Тăрăшуллисем ÿсĕм тăваççĕ
Республикăра районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче малтисен ретĕнче пырасси чи малтанах, ĕçлесе пурăнмалли майлă условисем тунинчен, халăх пурнăçĕн пахалăхне тата ăс-хакăл çутлăхне ÿстернинчен, экономика ÿсĕмĕн хăвăртлăхне тивĕçтернинчен, тухăçлă ĕçлекен пайăр патшалăх партнерлăхне йĕркеленинчен килет. Районăн кăçалхи çур çуллăх ĕçĕ Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕн проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пычĕ. Çавна май Чăваш Республикинчи хула тăрăхĕсем, муниципаллă районсем хушшинче 2011 çулта инвестици активлăхне палăртассипе ирттернĕ рейтингра пирĕн Вăрмар районĕ (республикăри муниципаллă районсем хушшинче) улттăмĕш вырăна тивĕçнĕ. Муниципаллă районсен тата хула тăрăхĕсен ĕç эффективлăхне шута илсе 2010 çулта пирĕн район (республикăри муниципаллă районсем хушшинче) вун иккĕмĕш вырăнта пулнă. Çакă Вăрмарсемшĕн пысăк çитĕнÿ.
Вăрмар район администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ вырăнти экономика лару-тăрăвне лайăхлатассипе, халăха пурăнмашкăн тата ĕçлемешкĕн майлă условисем туса парассипе, районăн инвестици активлăхне ÿстерессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Ял хуçалăх отраслĕнче те палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Ку вăл - мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстересси, ял хуçалăх продукцине ытларах туса илесси, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси. Промышленность тата вак предпринимательлĕх ĕçĕнче те пурнăçламалли тĕллевсем нумай. Кунта район экономикине инвестицисем ытларах явăçтарасси, çавна май вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен йышне ÿстересси, вĕсене аталанма майсем туса парасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, хамăр вăйпа туса кăларнă продукцин калăпăшне ÿстересси кĕрет.
Строительство аталанăвĕнче палăртнă задачăсем те сахал мар. Районта инженери инфратытăмне аталантарасси тата çĕнетсе пырасси тĕп шăнăр шутланать. «Раççей халăхне - хăтлă çурт-йĕр» приоритетлă наци проекчĕпе, «2013 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ», «Пурăнмалли çурт-йĕр», «Авариллĕ тата пурăнма юрăхсăр çуртсенчен граждансене хăтлă çурт-йĕрсене куçарасси», «Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тата тăлăха юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси», «Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» федераллă тата республика шайĕнче ĕçлекен программăсемпе вырăнти халăха çурт-йĕрлĕ пулма пулăшасси. ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилотлă проекта пурнăçласси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн Шăхаль, Кавал, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенчи инфратытăма çĕнетмелле, Пинер ял тăрăхĕнче 160 ача вырнаçмалăх шкул хăпартмалла, Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕ тумалла, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче ача садне реконструкцилемелле.
Промышленноçра кăтартусем курăмлă
Çулран-çул республика, çавна май район экономики те çирĕпленсе, тĕрекленсе пыни куç кĕрет. Юлашки çулсенче хамăр туса кăларакан продукци калăпăшĕ ÿсни курăмлă. «Тавар туса кăларакан производство» ĕç тĕсĕпе 1,4 миллион тенкĕпе танлашнă. Районта ĕçлекен пĕчĕк предприятисем хăйсен вăйĕпе 98,3 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.
Районти предприятисен ĕç-хĕлне илес пулсан, «Светлана» тулли мар яваплă общество, Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС», «АВАН–Полимер» тулли мар яваплă обществăсем, «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи тата ытти предприятисем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
Производствăна инвестици хывнă тĕслĕхсем те пирĕн районта сахал мар. Вĕсенчен пĕри - «Светлана» тулли мар яваплă общество. Асăннă предприяти йĕркеленнĕренпе чылай вăхăт иртмерĕ пулин те, унăн ĕç кăтартăвĕсем курăмлă. Унăн директорĕ С.Белоусова çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе лайăх ĕçлесе пырать. Хальхи вăхăтра кунта 61 çĕвĕç ĕç тумĕсем çĕлет. Асăннă предприятин филиалĕсем те пур. Вĕсем Чупай, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче вырнаçнă.
