Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ÇĔР ÇИНЧЕ ĔÇЛЕКЕНСЕМ ÇУНАТЛĂ

Мăнçырма ялĕ (Кивĕ Вăрмарсăр пуçне) районта пĕр ялтан кăна тăракан ял тăрăхĕ. Ку ахальтен мар ĕнтĕ, мĕншĕн тесен паянхи кун тĕлне кунта 1401 çын пурăнать.

Чăваш энциклопедийĕн 3-мĕш томĕнче çырнă тăрăх 1860-мĕш çулсенче патшалăх хресченĕсем пулнă май Мăнçырма çыннисем çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă. Çулсем иртеççĕ, вăхăт шăвать, хăй вăхăтĕнче Вăрмар (халĕ ĕнтĕ Кивĕ Вăрмар) ялĕнчен уйрăлса тухнă, малтан Ку кас, Леш кас Мăнçырмасенчен пĕрлешсе паянхи ятпа çÿрекен ял çыннисем несĕлсен ĕçне малалла тăсаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕçчетекенсен, çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсен йышĕ, суту-илÿ тăвакансемпе, чÿрече рамисем тăвакансемпе, хăйсен автомашинисемпе çынсене е таварсене унта е кунта турттаракансемпе пуянланнă. Паян вара пирĕн сăмах маларах асăннă, çĕршер çулсем хушши тăсăлакан ĕçченсем çинчен пулĕ.

Чехов урамĕ, 14-мĕш çурт, кунта килекен пĕрре те ют мар...

Петр Семенович Андреев çурчĕ тĕлне çитсенех çак йĕркесем пуçра çуралчĕç. Йăнăшман - кил хуçи питĕ хапăл пулчĕ, хăй çинчен те, çемье çинчен те, хуçалăхĕ пирки те каласа пама килĕшрĕ.

1953 çулта çуралнăскер ялти вăтам шкула, Вăрмарти автошкула пĕтернĕ. Ун хыççăн çар хĕсмечĕ - вăл Саратов облаçĕнче иртнĕ. Çар тивĕçне пурнăçласа таврăнать те «Правда» колхозра, ятне улăштарнă май «Мусирминский» совхозра водитель пулса ĕçлет. Куçăмсăр майпа Вăрнарти ял хуçалăх техникумне пĕтерет. 1990-мĕш çулсем пăлхаварлă пулчĕç, хуçалăхсем саланчĕç, малтан пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн çĕр пайĕсене уйрăм çынсене пама пуçларĕç. Çавăн чухне хăйсен вăйне шанакан çемьесем çĕр лаптăкĕсем илме шутланă. Вĕсен йышĕнче - П.Андреевпа унăн çемйи.

1995 çулта вăл хăйĕн уйрăм çĕр пайĕпе - кунта мăшăрĕ те, ачисем те кĕнĕ - пĕтĕмпе 6 гектар ытла çĕр илсе хуçалăхран уйрăлса тухнă. Ун умĕн «ЗИЛ-131» автомашина пулни те çак утăма тума хĕтĕртнĕ пуль. Каярах МТЗ-50 трактор туяннă.

«Ĕçлекен валли ĕç тупăнать», - тенĕ чăвашсем. Ку чăн та çапла.

Паянхи кун тĕлне хăйĕн çемйипе 80 пуç ытларах «Романовский» сурăх-така йăхне усрать. Вĕсене вăл Куславкка районĕнчен илсе килнĕ. Тепĕр вăрттăнлăха та уçса пачĕ Петр Семенович: «Курдюк» йăхĕллĕ така тата путек тин кăна Мускав облаçĕнчен илсе килнĕ иккен. Ыйтма аван мар пулчĕ те, анчах çак такаран тĕвĕленнĕ сурăхсемпе путексенчен илекен çу пахалăхĕпе палăрса тăмалла.

Качакасем усрасси çине те тимлĕх уйăраççĕ Андреевсем. Тин кăна-ха Йĕпреç районĕнчен «Занинский» ăратлă качака такипе путеккине илсе килнĕ. Вĕсен ăрачĕ кунне 5-6 литр сĕт антармалли çинчен калаççĕ. Эпир Мускавра мар та, анчах унта сутакан 1 литр çурăллă кĕленчесен пахалăхлă сĕт хакĕ 200 тенке яхăн тăнине пĕлсен, тупăш кÿмелле пек.

Ăçта хуратăр тавара -

Пире те вăрттăн калăр-ха

«Вăрттăнлăхĕ çук», - терĕ кил хуçи. - Сурăх çăмне кăçатă тăвакансене парса яратпăр е Канаш пасарĕнче сутатпăр. Сурăхсемпе путексене пуçтаракансем вара килсех çÿреççĕ».

