Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Рабочирен - министра çити

Пурнăçпа вăхăт урапи малаллах кусать, васкать. Промышленность производствин пултаруллă организаторĕ тата патшалăхăн паллă деятелĕ, пирĕн чаплă ентеш Юрий Григорьевич Ефремов пурăннă пулсан 70 çул тултарнă пулĕччĕ.

Вăл 1942 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн питех те йывăр тапхăрĕнче, нимĕç фашисчĕсен çарĕсем Сталинград хули патне тапăнса пынă вăхăтра Саратов облаçĕнчи Курилов районĕнчи Барановка ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Григорий Ефремович çав вăхăтра Атăл юхан шывĕн сулахай енче сылтăм çыранĕ тăрăх пыракан кивĕ чукун çулпа блокадăллă тепĕр çĕнĕ чукун çул тунă çĕрте ытти вуншар пин çынпа кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. 1947 çулта вăл арăмĕпе тата 3 пĕчĕк ачипе тăван ене, Кавал ялне, таврăннă. Тепĕр çултан пурăнма Вăрмар поселокне куçнă, районти ĕç уполномоченнăйĕ пулнă. Арăмĕ вара Сусанна Федоровна мĕн пенсие тухичченех район больницинче медицина сестри пулса ĕçленĕ. Вĕсен Юрий ывăлĕ (çемьере вăл иккĕмĕш ача пулнă) 1949 çулта Вăрмарти вăтам шкулта пĕрремĕш класра вĕренме пуçлать.

1959 çулта вуннăмĕш класс пĕтерсен Юрий Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче электрик пулса ĕçлет. Тепĕр майлă каласан хăйĕн ĕç çулне вăл рабочирен пуçлать, предприяти коллективĕнче çĕршер çынпа юнашар ĕçлет, пиçĕхет.

Тепĕр çултан Томск хулинчи политехника институтне вĕренме кĕрет. Кунта 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Мускаври энергетика институчĕн Атăл тăрăхĕнчи филиалне (ăна шăп çав вăхăтра Шупашкарта уçнă) куçать. Кунтах вăл пĕрле вĕренекен Вăрмар поселок хĕрĕпе Людмила Федотовăпа çемье çавăрать, вĕсен аслă ывăлĕ Анатолий çуралать.

Институтран вĕренсе тухсан Юрий Григорьевич Вăрмара тăван фабрикăна таврăнать, тĕп инженер-энергетик пулса ĕçлеме тытăнать. Çав вăхăтра 1967 çулхи кĕркунне, мана ВЛКСМ райкомĕнче тин кăна ĕçлеме пуçланăскерне Юрийпе çывăхрах паллашма тÿр килчĕ, ун чухне вăл сĕтел-пукан фабрикин комсомол комитечĕн секретарĕ пулнăччĕ, паллах ĕнтĕ обществăлла майпа. Анчах та эпĕ ăна малтан та, Вăрмарти вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех, пĕлнĕ. Эпĕ унран пĕр çул каярах вĕренеттĕм. Çакна кăна палăртса хăвармалла: Юрий лайăх вĕренетчĕ, çав вăхăтрах питĕ вăйлă спортсменччĕ, вăл спортăн нумай енĕсемпе районти çеç мар, республикăри ăмăртусенче те хутшăнатчĕ, кĕрешÿ, штанга, çăмăл атлетика, футбол, волейбол, алă мечĕкĕ тата ытти енĕсемпе те чемпион пулнăччĕ...

Комсомол ĕçĕнче вара эпир Ю.Ефремовпа пĕрмаях тĕл пулаттăмăр. Вăл Вăрмар поселокĕнчи, фабрикăри çамрăксен чăн-чăн лидерĕччĕ, пултаруллă специалисчĕ. Предприяти руководителĕсем те, коллектив та ăна ĕçне кура хисеплетчĕç.

1968-1970 çулсенче Юрий Григорьевич Совет Çарĕнче, офицер пулса службăра тăчĕ. Унтан вăл çемйипе Вăрмарах таврăнчĕ. Пĕр вăхăт районти организацисенче ĕçленĕ хыççăн 1972 çулта ăна (вăл вăтăр çулта кăначчĕ) парти райкомĕ сĕннипе сĕтел-пукан фабрикин директорĕ пулма уйăрса лартрĕç. Вăл вăхăтра кунта 700 çынна яхăн ĕçлетчĕ, тĕп производство икĕ сменăпа, хăш-пĕр участоксем вара талăкĕпех ĕçлетчĕç. Ю.Ефремов ертсе пынипе фабрикăра сĕтел-пукан туса кăларасси тăтăшах ÿссе пычĕ, унăн ассортименчĕ нумайланчĕ, пахалăхĕ лайăхланчĕ.

