Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уявра - сатур, ĕçре маттур

Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне Вăрмар тăрăхĕнче пĕрремĕш хут кăна уявламаççĕ. Кашни çул вăл нумай çынна илĕртет. Кăçал та поселокри тĕп площаде районта пурăнакансем, хăнасем - çĕршер-çĕршер çын - пухăнчĕç.

Уявăн официаллă пайĕ пуçланас умĕн сцена çине А.Никитин ертсе пыракан «Янташ» ансамбль тухрĕ, чăваш юррисемпе пухăннă халăха тыткăнларĕ.

Уява уçма палăртнă вăхăт çитсен сцена çине Чăваш потребсоюзăн суту-илÿ правленийĕн председателĕн заместителĕ Н.Наумова, район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, районти потребкоопераци Канашĕн председателĕ С.Харитонов хăпарчĕç. Чи малтанах Надежда Ивановна сăмах илчĕ. Уявпа саламланă май районти потребкоопераци системинче ĕçлекенсем производство ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунине палăртрĕ. Çĕнĕ магазинсем, районта пуçласа пиццерия уçни курăмлă пулăм пулнине палăртрĕ. Ялти лавккасене çĕнетни те халăха райпон суту-илÿ вырăнĕсене илĕртет. Надежда Ивановна çавăн пекех салам сăмахĕнче потребкоопераци ĕçченĕсемпе уява килнĕ çынсене уявра савăнма, ĕçре хастар пулма сунчĕ. Район пуçлăхĕ М.Пуклаков та хăйĕн сăмахĕнче çÿлерех каланине малалла тăсрĕ. Вăрмарти райпо район бюджетне чи нумай налук укçа хывакан предприяти пулнине палăртрĕ. «Кунта çынпа ăш-пиллĕ калаçма, тавар сĕнме пĕлекен çынсем ĕçлеççĕ», -терĕ вăл.

Вăрмар райповĕ кооперативсен пуçламăш ячейки пуçланса кайнипе çыхăннă. 1912 çулта Хусан кĕпĕрнин Спасско-Затонски потребительсен обществи йĕркеленипе кооперативăн пуçламăш обществине пуçарса янă, кооператив лавкки уçăлнă. 1930-мĕш çулхи март уйăхĕнче пирĕн районта потребительсен обществи йĕркеленет.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин администраци тата хăй ячĕпе саламланă май потребкооперацин пĕлтерĕшне кĕскен те уçăмлăн палăртса хăварчĕ: «Вĕсем сĕнекен таварсемпе эпир кăна мар, пирĕн несĕлсем те усă курнă, çакă малалла та тăсăлĕ, мĕншĕн тесен пĕчĕк ялсене те, пысăк хуласене те вĕсем таварпа тивĕçтереççĕ. Ку вара малашлăх пурри çинчен калать».

Официаллă çынсем салам сăмахĕсем каланă хыççăн потребкооперацинче ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ ĕçченсене, пайщиксене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, районти поотребкоопераци Канашĕн председателĕ С.Харитонов, Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн управляющийĕ О.Николин, «Россельхозбанкăн» Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ А.Максимова Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем, парнесем пачĕç. Çавăн пекех «Потребкооперацин Чăваш Республикин ветеранĕ» Хисеплĕ ятсене те, «Нумай çул хушши Раççей потребкооперацийĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» паллăсене те сахал мар ĕçчен тивĕçрĕ.

Суту-илÿ кĕрлерĕ. Чăваш символикипе килĕшÿллĕ палатăсем уява хутшăнакансене тĕрлĕ таварсемпе, апат-çимĕçпе илĕртрĕç. Каç еннелле ташă карти те сарăлса пычĕ. 23 сехет умĕн вара тÿпене салют фейерверкĕсем асра юлмалли илем кÿчĕç

 



11 июля 2012
00:00
Поделиться