Сыхă пулмалла
Юлашки вăхăтра терроризмла актсем ирттерни пурне те сыхă пулма кирли çинчен калать. Синкерĕ килсе ан тухтăрччĕ. Анчах ăнсăртран «кĕмсĕрт» килсе тухсан мĕн тумалла-ха? Концертсенче, спорт ăмăртăвĕсенче тата урамри мероприятисенче халăх кăмăлне сăнăр. Йĕркесĕрлĕхе асăрхасан е сирĕн умăртах икĕ-виçĕ çын хăйсене ыттисенчен урăхларах тытсан ушкăнран пăрăнма тăрăшăр. Ÿсĕр çынсенчен асăрханăр. Вĕсен хăтлану-каларăшĕсене ăнланма, лăплантарма чылай йывăртарах. Çавăн пек çынсене курсан вĕсенчен айккинерех кайма тăрăшăр.
Мероприяти вĕçленнĕ вăхăтра иртсе çÿреме, алăкран тухма йывăр, йĕри-тавра хĕвĕшÿ пуçланать. Кăшт маларах тухма тăрăшăр е ыттисем тухса пĕтиччен тăхтăр. Сирĕнпе пĕрле ачăр пур пулсан унпа пĕр-пĕрне çухатсан ăçта тĕл пуласси пирки малтанах калаçса татăлăр. Пĕчĕк ачăра алăра тытăр.