Вырма техники тĕрĕслев витĕр тухать
Районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç вĕçленсе пынипе пĕрлех комбайнсене тыр-пул пухса кĕртес тапхăр валли тĕплĕн хатĕрленсе çитерес тесе тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх районти пур ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕрлĕ маркăллă 38 комбайн шутланать. Çĕнĕ техника илме кăмăл тунă хуçалăхсем те пур. Çитес кунсенче Вăрмар тăрăхне икĕ çĕнĕ комбайн килсе çитмелле. Апла пулсан вырмана кĕске хушăра тата пахалăхлă ирттересси пирки иккĕленÿ çук.
Ятарласа çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн тыр-пул пухса кĕртмелли техникăна Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ В.Николаев тĕрĕслев витĕр кăларса пырать. Акă иртнĕ кунсенче çак тĕрĕслев витĕр «Ямуков Г.Н.», «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин, «Шигали» хуçалăхăн комбайнĕсем тухнă.
Комисси техника епле шайра пулнине, вут-çулăм сÿнтермелли, медицина пулăшăвĕ памалли пирвайхи хатĕрсем, механизаторсен юрăхлă удостоверенисем пуррине тĕрĕсленĕ.
Кĕçех уй-хире комбайнсем умлăн-хыçлăн тырă вырма тухĕç. Вырмапа çыхăннă çивĕч ыйтусене вăхăтра тата вырăнта татса парас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Д.Иванов ятарласа кашни хуçалăха çитме тăрăшать, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашать, тĕрлĕ сĕнÿ канашсемпе пулăшать. Акă иртнĕ кунсенче Дмитрий Геннадьевич «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулчĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов вырмана хатĕррине, çанталăк уяртасса кĕтнине çеç пĕлтерчĕ. Машинăпа трактор паркĕнче уя тухма 5 комбайн (виçĕ «Кейс-2388» тата икĕ «Дон-1500Б» хатĕр тăрать. Вырмара «хир карапĕсен» штурвалĕ умĕнче В.Григорьев, Н.Жирнов, И.Иванов, В.Григорьев, А.Васильев, С.Исаев, Н.Васильев, А.Васильев опытлă комбайнерсем пулĕç. Кăçал «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçченĕсен 100 гектар çинче кĕрхисене, 995 гектар çинче - çурхисене пуçтарса кĕртмелле. Унсăр пуçне 300 гектар лаптăк çинчи нумай çул ÿсекен курăксене çулса вăррине çапса илмелле. Хуçалăхăн çакăн валли хăватлă техники те, хастар ĕçченĕсем те çителĕклех