Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сыхлакансене Турри те сыхлать

Июлĕн 23-31-мĕшĕсенче районта ШĔПĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ йĕркеленнипе «Хÿтĕ çурт, подъезд, хваттер» мероприяти ирттернĕ.

Унăн тĕллевĕ – ведомствăсем çинче тăман хурал службин ĕçченĕсем уйрăм çынсен хваттерĕсене хуралласси, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕ ирттересси мĕнле пулса пынине тĕрĕслесси.

Хваттер вăррисенчен хамăра мĕнле сыхламалла?

Чи малтанах сигнализаци лартмалла, хваттер алăкĕ çирĕп пултăр, çăраççисем шанчăклă пулмалли пирки те манмалла мар. Çÿлти хутра вырнаçнă хваттерсенче пурăнакансен балкон рамисене çирĕплетесси, чÿречесем çине решеткесем лартмалли çинчен те шухăшламалла. Çуллахи вăхăтра чылайăшĕ канма тĕрлĕ вырăнсене тухса каяççĕ. Çак хушăра алăксене, чÿречесене, вĕсем çине вырнаçтарнă решеткесене тĕплĕн питĕрсе хăвармалла. Кÿршĕсемпе лайăх хутшăну пулсан вĕсене кил-çурта пăхса тăма ыйтсан та лайăх пулĕ. Пурлăха упрассипе çыхăннă ыйтусемпе ШĔПĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмне çак адреспа пырăр: Вăрмар поселокĕ, Советсен урамĕ, 6 çурт е 2-19-08 номерпе шăнкăравлăр.



02 августа 2012
00:00
Поделиться