6 гектар çĕр çинче килти выльăх кăна çÿремест ĕнтĕ - тырă та акаççĕ кунта, ăна вара комбайн тара илсе çапмалла.

Пыл хурчĕсем те тытаççĕ ку хуçалăхра. «Пĕчĕккĕн пухсан пурте пулĕ сан», - çак каларăша тĕпе хурса пурăнаççĕ çемьере.

Çемье

«Пĕр çын - пĕр çунат», - теççĕ халăхра. Мăшăр çунат пулсан, эпир, кайăк мар, вĕçместпĕр пулсан та, малаллах талпăнатпăр. Петр Семенович хăйĕн мăшăрĕпе, Зоя Ивановнăпа, вăл хăй вăхăтĕнче, совхоз пулнă вăхăтра, бухгалтер, секретарь, хăмла бригадирĕ пулса ĕçленĕ, Энĕшпуç ялĕнчен Мăнçырмана качча килнĕскер пур енĕпе те пултаруллă пулнипе палăрнă. Хисеплеççĕ ăна ялта. Мăшăрĕпе вĕсем Тит ывăлпа Марина хĕре çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Сăмах май, Марина пирĕн ĕçтеш - Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтернĕ.

Мускав çулĕ такăр, анчах кунтах пире сапăр

«Ĕçченĕн ури пĕри кунта, тепри унта», - тенĕ ĕлĕкренех. Мăнçырма ялĕнче пурăнакан вăй-питти çамрăксенчен çурри Мускава çÿрет тени Ю.Архипов хуçалăхне çитсен тÿрре тухманни палăрчĕ.

Чăнах та, Юрий Витальевич Мускава та вахта мелĕпе ĕçлеме çÿрет, çав вăхăтрах «Архипов» уйрăм предприниматель пуçлăхĕ. Ял тăрăхĕнче пушă выртакан 20 гектар çĕре çынсен пайĕсемпе пусă çаврăнăшне илнĕ. Çак лаптăкра вăл урпа, кĕрхи тулă, çĕр улми, ĕненместĕр те пулĕ - кавăн та çитĕнтерет. Ял хуçалăх ĕçне вĕсем пĕр ялта пурăнакан В.Николаевпа кÿлĕннĕ.

Çĕр улми уйĕ патне çитнĕ вăхăтра Юрий Витальевич Т-40 тракторпа тĕрлĕ çум-курăкпа кĕрешмелли им-çампа «Акварин-12» эмел хутăшне сапатчĕ.

Тĕш тырăн кăçалхи тухăçлăхĕ пирки сăмах пырсан, хăй агроном мар пулсан та, анчах ялта, çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе ÿснĕскер-çке - тулă пучахĕсене кăтартрĕ. Вĕсен пĕрчисене шутланă тăрăх тухăç иртнĕ çулхинчен сахалрах пулма пултарассине каларĕ, анчах ыррине шанассине те палăртрĕ. Хăйĕн чунне пăшăрхантаракан тепĕр япала çинче те чарăнса тăчĕ вăл. Çÿп-çапа мĕншĕн çырмана е уй варррине те тăкса хăвармалла. Ку çутçанталăка кăна мар, чун-чĕрене варалани те пулса тăрать-çке. Çакна шута илместпĕр. Хуравсăр ыйту.

Çемьере килĕшÿ пулмасан ÿсĕм çук ĕнтĕ. Çавăнпа çÿлерех çырнă пекех «тĕп йăва» патне таврăнатпăр.

Юрий Витальевич хăйĕн юратнă мăшăрĕпе, Эльвира Леонидовнăпа, вăл ялти шкулта биологи вĕрентекенĕ пулса ĕçлет, виçĕ ывăла кун-çути кăтартнă. Асли, Артем, патшалăхăн Мускаври уçă университетĕнче вĕренет, вăталăххи, Альберт, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студенчĕ, кĕçĕнни, Лев, 5 çулта, шкула кайма хатĕрленсе наукăн «чулне» халех кăшлать.

Пĕр енчен ывăлĕсем ашшĕ çулĕ-йĕрĕ хыççăн кайман пекех туйăнать. Анчах та каникула, канмалли кунсене килсен вĕсем ашшĕ-амăшне тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама пулăшсах пыраççĕ. Çĕр ĕçĕнчен писмен вĕсем. Кĕçĕнни пирки вара калама та çук - вăл пĕчĕккĕ пулин те амăшĕпе пахчара тăрмашма юратать.

 



30 июля 2012
00:00
Поделиться