Çуртсем хăпартать, ÿнерпе савăнтарать
Юлашки çулсенче республикăра тĕрлĕ энциклопедисем, тавра пĕлÿçĕсен уйрăм кĕнекисем сахал мар пичетленсе тухрĕç. Апла пулин те асăннă кĕнекесен тиражĕ пысăках мар е хакĕ «çыртнăран-и» уйрăм çынсем патне вĕсем çитсех каймаççĕ.
Çапла вара чылай чухне эпир хăш-пĕр паллă ентешсем çинчен сахал пĕлетпĕр кăна мар - тăванĕсемпе çак çын ĕçлекен профессипе çыхăннисемсĕр пуçне - илтмен те. Вĕсен шутĕнче 1938 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче Анаткас ялĕнче çуралнă, халĕ Белоруссире пурăнакан ÿнерçĕ, архитектор, педагог - Валерий Федорович Очайкин.
Çавăнпа та кĕскен унăн биографийĕпе паллаштарар-ха. Малтан ялти 7 класлă, унтан Вăрмарти вăтам шкула пĕтернĕ. 18 çулхи çамрăк 1956 çулта Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кĕнĕ, 1961 çулта унтан вĕренсе тухнă хыççăн Ленинградри В.И.Мухина ячĕллĕ художествăпа промышленноçăн аслă училищине пĕтернĕ. Алла диплом илсен, 1967 çулта, вăл Минск хулине пурăнма куçать. Çакăнта ĕнтĕ унăн ÿнерпе тата архитектурăпа çыхăннă тĕрлĕ енлĕ таланчĕ курăмлăн уçăлать те.
«Ленинградри художество шкулĕ искусствăн тĕрлĕ жанрĕсем мĕнле çыхăнса тăмаллине унăн ăшне хывнă. Çавăнпа та Валерий Очайкин архитектура проекчĕсенче график-художникăн енĕсене те кăтартса парать», - çапла çырнă унпа тата пултарулăхĕпе паллаштаракан буклетра.
Чăн та унăн архитектура ĕçĕсене палăртса ентеше 1975 çулта Беларуç архитекторĕсен Союзне илеççĕ. «Белгоспроект» проект институтĕнче ĕçленĕ хушăра (1970-2002 çулсем) архитекторсен Союзĕн «Çулталăкри чи лайăх проект», «Çулталăкри чи лайăх çурт» номинацисенче темиçе хут та Хисеп грамотисем илет. Çавăн пекех «Культура институчĕ» метро станцине хитрелетнĕшĕн БССР Аслă Совечĕн Хисеп грамотине те тивĕçет. Беларуç Республикин Керменĕн проекчĕн авторĕ те вăл.
Архитектура ĕçĕпе çеç пурăнмасть Валерий Федорович. Вăл нихăçан та алăран художниксен этюдникне яман. Ытларах пейзаж, натюрморт, çынсен сăнĕсене (портрет) ÿкерме кăмăллать. Унăн ĕçĕсем Раççейре, Беларуçре, Германире, Францире, АПШра, Израильте, Литвара пурăнакан уйрăм çынсен коллекцийĕсенче упранаççĕ. Унăн картинисенче паянхи пурнăç, кун таппи сăнланать. Шел пулин те, вĕсене буклетри сăн ÿкерчĕксем тăрăх хаклама тивет авторăн, апла пулин те çут çанталăка çав тери хитре те чуна пырса тивмелле сăнлани питĕ курăмлă. Çакăн пек картинăсене чăн-чăн талант кăна çырма пултарни палăрать.
1991 çултан пуçласа ентеш Беларуçри патшалăх искусство академийĕн, «А.М.Широков ячĕллĕ хальхи пĕлÿсен институчĕн» (2005 çултанпа) доценчĕ. Унсăр пуçне Беларуçри архитектура академийĕн канашçи те.
Чăвашсем пур çĕрте те çине тăнипе, ĕçченлĕхпе палăраççĕ теççĕ. Çакна вара Валерий Федорович Очайкин тепĕр хут çирĕплетсе парать