Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çирĕп чунлă, тăрăшуллă

Вĕренÿ пирĕн çĕршывăн тĕп пуянлăхĕсенчен пĕри. Вĕрентекен çинчен хуть те хăçан асăнсан та яланах вăл вырăнлă пулĕ.

Ялан-ялан ман асăмра

Шкулти пĕрремĕш кун.

Учитель сăнĕ ман умра,

Асрах сасси те ун.

Вăл уçрĕ пурнăç алăкне,

Хĕм сапрĕ чĕрене.

Вут хыпрĕ çамрăкăн чунне.

Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Зинаида Петровна Константинова та хăйĕн пĕтĕм пурнăçне çамрăк ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе халалланă. 1960-мĕш çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Тăватă çул ăнăçлă вĕренсе алла учитель дипломне илсен çамрăк учитель малтан пĕр çул Эçпепе шкулĕнче физикăпа математика учителĕ пулса ĕçлет, унтан тепĕр çулĕнчех ăна Кĕтеснерти тулли мар шкула кĕçĕн класс ачисене вĕрентме куçараççĕ.

1970 çултан Зинаида Петровна Мăнçырма ялĕнчи вăтам шкулта уроксем хыççăн ĕçлекен воспитатель тивĕçне пурнăçлать. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех шкул çулне çитмен ачасене 1-мĕш класа кайма хатĕрлесе вулама, çырма, шутлама, ÿкерме, юрлама та ташлама вĕрентет. Хастар воспитатель хăйĕн кăмăл ăшшине, ырă чĕрине кашни шкул ачинех парнелесе шкул сакки çине ларса малалла лайăх вĕренме пулăшать.

Çав хушăрах Зинаида Петровна И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренме пуçлать.

З.Константинова мăшăрĕпе 4 ача çуратса ÿстернĕ. Асли - Розалина Михайловна шăл тухтăрĕн профессине алла илсе Вăрмарти тĕп больницăра шăл юсакан уйрăмра вăй хурать. Хăйĕн çепĕç сассипе шăл ыратнипе аптăранă пациентсене лăплантарса, ырă канашсем парса тав сăмахĕсене тивĕçет вăл кашни кунах.

Тепĕр икĕ хĕрĕ - Татьянăпа Алена - Шупашкарти аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче вĕреннĕ. Таня ял хуçалăх институтĕнчи, Алена коопераци институтĕнчи бухгалтери уйрăмĕсенчен вĕренсе тухнă. Ывăлĕ, Олег, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе Зинаида Петровна мăшăрĕ сарăмсăр вилнĕ хыççăн ачисене професси илме пулăшса тăни вăл чăн-чăн çирĕп чунлă, тăрăшуллă амăшĕ пулни çинчен калать.

Ĕçри хастарлăхшăн чылай Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ вăл, çавăн пекех ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе те чысланă.



16 июля 2012
00:00
Поделиться