, ĕç коллективĕнчен те нумай килет. Сирĕн ĕçченсен çитĕнĕвĕсем çинчен эпир çутатсах тăнă-ха, уяв кунĕ ячĕпе хăш сотрудниксене чыслама хатĕрленетĕр-ха эсир?

- Почта çыхăнăвĕн ĕçĕнче хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн контрольпе ревизи ушкăнĕн пĕрремĕш категориллĕ специалисчĕ Е.Дмитриева «Çыхăну мастерĕ» ята тивĕçнĕ. Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсемшĕн çакă чи пысăк награда. Çавăн пекех почта çыхăнăвĕн Вăрмарти уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Сергеева «Раççей Почти» ФГУП Хисеп грамотине, Чулкасри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнчи почтальонка Г.Федорова «Раççей Почти» ФГУП Тав çырăвне, 2011 çулхи ĕçри пысăк кăтартусемшĕн Арапуçĕнчи почта çыхăнăвĕн ĕçченне Н.Ионовăна «Раççей Почтин» Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн федераллă Управленийĕн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Кунсăр пуçне Вăрмар почтамтчĕн Тав çырăвĕсене Вăрмарти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникĕ Н.Мясникова, информаци пункчĕн инженерĕ Д.Петрова, А.Семенов электромеханик, Н.Иванова товаровед, Вăрмар почтамтчĕн почтальонĕ Е.Петрова нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ. Надежда Мясникова кăçал хула тăрăхĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн чи лайăх начальникĕ ята çĕнсе илнĕ. Нумаях пулмасть Надежда Атăлçи федераллă округри ĕçтешĕсемпе Хусанта тĕл пулчĕ. Конкурссене хутшăнас ĕçе организацилеме, пире аталанма, хамăра кăтартма пулăшнăшăн «Раççей Почти» Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн федераллă Управленийĕн директорне С.Тимофеевăна тав тăватăп.

Çавăн пекех пирĕн коллектив спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнать. Акă Кÿкеçре çыхăну ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕсем хушшинче иртнĕ мини-футболла выляса 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр.

2011 çулта çыхăну ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕсем хушшинче иртнĕ Спартакиадăра Вăрмар почтамтчĕн профсоюз комитечĕн председателĕ Е.Васильева тăрăшнипе 3-мĕш вырăн йышăнма пултартăмăр.

- Сергей Иванович, хăвăр эсир спорт мероприятийĕсене хутшăнатăр-и?

- Паллах, хутшăнатăп. Акă ЧР çыхăну ĕçченĕсен профсоюз комитечĕсем хушшинче шывра ишессипе иртнĕ ăмăртура 3-мĕш вырăн йышăнтăм. Малашне те хутшăнас кăмăллă.

- Паянхи вăйлă утăмсемпе аталанса пыракан вăхăтра почта çыхăнăвĕ кÿрекен пулăшу тĕсĕсем те ÿссе пыраççĕ. Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче яланах çын татăлмасть. Клиентсен ыйтăвĕсемпе çыхăннă мĕнлерех пулăшусем кÿрет-ха почта?

- Пурнăç условийĕсем улшăнса, ансатланса пынă май, пирĕн те çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе ĕлкĕрсе пымалла. Хăйĕн яланхи тивĕçĕсĕр пуçне почтамт укçа-тенкĕпе çыхăннă операцисене, халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессине пурнăçлать. Пирĕн патĕнче аслă ÿсĕмрисемпе ачасене тĕрлĕ инкек-синкексенчен страхлассипе «Авива» страховани программи ĕçлет. «Тинькофф» кредит картисемпе усă курма пулать, ГИБДД, полици, суд приставĕсен, Росреестр органĕсем тăратнă официаллă хутсем тăрăх тĕрлĕ тÿлевсене почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ урлă тÿлеме пулать. «Форсаж» программăпа килĕшÿллĕн пĕр сехет хушшинчех Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене укçа ярса пама е илме пулать. Тĕрлĕ çĕре пысăк хăвăртлăхпа çыру, бандероль çитерес тесен пĕрремĕш класпа ярса пама май пур. ЕМС - япалана алăран алла киле çитерсе памалли почта та ĕçлет. Саккаса кĕске вăхăт хушшинчех килтен тухмасăрах илме пулать.

- Сергей Иванович, эсир почта çыхăнăвĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи почтамтчĕн начальникĕ пулнă май сирĕн тытăмра миçе почта уйрăмĕ? Мĕн сунасшăн эсир хăвăрăн ĕçченсене уяв ячĕпе?

- Паянхи куна икĕ районпа пурĕ 26 почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ. Вĕсенче 144 çын ĕçлет, Вăрмар районĕнче 15 уйрăм.

Почта ĕçченĕсене, çакăнтан ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене пурне те Раççей почтин кунĕ ячĕпе саламлатăп. Сирĕн ĕç пĕрре те çăмăл мар, çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и - кашни кунах йывăр сумкка йăтса кашни киле çитмелле. Хăвăрăн пархатарлă ĕçĕре эсир чунтан пурнăçлатăр, халăха пĕр тикĕссĕн чи кирлипе тивĕçтеретĕр. Хăвăрăн профессиллĕ тивĕçе пурнăçлама çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, çемйĕрсенче ăнăçу сунатăп. Малашне те пуринпе те пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлесчĕ

 



09 июля 2012
00:00
Поделиться