Эппин яллă вырăнта пурăнакансене те ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессипе тимлеççĕ вĕсем. Кунти ĕçченсен тĕп тĕллевĕ - тиесе ăсатнă продукцин калăпăшне çулталăкра 20 миллион тенкĕ таран ÿстересси.
Ял хуçалăхĕ
«Çĕр - анне кăкăрĕ», - тенĕ мĕн авалтан. Пирĕн районта усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Кăçал 153 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çавăн пекех кăçалхи çур çулта пур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай - 1617, сĕт 166,7 тонна, çак тапхăрта 4741 пин штук çăмарта туса илнĕ, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 10,2 процент ытларах. Ĕнесен йышĕ пур категориллĕ хуçалăхсенче 3956 пуç шутланать, вĕсенчен ял хуçалăх предприятийĕсенче - 318. Сысна ĕрчетессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ хуçалăхсем. Вĕсем хальхи вăхăтра пур категориллĕ хуçалăхсенче 8285 пуç шутланаççĕ, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче - 518. Кайăк-кĕшĕк йышĕ пур категориллĕ хуçалăхсенче 212,96 пин пуçпа танлашнă, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан 4,2 процент ытларах ÿснĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйрăм кил хуçалăхне аталантарма кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 373 хуçалăх 73170 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Асăннă проект пурнăçа кĕнĕренпе 2769 хуçалăх 513547 пин тенкĕлĕх кредит илсе унпа тĕллевлĕ усă курнă.
Строительство
Пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ ÿссех пырать. 2012 çулхи çур çулта пĕтĕм çăл куçсенчен капиталлă строительствăна 149,7 миллион тенкĕ хывнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 129,4 процент пулать.
Январь-июнь уйăхĕсенче пĕтĕм çăл куçĕсенчи укçа-тенкĕпе усă курса 10174,8 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă, çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 125,8 процент.
Март уйăхĕнче Вăрмар поселокĕнчи Некрасов урамĕнчи пĕрремĕш номерлĕ çурта хута янă. Хальхи вăхăтра асăннă урамри 3-мĕш çурта хăпартас ĕç пырать. Вĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, вăрçă паттăрĕсен тăлăх арăмĕсем, тăлăха тăрса юлнă ачасем, авариллĕ çуртсенче пурăнакансем пурăнма куçĕç.
«2013 çулхи ялсен социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансене çурт-йĕр хăпартма 1740 пин тенкĕ социаллă пулăшу кÿнĕ. Асăннă укçа-тенкĕпе 6 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕç. Çак программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене çурт-йĕр хăпартма вырăнти, республика, федераллă бюджетсенчен 3060 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăрнă. Ăна вара 6 çамрăк çемье тата çамрăк специалистсем тивĕçнĕ.
Ку вĕсемшĕн чăннипех те пысăк пулăшу пулчĕ. РФ тата ЧР Правительствисем, район администрацийĕ вырăнти халăха ĕçлесе пурăнма майлă условисем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ.
«Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси» хушма программипе килĕшÿллĕн 9 çемье валли вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ пăхса тухнă.
ЧР «Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене йĕркелесси» Саккунĕн 11 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тата тăлăха тăрса юлнă ачасем валли çурт-йĕр туянма республика бюджетĕнчен 5817,9 пин тенкĕ уйăрнă. Нумай ачаллă çемьесене те патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май вĕсем валли республика бюджетĕнчен 3355,2 пин тенкĕ уйăрнă.
2010-2012 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансемпе инвалидсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксен çемйисен членĕсем хутшăннă. Вĕсенчен 151-шĕ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.
