Сÿнмен-ха вăй-хăвачĕ ветеранăн
Çак кунсенче ĕçпе пиçĕхнĕ ятлă-сумлă механизатор - вăрçă ачи Г.Александров 80 çул тултарчĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна тăванĕсем, ачисем, çывăх çыннисем, ял-йыш ырă та сумлă сăмахсем каласа тав турĕç, телейпе вăрăм кун-çул сунчĕç.
Вăл Кĕçĕн Чак ялĕнче 1932 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. 8 çул тултарсан Аслă Чакри шкулта ăс пухнă, 1947 çулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ. Вăрçă, вăрçă хыççăнхи çулсенче Кĕçĕн Чак ялĕнчи «РККА» колхозра тĕрлĕ ĕçсенче ĕçленĕ. 1951 çулта пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсен Аслă Чакри «Ударник» колхозра ĕçлеме тытăннă - çамрăклах ака-суха ĕçне хутшăннă. Колхозри вăйлă та тĕреклĕ лашасене фронта илсе кайсан ĕçсене нумайăшне вăкăрсемпе тумалла пулнă, ку ĕçĕн ытларах пайне çамрăк «вăрçă ачисем» пурнăçланă. Вĕсемпе кĕлте кÿнĕ, Вăрмарти элеватора тырă леçнĕ, кунне икшер хут хутлани те пулнă. Вутă, пĕрене, йывăç турттарма Йĕпреç, Киря, Тĕмер, Энĕшпуç вăрманĕсем таран лава çÿренĕ. Пур ĕçе те ваттисемпе тан ĕçленĕ. Колхоз уйĕнчи çĕрсене пĕр лаптăк та сухаламасăр, акмасăр хăварман. Ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра туса ирттернĕ. Салтак арăмĕсемпе ватăсем те, вăрçă ачисем те пĕтĕм вăя хурса фронта пулăшнă, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă. Çĕнтернĕ те...
1950 çулта Канашри механизаторсен шкулĕнчен вĕренсе тухсан 1952 çулччен комбайнер пулăшуçи тата комбайнер пулса ĕçленĕ. 1952-1955 çулсенче салтакра службăра тăнă. Унтан таврăнсан комбайнпа, ытти тĕрлĕ техникăпа колхозра ĕçленĕ. 1968 çулта Канашри ятарлă трактор бригадин бригадирĕсене хатĕрлекен курсĕнчен вĕренсе тухнă та «Знамя» колхозра, каярахпа «Чакинский» хуçалăхра трактористсен бригадирĕнче, мастерской ертÿçинче вăй хунă. Ĕçленĕ хушăрах, ĕçе пăрахмасăр1970-1973 çулсенче Аслă Чакри каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухса аттестат илнĕ. Вăл вăхăтра шкул директорĕ И.Артемьев пулнă, вĕренекенсене тарăн пĕлÿ панă.
1992 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та тепĕр икĕ çул мастерской заведующийĕнче вăй хунă. Колхоз-совхоз пурнăçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Герман Александрович «Ĕçре палăрнăшăн», «Ĕç ветеранĕ», тата В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă ятпа панă медальсене илме тивĕçлĕ пулнă. Герман Александровичпа унăн мăшăрĕ Анна Афанасьевна 5 ача - виçĕ хĕр те икĕ ывăл - пăхса çитĕнтернĕ, халĕ вĕсем тăван килĕсенчен тухса кайнă, хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Шел пулин те, Герман Александровичăн мăшăрĕ Анна Афанасьевна йывăр чире пула 1999 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Г.Александровăн ашшĕ Александр Николаевич Николаев 1897 çулта çуралнă, вăрçă пуçлансанах фронта тухса кайнă, нумай çапăçусене хутшăннă. 1943 çулхи март уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Çакăн çинчен «Астăвăм» кĕнекере те паллă мар. Александр Николаевичпа унăн мăшăрĕ Евдокия Андреевна иккĕшĕ 6 ача çуратнă. Халĕ вĕсенчен Герман тата Анна Пĕчĕк Енккассинче пурăнаççĕ.
Герман Александрович килте пĕчченех пурăнать, тивĕçлĕ канура пулин те килте ахаль лармасть - выльăх-чĕрлĕх усрать, ĕне те хăйех сăвать, сĕтне патшалăха парать. Пахча çимĕç çитĕнтерет, кунсăр пуçне хурт-хăмăр тытать. Тата ку çеç-и; Вăл тракторпа ĕçлесе ял халăхне пулăшать, суха тăвать, сажалкăпа çĕр улми лартать. Тырă акать, ут-çи вăхăтĕнче ял халăхне утă çулса пулăшать. Хуçалăхри мĕн пур ĕçсене тракторпа тума тăрăшать.