Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнтерÿçĕсене тивĕçлипе хакларĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкар хулин кунне уявланă май Лондонра иртнĕ XXX Олимпиадăна Чăваш Енрен кайнă спортсменсене тата вĕсен тренерĕсене патшалăх наградисене тата хавхалантармалли премисем панă. Çĕнĕ Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ М.Кузнецов «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена тивĕçнĕ. Ăна укçан преми тата хваттер илме сертификат панă. И.Калентьевăна тата унăн тренерне В.Краснова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă, вĕсене те укçан преми илме тата йăла техники туянма сертификатсем панă. Марафон чупса Олимпиадăн бронза медальне тивĕçнĕ Т.Архиповăна М.Игнатьев хваттер туянмалли сертификат тата Volkswagen Golf автомобиль уççине тыттарнă. И.Савицкаяпа А.Майорова спортсменсене, В.Григорьев, В.Слушкин, Ю.Архипов тренерсене укçан преми тата йăла техники илмелли сертификатсемпе хавхалантарнă. В.Слушкина «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Ю.Архипова Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.

Уяв мероприятийĕнче çавăн пекех Шупашкар хулин пуçлăхĕ Л.Черкесов, Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава сăмах каланă

 



22 августа 2012
00:00
Поделиться