Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни цифра хыçĕнче çын шăпи

 

2012 çулхи пĕрремĕш çур çулта преступленисене хирĕç кĕрешессипе, право йĕркипе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе, йĕркене пăсассине хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттерессипе РФ ШĔМ муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттернĕ.

Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче тĕрлĕ преступленисем пирки 1228 заявленисемпе пĕлтерÿсем йышăннă, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 32,2 процент ытларах (833), уголовлă ĕç пуçарма хирĕçлесе 186 постановлени йышăннă (пĕлтĕр – 124).

Пĕтĕмĕшле 105 преступлени регистрациленĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 97. Преступленисем хушшинче чи анлă сарăлнисем ют пурлăха çаратассипе çыхăннă (42,8 процент), ун хыççăн хĕнессипе, вĕлерессипе хăратнипе (18 процент) çыхăннă преступленисем.

Пĕтĕмĕшле преступленисене уçса палăртасси 78,8 процентпа танлашнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтра 85,5 процент пулнă. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса палăртасси пĕлтĕрхи 82,4 процентран 84,6 процента çити ÿснĕ.

Кăçалхи çур çулта район территорийĕнче йывăр преступленисем 35, уйрăмах йывăр пĕр преступлени регистрациленĕ. Преступлени тăвакансен 79,6 проценчĕ ĕç вырăнĕсĕр, кулленхи тупăшсăр пурăнакан çынсем. Ирĕкрен хăтармалли вырăнсенчен тухнă çынсене социаллă пурнăç условийĕсене адаптацилессипе, пĕрре преступлени çулĕ çине тăнă çынсене тепĕр хут преступлени тăвас çулран пăрассипе йывăрлăхсем пур. Преступленисен 53,7 процентне малтан та ирĕкрен хăтармалли вырăнсенче ларса тухнă çынсем тăваççĕ. Яланхи пекех преступлени тăвасси патне эрех ĕçни илсе пырать. Йĕрке правине пăснă тĕслĕхсен 51,8 процентне ÿсĕрле пурнăçланă. Çапла преступленисене ниçта та ĕçлемен, суд тенкелĕ çине пĕр хутчен кăна ларман, час-часах эрехпе ашкăнакансемех тăваççĕ.

Иртнĕ çур çулта Вăрмар район территорийĕнче çемьери кулленхи хутшăнусен шайĕнче 13 преступлени пулнă (иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 7). Ытларах чухне çемье шайĕнчи преступленисем хĕрарăм çине алă çĕкленипе çыхăннă (10 преступлени пулнă), ыттисем ватă çынсемпе çул çитмен ачасене кÿрентернипе.

Ют пурлăха хапсăнассипе 45 преступлени пулнă. Вĕсенчен 18-не уçса палăртман, пĕтĕмĕшле тупса палăртнисен проценчĕ 62,9 танлашнă. Вăрă-хурах ĕçĕсене пурĕ 24 çын хутшăннă, вăрăсен ытларахăш пайĕ 30-49 çулхи çынсем, вĕсем 13 вăрă-хурах ĕçĕ тунă, хĕрарăмсем – 7.

Право тата обществăлла йĕркепе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисемпе ĕçлессине малалла тăснă, «Хăрушсăрлăхлă хула» программи шайĕнче Вăрмар поселокĕнче 5 сăнав камери вырнаçтарнă. Çак мерăсене йышăннă пулин те, урамсенчи тата обществăлла вырăнсенчи лару-тăру çивĕч-ха. Обществăлла вырăнсенче 13 преступлени тунине шута илнĕ, вĕсенчен 72,7 процентне уçса палăртнă.

Полицин участокри уполномоченнăйсен службин преступленисене профилактикăлассипе пурнăçлакан ĕçне вăйлатнă.

Январь-июнь уйăхĕсенче «Урмарский» муниципалитетсем хушшинчи уйрăмра административлă право йĕркине пăснă 1888 тĕслĕх тупса палăртнă, иртнĕ çулхи çак тапхăрта 2963 (-36,3 процент). Çав шутра ГИБДД енĕпе – 1074. Эрех ĕçсе руль умне ларнипе 68 (пĕлтĕр – 41), хĕç-пăшала тĕрĕс мар упранăшăн – 21 (пĕлтĕр 14), алкогольпе хирĕç кĕрешекен законодательствăна пăснăшăн – 493 (2011 çулта 444), хулиганла ĕç тунăшăн – 78 (пĕлтĕр 149) административлă ĕç пуçарнă. Административлă явап тытма çул çитмен 2 çамрăка (2011 çулхи çак тапхăрта – 7), 152 хĕрарăма, 167 тĕслĕхре иккĕмĕш е ытларах хутчен айăпланакан çынсене явăçтарнă. Вĕсене 132.450 тенкĕлĕх штрафланă (иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 368.900 тенкĕлĕх), 208.100 тенкине шыраса илнĕ.

Çул-йĕр çинчи аварисен шучĕ çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене çирĕплетмелли çинчен калать. Транспорт хатĕрĕсемпе çыхăннă çул-йĕр пулăмĕсем 12 (пĕлтĕр – 9), вĕсенче 15 çын сусăрланнă (иртнĕ çулхи çур çулта – 14). Эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ водительсем çул çинчи правилăсене пăснипе 2 авари пулнă (2011 çулта – 2). Руль умне эрех ĕçсе ларнипе 68 водителе айăпланă (иртнĕ çул – 41). Çул-йĕр çинчи инкексем ытларах чухне 14 сехетрен пуçласа 20 сехетчен канмалли кунсенче пулнă. Автомашинăсем ытларах чухне пĕр-пĕринпе пырса çапăннă, çуран пыракан çине пырса кĕнĕ

 



25 июля 2012
00:00
Поделиться