Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕлĕкхине манмаççĕ, çĕннине уяççĕ

Питрава Шăхальсем 18 ĕмĕр варринчех пысăк хисепе хурса уявланă. Аслă уява 1765 çулта Шăхаль ялĕнче Петĕрпе Павăл Çветтуй апостолсен чиркĕвне уçнăранпа ирттерме пуçланă. Тĕрлĕ саманан хăйĕн саламачĕ пулнă: чиркĕве хупнă тапхăр та, Питрав кунне ирттерме чарни те пулнă. Темĕнле йывăр вăхăтра та Шăхальсем çак каç вăййа тухнă, тăвансемпе пĕрле пуçтарăнса шÿрпе пĕçерсе çинĕ, йăла-йĕркене манман. Вăхăт иртнĕçемĕн Питравра Акатуйне те пĕрле паллă тума тытăннă. Паянхи Питрав кунĕ Шăхальсемшĕн чиркÿ праçникĕ çеç мар, ĕçпе юрă тата ял уявĕ те.

Ĕлĕкхи йăлапа кăнтăрла иртнĕ хыççăн ял халăхĕ стадионра йышлăн пухăнчĕ. Уявăн официаллă пайне Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов уçрĕ. Анатолий Артемьевич ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе хăнасене уявпа саламларĕ. Ун хыççăн сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем Ю.Соколов, Д.Иванов, «Шигали» хуçалăхăн пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Ульянов, «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» патшалăх учрежденийĕн начальникĕ В.Александров, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО пуçлăхĕ Н.Петров, РФ тата ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă поэт, композитор Н.Иванов хăпарчĕç, пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов «Шигали» хуçалăх пуçлăхне А.Ульянова, Н.Долгов механизатора Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов ялта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Анатолий Артемьевич ял тăрăхĕн территорийĕнче пушă выртакан çĕрсем çуккине палăртса хăварчĕ. Апла пулсан чăннипех ĕçлеме тата çĕр хакне хаклама пĕлекен çынсем пурăнаççĕ кунта.

Мĕнле уяв парнесĕр; Питрав кунĕнче Шăхальсем ялти ятлă-сумлă çынсене, шанчăк паракан çамрăксене палăртса хăварчĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕн парнисене Шăхальти чи ватă çын, кăçал 99 çул тултарнă Анна Ивановна Иванова, 50 çул каялла çемье çавăрса пурăнакансем, «ылтăн туя» паллă тăвакан мăшăрсем - Юлия Ивановнăпа Геннадий Аркадьевич Долговсем тата Елена Александровнăпа Владимир Максимович Черновсем, уявччен 19 кун каялла кун çути курнă ялти чи çамрăк «каччă» Анатолий Эрен, Литвари Шауляй хулинче иртнĕ чемпионатра çĕнтерÿçĕсем пулса таврăннă Людмила Григорьевăпа Ксения Павлова, Шăхальти çамрăк пултаруллă купăсçăсем Русланпа Дмитрий Моисеевсем тивĕçрĕç.

Уявăн официаллă пайĕ вĕçленнĕ май халăха савăнтарма сцена çине Шупашкартан килнĕ артистсем тухрĕç. Питрава курма килнĕ çынсемпе хаклă хăнасене Типшĕм Сашук, Людмила Семенова тата Ирина Шинжаева юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Яра кунĕпех суту-илÿ павильонĕсем халăха тĕрлĕ техĕмлĕ апат-çимĕç, шашлăк, куллен кирлĕ таварсем сĕнчĕç.

Уявра спорт ăмăртăвĕсем те чылай çынна кăсăклантарчĕç. Çамрăксем валли стадионта дискотека кĕрлерĕ. Каç сĕмĕ çапас умĕн тÿпене салют хĕмĕ илем кÿчĕ. Уява пухăннă халăх лайăх кăмăлпа килĕсене саланчĕ.

 



18 июля 2012
00:00
Поделиться