Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕр уйăхĕ тепринчен хĕрÿрех

Районти велосипедистсемшĕн июнь уйăхĕ хĕрÿ пулчĕ, мĕн кăтартĕ июль тесе çырнăччĕ эпир хамăрăн хаçатăн пĕр номерĕнче. Халĕ уçăмлăн калама пулать: вăл «вĕрирех» те килчĕ.

Çак уйăхăн 8-9-мĕшĕсенче Вăрмар районĕнчи велоспорт-маунтинбайк енĕпе ирттерекен уçă чемпионатпа мала тухассишĕн, Раççей Кубокĕн кросс-кантри енĕпе 10-мĕш тапхăрĕ, Мăнçырмара çуралса ÿснĕ А.Трофимов спорт мастерĕн кандидатне асăнса 15-мĕш турнир иртнĕ. Ун хыççăнах Вăрмар велосипедисчĕсем маунтинбайк енĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн ирттерекен 10-мĕш тапхăрне тата çак дисциплина енĕпех Шупашкар хулинче мала тухас енĕпе йĕркеленĕ ăмăртусене хутшăнчĕç. Старта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен 250 ытла спортсмен тухрĕ - спорт мастерĕсем, кандидачĕсем. Вĕсем хушшинче Вăрмарсем çухалса каймарĕç. 1994-1995 çулсенче çуралнисем хушшинче Н.Иванов (Пинер) 4-мĕш вырăн йышăннă. 1996-1997 çулсенче кун çути курнисенчен В.Михайлов та (Вăрмар поселокĕ) 4-мĕш пулнă. Д.Александров (Мăнçырма) - 5-мĕш. 1998-1999 çулта çуралнă çамрăксенчен пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине Н.Мясников (Мăнçырма) хăпарнă. 2000-мĕш çулта е каярах çут тĕнчене килнĕ Вăрмар спортсменĕсем вырăнсене çапла пайланă: А.Горшков (Кавал) - 4-мĕш, М.Степанов (Ямпай) - 5-мĕш, О.Николаев (Вăрмар поселокĕ) - 6-мĕш. Çак шайра иртекен ăмăртусемшĕн кăтарту япăх мар.

Июлĕн 19-23-мĕшĕсенче Шупашкарта каллех маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионачĕпе Пĕтĕм Раççейре мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Вĕсенче те ентешсем лайăх результатсем кăтартнă.

Çак ăмăртура пирĕн районтан А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди те хутшăнчĕ. 9 велосипедист хăйсен мĕн пур тăрăшулăхне кăтартрĕ. Çивĕч кĕрешÿре пирĕн ентешсенчен виççĕшĕ малти вырăнсене тухма пултарчĕç.

1996-1997 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен В.Михайлов (Вăрмар поселокĕ) финиша пĕрремĕш çитрĕ. Çак ушкăнрах тупăшнă Д.Беловпа Д.Александров (Мăнçырма), Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер) велосипедистсем дистанцире 5, 8, 9-мĕш пулчĕç. Каласа хăвармалла, Раççей чемпионатĕнче кашни ăмăртакан хăйĕн ушкăнĕнче лайăх результатсем кăтартакан спортсменсен пĕрремĕш теçеткине кĕни - пысăк çитĕнÿ.

1994-1995 çулсенчи яшсем хушшинче Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Санкт-Петербург хулинчи «Олимп шанчăкĕсем» Олимп резервĕсен училищинче пĕлÿ пухакан Р.Боредский виççĕмĕш пулчĕ.

1990-1993 çулхи çамрăксем хушшинче Н.Чубуков (Çиçтĕпе) 9-мĕш результат кăтартрĕ.

Хĕрарăмсен «Элита» ушкăнĕнче Раççей спорт мастерĕВ.Андреева (Çĕнĕ Шулхан) иккĕмĕш пулчĕ. Шел, пирĕн Вера хăйĕн результачĕсемпе Лондонри XXX Олимпиадăна каякан спортсменсен командине кĕреймерĕ.

Çавăн пекех 1998 çулсенче çуралнă тата çамрăкрах спортсменсем хушшинче А.Белов (Мăнçырма), А.Чубуковпа М.Чубукова (Çиçтĕпе) велосипедистсем лайăх вăхăт кăтартрĕç.

 



30 июля 2012
00:00
Поделиться