Халăхпа куçа-куçăн
Пĕчĕк ялсен кунне уявласси чылайранпа пырать, анчах та Кивĕ Вĕренер ялĕ пирки вăл пĕчĕк тесе калама сăмах та çаврăнмасть. Чăн та, унта автобуспа çитес пулсассăн та Тутар чикки урлă каçмалла, çырма урлах вара кÿршĕллĕ республикăн çĕрĕсем сарăлса выртаççĕ, тăвайккинчен пăхсан ялĕсем те курăнаççĕ. Анчах та Кавал ял тăрăхне кĕрекен 5 ялтан халăх йышĕпе (Кавал хыççăн) чи йышлисенчен пĕри. 2010 çулхи çырав кунта 147 кил-çурт пулнине, вĕсенче 291 çын пурăннине палăртнă.
Пурăнать-ха, çĕкленет те ял. Çакна пĕр хушă ирттерме пăрахнă хыççăн ял старости Ю.Иванов тата ытти хастарсем тăрăшнипе уява ирттерме пуçлани те çирĕплетет. Ял çыннисемпе хăнасене уяв лапамне пĕлтĕр мĕнле уçă кăмăлпа - чăваш йăли-йĕркипе - çăкăр-тăварпа, килти çăкăрпа кĕтсе илнине ас тăватăп. Кăçал та вăл çаплах пулса иртрĕ. Чăваш тумĕсене тăхăннă ял старости те, ăна пулăшса пыракансем те уява килекен ял халăхне те, хăнасене те хапăл пулчĕç.
Уявăн официаллă пайĕ пуçланнă май кунта пурăнакансемпе хăнасене праçнике ертсе пыракансем - Е.Захарова, клуб заведующийĕ Г.Яковлева, Е.Волков, А.Данилов саламларĕç. Ун хыççăн сцена çине район администрацийĕн представителĕ - строительствăпа инфратытăм аталанăвĕн пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ А.Михайлов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Веселовский хăпарчĕç. Пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ырă сăмахсем каларĕç, вăрăм кун-çулпа телей сунчĕç.
Анатолий Николаевич С.Гурьев, Н.Яковлев предпринимательсене, ял харсăрне В.Васильева район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.
Кăçал Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви хресчен (фермер) хуçалăхĕсене аталанма ятарлă грант уйăрнă. Министерство çумĕнче йĕркеленĕ ятарлă комиссин пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районтан (иккĕшĕ те Кавал ял тăрăхĕ) Ю.Ивановпа (выльăх-чĕрлĕх аталантарма), О.Васильева (пыл хурчĕсем ĕрчетме) патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Вĕсене те Анатолий Николаевич тата ытти официаллă представительсем ăшшăн саламларĕç.
Ун хыççăн уява пухăннисене «Уяв» фольклор ушкăнĕ чăвашсен авалхи юррисемпе савăнтарчĕ. Унăн ертÿçи З.Козлова хăйĕн коллективĕпе таçта та çитнине, анчах ку тăрăхра хальччен пулманнине палăртса çакăн пек ăшшăн кĕтсе илекен ял халăхĕ, чи тутлă та техĕмлĕ сăра хатĕрлекенсем чи-чи ырă кăмăллă çынсем пулнине палăртрĕ. «Эпир микрофонпа ĕçлеме хăнăхман, халăхпа куçа-куçăн тăрса юрлама хăнăхнă. Эсир вара пĕрле юрласа пире вăй-хăват паратăр», - терĕ вăл. «Ташши - ташши, Кив Вĕренер ташши», - тесе юрлама пуçласан чылайăшĕ ура хуçсах ташлама пуçларĕ. Купăсçăсен конкурсĕ те кăсăклă иртрĕ, унта Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакансем кăна мар, кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Кÿкшел ялĕнчен хитрелетнĕ лаша кÿмипе килнĕ Г.Хасанов тата Ю.Зарифуллин (лаши «Паттăр» ятлă, хуçисем каланă тăрăх ун умĕнче Хусанта Тутар республикин Пуçлăхĕ Р.Минниханов та сăн ÿкерттернĕ-мĕн), Шăхаль ялĕнчи пултаруллă икĕ çамрăк каччă - Русланпа Дмитрий Моисеевсем - хутшăнчĕç. Çамрăксен ăсталăхĕ пурне те тыткăнларĕ. Конкурс вĕçленичченех ял халăхĕ вĕсен «Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм» тата ытти юррисене итлесен пĕрремĕш вырăн памалла тесе палăртрĕç. Жюри, паллах, хирĕç пулмарĕ. Çавăн пекех В.Алексеева, Н.Михайлов купăс калани те пурне те килĕшрĕ.
Каярах спорт вăййисем пуçланчĕç: турник çинче туртăнасси, кĕрешÿ...
32 килограмлă кире пуканне чи нумай хут çĕклесе А.Каланов (Кивĕ Вĕренер) пĕрремĕш пулчĕ. Уяв илемĕ - кĕрешÿ. Чи малтанах çамрăккисем тупăшрĕç, Кавалти А.Горшков ăнăçлă кĕрешрĕ. Аслисенчен вара Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Кивĕ Вĕренер кĕрÿшĕ А.Хованский мала тухрĕ.