Çĕр улми тухăçлă çитĕнчĕ
Çурхи тата çуллахи кунсем çулталăк тăрантараççĕ тесе ахаль калакан каларăш нумай халăхсен сăмахлăхĕнче пур. Çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăнакансем хăйсем мĕн каланине лайăх пĕлнĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх районта кĕрхи культурăсем акма 5312 гектар çинче çĕр хатĕрлемелле пулнă пулсассăн, июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне ăна 2332 гектар çинче (43,9 процент) пурнăçланă. Çак енĕпе хресчен(фермер) хуçалăхĕсем çаврăнăçуллăрах пулни палăрать. Вĕсен кăтартăвĕ планпа пăхнинчен 78,9 процентпа танлашать.
«Ĕне сĕчĕ – чĕлхе вĕçĕнче», тени – яланах тÿрре килет, çавăнпа та тĕрлĕ шайри хуçалăх ертÿçисем, уйрăм çынсем çакăн çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çÿлерех асăннă вăхăт тĕлне районта выльăха хĕл каçарма кирлĕ нумай çул ÿсекен утăн - 91, пĕр çул ÿсекеннисен 62 процентне хатĕрленĕ. Силос хатĕрлессипе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçченĕсем тухăçлă ĕçленĕ, плана вĕсем 100 процент – 500 тонна хатĕрлесе – пурнăçланă. Сенаж хатĕрлессипе лару-тăру йывăртарах – хальлĕхе маларах палăртнин 70 процентне кăна хатĕрленĕ.
Тĕш-тырăпа тĕрлĕ йышши пахча çимĕç культурисене пухса кĕртмелли вăхăт та çитрĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче, районĕпех мар пулин те, уйрăм хуçалăхсем вырмана тухрĕç. Ырă çанталăк тăнипе усă курса «Иванов В.А.», «Сергеев В.М.», «Владимиров Г.В.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсен «хир карапĕсем» тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен пĕрремĕш центнерĕсене çапса ампарсене кĕртме пуçларĕç. Çĕр улми кăларасси те вăй илсе пырать.
Акă уяр çанталăкпа усă курса «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи çĕр улми уйĕнче «Жуковский» ир пулакан сорта пуçтараççĕ. Ăна 10 гектар çинчен пухса кĕртнĕ те. Шултра тухакан çимĕçе пуçтарас çĕрте 4 ял халăхĕ – Тупах, Анаткас, Çитмĕш, Кĕлкеш çыннисем хутшăнаççĕ.
Хуçалăх ертÿçипе кăмăллă вĕсем. «Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен те, апатлантарассипе, ĕç вырăнне илсе çитерессипе те кÿрентермест пире Геннадий Николаевич», – теççĕ витрисене çĕр улми тултаракансем. Ĕçлекенсене ĕç вырăнне хуçалăх техникипе илсе çитереççĕ, каялла ялсене леçсе яраççĕ. В. Архипов механизатор çĕр улми аврисене тракторпа çулса пырать. Ю. Власов механизатор вара çийĕнчех çĕр улмие хăйĕн техникипе кăларса пырать. Çĕр улми тухăçĕ аван. Михĕсем пĕрин хыççăн тепри тулса пыраççĕ. 290 гектар йышăнакан «иккĕмĕш çăкăра» кунта вăхăтра та тăкаксăр пухса кĕртесшĕн.
Пысăк Енккассинчи «Сергеев В.М.» хресчен(фермер) хуçалăхĕнче комбайнсем вырмана тухни паян 4-мĕш кун çитрĕ те.
А. Иванов комбайнерпа (Атнаш) унăн пулăшуçи Ю. Федоров (Уйкас) 30 гектар çинчи кĕрхи тулла «Нива» СК-5 комбайнпа вырса çапаççĕ. Çанталăк условийĕсем май панă чухне мĕн тĕттĕмленичченех уйра вĕсем. Кунне вуншар тонна тырă кĕрет йĕтеме. Кунта тырра алласа типĕтеççĕ хуçалăх ĕçченĕсем.
Хуçалăх ертÿçи В.Сергеев кăçал пухса кĕртнĕ тырра сутма «Чувашбройлер» акционерсен уçă обществипе килĕшÿ тунă. Хальлĕхе тыр-пул хатĕрлессипе кунта хĕрÿ вăхăт