Тăван яла ан манăр нихăçан
Вăрмар районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем Н.Александрова, А.Иванова «Манăн тăван тавралăх» темăпа хатĕрленĕ мероприятипе Кĕçĕн Шăхале çитсе килчĕç. Çак ялта пурăнакан ватăсемпе тĕл пулса ял историйĕпе паллашрĕç. Ку мероприятие чи пултаруллисем, хастаррисем хутшăнчĕç. Л.Петрова, А.Емельянова, А.Фомина, О.Быстрова, П.Ефремов, М.Иванова. Вĕсем хăйсен тăрăхĕнчи сумлă çынсем çинчен каласа пачĕç. Уйрăмах Г.Пуклакова, Н.Иванов, А.Федоров çинчен ăшă сăмахсем каларĕç. Николай Прокопьевич Иванов çырса кĕвĕленĕ «Тăван ен» юррине кăмăллăн шăрантарчĕç.
Çавăн пекех халăха социаллă пулăшу паракан центр специалисчĕсем: киле социаллă пулăшу паракан уйрăм заведующийĕ Т.Илларионова тата васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăм специалисчĕ А.Иванова Пĕчĕк Енккасси ялĕнче «Ырă ĕçсен» кружокне çÿрекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Мероприятие çак ялта пурăнакан тата килте социаллă пулăшу илсе тăракан ватăсемпе социаллă ĕçченсем хутшăнчĕç: П.Порфирьев, Р.Порфирьева, В.Федотова, Л.Алексеева, В.Павлова, О.Никифорова, В.Андреева. Чăваш Республикин гимне аса илсе шăрантарчĕç. П.Порфирьев ялта сумлă çынсенчен пĕри шутланать. Вăл ял историне аса илсе каласа пачĕ: «Еник ятлă çыннăн виçĕ ывăл пулнă. Вĕсене вара çапла чĕннĕ: пĕрремĕш ывăлĕ Аслă Еник, иккĕмĕшĕ - Вăтам Еник, виççĕмĕшĕ - Кĕçĕн Еник. Пирĕн ял вара Вăтам Еникрен пуçланса кайнă. Малтанах ялта 85 кил шутланнă, халĕ - 35». Ватă çынсем ял малалла аталанасса шанаççĕ