Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăнара – паллă ăста

«Ахах-мерчен аваллăхĕ» ярăмпа иртекен чăваш тумĕн уявĕ асаттесемпе мăн асаттесен йăли-йĕркисене, аваллăха уякансемшĕн, упракансемшĕн асра юлмалли самант. Нумаях пулмасть чăваш халăхĕн тумтир эрешĕсене тĕпчекен, илем кÿртекен ал-ĕç ăсти Зинаида Воронова Пысăк Енккассинчи информаципе культура центрĕнче чăваш хĕр-упраçĕпе хĕрарăмĕн авалхи çуллахи çи-пуçĕн куравне йĕркелерĕ.

Анатри, анат енчи, тури чăвашĕсен çи-пуçĕ ăстаçăн арчине шăнăçаймасть те тейĕн. Унăн куравĕнче акăлчансемпе французсем, нимĕçсемпе словаксем тата тĕнчери çĕршер халăх çынни пулса курнă, тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе савăнса мĕнпур кăмăлтан киленнĕ. Вырăнти культура центрĕ те пĕр вăхăт «Ахах-мерчен аваллăхĕн» чăваш çи-пуçĕн тĕнчери куравне аса илтерчĕ. Пултарулăх ушкăнĕсене çÿрекен вырăнти юрă-ташă ăстисем хăйсен çи-пуçĕпе паллă ăстаçăна паллаштарчĕç. Алевтина Яковлева ачалăх çулĕсенченех тĕрлеме, эрешлеме ăста. Хальхи вăхăтра тухья–хушпусем ăсталать. Зинаида Ивановна унăн пултарулăхĕпе кăсăкланчĕ, хăш-пĕр сĕнÿсем парса кăмăла кайнине пытармарĕ, чăвашлăха упрама сĕнсе хăварчĕ. Уяв каçĕнче пурте пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Тĕп хулари юрăçсем К.Осокина, Н.Давыдов юрланă юрăсем ытла та çепĕç-çке. Хамăр ентеш, Мăнçырма каччи Г. Петров сцена çине тухсан вара пурте пĕрле юрласа ячĕç, асран тухми уявшăн кăмăллăн пуç тайса тав турĕç



23 июля 2012
00:00
Поделиться