70-мĕш çулсен варринче предприяти халăх питĕ кăмăллакан çĕнĕ набор - «Вăрмар стенки» кăларма пуçларĕ. Ăна тата ытти продукцине çĕршывăн нумай-нумай кĕтесĕсене ăсататчĕç. Уйрăм çынсенчен, предприятисенчен, организацисенчен, учрежденисенчен фабрикăна çĕршер-çĕршер заявка килетчĕ. Паллах, илемлĕ тата пахалăхлă продукци пурне те кирлĕ пулнă ĕнтĕ.

Сăмах май каласан Юрий Григорьевичăн арăмĕ Людмила Максимовна та фабрикăрах ĕçлев тата планпа экономика пайĕнче аслă инженер пулса ĕçлетчĕ. Çав çулсенче предприятире ĕçлекенсем валли хăтлă хваттерсем нумай тунăччĕ, фабрикăн 90 ача вырнаçмалăх ача-пăча сачĕ тата ытти объектсем ÿссе ларчĕç.

Юрий Григорьевич тăрăшнипех фабрикăн котельнăйĕсене шĕвĕ мазут çине куçарчĕç, унччен малтан вĕсенче çĕр кăмрăкĕ çунтаратчĕç. Ăна çулсерен 4 пин тонна ытла чукун çулпа вакунсемпе турттарса килетчĕç. Ку мĕнле пысăк та йывăр ĕç пулни каламасăрах паллă. Мазута вара çулталăкра 2 пин тонна кăна илсе килетчĕç, ăна цистернăсенчен пушатассине, котельнăйсене парассине тата çунтарассине пĕтĕмпех механизациленĕ е автоматизациленĕччĕ. Çакăн хыççăн продукци туса кăларасси татах та ÿсрĕ, производство участокĕсене, йăла пÿлĕмĕсене специалистсемпе рабочисем пурăнакан çуртсене ăшă парса тăрасси те палăрмаллах лайăхланчĕ.

Фабрикăра физкультурăпа спорт, художествăлла пултарулăх вăйлăн аталанса пыратчĕç, предприятин пĕрлештернĕ хорĕ вара халăх хорĕ ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ку каллех ĕнтĕ Юрий Григорьевич тăрăшмасăр пулман. Çÿлĕрех палăртнăччĕ: вăл хăй пултаруллă спортсмен - организатор пулнă, культура, искусство çитĕнĕвĕсемпе те тăтăшах кăсăкланатчĕ, нумай-нумай писательсемпе поэтсен, музыкантсен, художниксен творчествине лайăх пĕлетчĕ, сăвă калатчĕ, юрă юрлатчĕ.

Пултарулăхĕпе пысăк опытне кура Юрий Григорьевича 1980 çулта Шупашкара «Чувашмебель» фирмăн генеральнăй директорĕн çумĕ пулма куçарчĕç. Кунта та вăл хăйĕн ĕçĕпе хăвăрт палăрчĕ. Часах ăна Чăваш АССР вырăнти промвшленноç министрĕн çумĕ пулма уйăрса лартрĕç, каярахпа вырăнти промышленноçăн Чăваш Республикинчи управленин генеральнăй директорĕнче вăй хучĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90 çулсен пуçламăшĕнче Ю.Ефремова Чăваш Республикин Министрсен Совечĕн Председателĕ çумĕ пулма уйăрса лартрĕç. 1994-1998-мĕш çулсенче республикăн промышленноç, энергетика, транспорт тата çыхăну министрĕ пулса тăван республикăшăн, унăн экономикине аталантарассишĕн вăйне-халне шеллемесĕр ĕçлерĕ, тăрăшрĕ.

Çакă пысăк вырăнсенче ĕçленĕ чухне те Юрий Григорьевич Вăрмар районĕнче, унăн руководителĕсемпе тачă çыхăну тытатчĕ, май килнĕ таран пулăшатчĕ...

Юлашки çулсенче тивĕçлĕ канура пулнă пулсан та тăван Вăрмарта час-часах пулатчĕ, çитĕнÿсемшĕн савăнатчĕ, çитменлĕхсемшĕн пăшăрханатчĕ.

Иртнĕ çул та, июнĕн 5-мĕшĕнче, эпир, халĕ ĕнтĕ çÿçсем шуралнă ветерансем, унпа районти ĕçпе юрă уявĕнче пĕрле ĕçленĕ çынсемпе тĕл пултăмăр, калаçрăмăр.

Анчах Юрий Григорьевичшăн çакă тăван Вăрмара юлашки хут кайса килни пулчĕ. Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче вăл кĕтмен çĕртен чирлеме пуçларĕ.

Кăçалхи çулăн январĕн 15-мĕшĕнче вара пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çитмĕл çул та пурăнаймарĕ вăл. Кăна халĕ те ĕненес килмест, анчах нимĕн те тăваймăн: йывăр çулсем, пĕтĕм вăй-хала парса ĕçлени ахаль иртмест-тĕр...

Юрий Григорьевич Ефремовăн çутă сăнарĕ, ĕçĕсем Вăрмарсен асĕнче яланах упранĕç. Вăл Вăрмар çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ, унăн сÿнми чапĕ

 



11 июля 2012
00:00
Поделиться