Çулла: вăхăтпа савăнмалла
Кĕçĕн Шăхаль ялĕ районти пĕчĕк ялсенчен пĕри, вăл Шăхаль ялĕнчен иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче уйрăлса тухнă.
Июлĕн 8-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе ял халăхĕ хăйсен ял уявне уявлама пуçтарăнчĕ. Пĕрисем 13, теприсем 15 килте 33 çын пурăнаççĕ тесе каларĕç. Апла-и, капла-и, анчах çуллахи вăхăтра çак илемлĕ вырăна - кунта пĕвесем, вăрман - ялта çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансене хăйсен ачисемпе, мăнукĕсемпе кунта килме туртать.
Пĕлместпĕр-çке эпир канма - ăна тумалла, куна хăпартмалла, кунта вара ĕçпе пĕрлех уява уяма пĕлеççĕ.
Эпир пынă кун ял çыннисен йышĕ 2 хут ÿснĕ тейĕн - ватти-вĕтти те пĕве хĕрринчи лапамра. Раççей, Чăваш ялавĕсем вĕлкĕшеççĕ, ялти ватăсем валли саксем хатĕр. Шăхаль ял тăрăхĕ пĕчĕкех мар, анчах çак пĕчĕк ялта харăсах 2 мăшăр «ылтăн» туй тунине кунта ас тумаççĕ. Çакна Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов уйрăмах палăртрĕ, Анна Семеновнăпа Николай Емельянович Емельяновсене, Вера Ивановнăпа Василий Никонович Гурьевсене саламланă май парнесем пачĕ. Пĕрре парне - тепри ăш кăмăл турамĕ. Ăна вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пĕрле илсе килнĕ икĕ шкул ачи - Моисеевсем - пухăннă халăх умĕнче кăтартрĕç. Вĕсем купăспа каласа юрлани пурне те тыткăнларĕ. Юрăсем шăраннă май ялти чи ватă çын - Л.Павлова (вăл 85 çулта), чи çамрăк «каччă» Андрей Прокопьев (кăçал шкула каймалла) ял тăрăхĕн администрацин парнисене тивĕçрĕç. Çуллахи вăхăтра яла кунтан çуралса ÿснĕ çынсем те сахал мар килеççĕ, вĕсенчен пĕри Пермь хулинче пурăнакан Р.Павлова. Ăна та ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пысăк пуçарулăх кăтартнăшăн ял администрацийĕн Хисеп хутне пачĕ. Çавăн пекех пухăннисене пĕтĕм кăмăлтан ял старости О.Быстрова саламларĕ.
Ун хыççăн пысăк мар ялăн пысăк уявĕ малалла тăсăлчĕ: кире пуканĕ те çĕклерĕç, вĕрен те туртрĕç тата ытти вăйăсем те ирттерчĕç. Кĕскен каласан кунта ĕçлеме те, савăнма та пĕлеççĕ. Çĕнĕ çурт хăпартакансем те пур. Эппин пурăнать-ха ял...