Кăçал Пинерте çĕнĕ шкул хăпартма тытăннă. Унăн смета хакĕ 101 миллион тенкĕпе танлашать. Кивĕ Вăрмар тата Вăрмар поселокĕнчи ача сачĕсене çĕнетме тата хăпартма проект ĕçĕсем пурнăçлаççĕ.
«Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула - 2, Культура çуртне - 1, Кавалти культура çуртне - 1,3, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкула 2 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех юсав ĕçĕсем пурнăçлама Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкула - 3,7, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула - 1,2, Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула - 1,2 миллион тенкĕ, Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула 454 пин тенкĕ панă.
Вак тата вăтам бизнес
Экономика аталанăвĕн тĕп шăнăрĕ - вак тата вăтам бизнес аталанăвĕ шутланать. Çавна май ĕç вырăнĕсем те хушăнса пыраççĕ. Продукци туса кăларасси, вĕсен ассортименчĕ, тÿлевлĕ пулăшу парасси ÿссех пырать.
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта юридици сăпатĕнче тăракан пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре 122 предприяти шутланать, уйрăм çын предпринимательсем - 759.
Вĕсенче пурĕ икĕ пин çын тăрăшса вăй хурать, çакă район экономикин отраслĕнче тăрăшакансен пĕтĕмĕшле пайĕпе илес пулсан 44 процент шутланать. Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцине тиесе янин калăпăшĕ кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 12,5 процент ÿснĕ, 186 миллион тенкĕпе танлашнă. Кредит илнин процент пайне саплаштарс тĕлĕшпе район бюджетĕнчен финанс пулăшăвĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 5 предпринимательлĕх субъекчĕсем (75000 тенкĕ) илнĕ. Кăçалхи 6 уйăхра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх ĕçĕнче вăй хуракансем 3417,7 пин тенкĕ налук тÿленĕ.
Уйăхри вăтам ĕç укçи тата потребительсен рынок аталанăвĕ
2012 çулхи пĕрремĕш çур çулта ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ 2011 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 6,6 процент ÿснĕ, 129 миллион тенкĕпе танлашнă. Вăрмар райповĕпе илес пулсан ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ кăçалхи çур çулта 75,6 миллион тенкĕ пулнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан - 104,3 процент. Вак предпринимательлĕхе кĕмен организацисем халăха тÿлевлĕ пулăшу парассин калăпăшĕ кăçалхи çур çулта 79 миллион тенкĕпе танлашнă (11,2 процент).
«Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăн çаврăнăшĕ 18,7 миллион тенкĕ пулнă, ÿсĕм, танлаштаруллă хаксемпе, 115,6 процент.
Пысăк тата вăтам предприятисенче, организацисенче ĕçлекенсен кăçалхи январь-май уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 11 пин те 761 тенкĕпе танлашнă, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 20,9 процент ытларах.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта потребительсен рынокĕнче тата промышленность производствинче 26 хушма ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Çав шутран промышленность производствинче - 8 («Светлана» тулли мар яваплă обществăра), суту-илÿ сферинче - 4 (Кавал тата Тикаш ялĕсенчи суту-илÿ павильонĕсенче), обществăлла апатлану предприятийĕнче - 6 (С.И.Афанасьев уйрăм çын предприятийĕнче тата «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăра), халăха тÿлевлĕ пулăшу парас ĕçре - 4 (И.Силеров уйрăм çын йĕркеленĕ).
Районти ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи 6 уйăхра пурĕ 102 пепке çуралнă. Çавăн пекех 193 çын пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлнă. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра 734 çын ĕç шыраса пынă. Ĕçсĕррисен йышне регистрацилесси кăçалхи çулталăк пуçламăшĕнчен 63 çынран 52 çын таран чакнă.
Пĕрлештернĕ бюджета пурнăçлассин пĕтĕмлетĕвĕсем
2012 çулхи пĕрремĕш çур çулта пур шайри бюджетсене 46 миллион тенкĕ налук кĕнĕ, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 112,1 процент пулать. Кăçал пур шайри бюджетсене районĕпе иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 5 миллион тенкĕ ытларах пуçтарăннă.