Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Чĕрне каснă чух пÿрне касмаççĕ»

Вăрмар поселокĕнчи Ленин урамĕн вĕçĕпе иртсе пынă чухне чăвашсен ĕмĕрхи çак каларăшĕ пуçа пырса кĕчĕ. Пĕрре те ахальтен мар - тĕрлĕ йывăçсен çамрăк хунавĕсене кунта нумаях мар кăна лартнăччĕ.

Йывăçпа курăк пĕр вăхăтра ÿсмест паллах, анчах çакна газон курăкне çулакан техникăпа ÿснĕ ешĕле çулакансем те шута илмен, те курман - курăкпа пĕрле çамрăк хунавсене те çулса пăрахнă. Тымар янă йывăç çÿлелле хăпарса тепĕр темиçе çултан поселока илем кĕртетчĕ, сывлăша тасарах та уçăрах пулма пулăшатчĕ. Халĕ çук вĕсем. Вĕсене лартакан, пăхса тăракан ĕçĕ те харама кайнă. Поселокра пурăнакансемшĕн те çак курăмлă çухату. Çавăнпа та каллех ваттисен сăмахĕ аса килет: «Çава тытма пĕлмесен ăна ан та тыт».



16 июля 2012
00:00
Поделиться