Чуна хуçакан тÿнтерле ÿкерчĕксем
Çут çанталăк илемĕпе савăнса, уçăлса çÿреме юратнăран, час-часах ачалăха аса илтерекен тавралăхпа утса чуна кантаратăп. Вăтам Энĕш юхан шывĕ хĕррине çитсе тухатăп, шывăн юхăмне пăхса тăрса киленетĕп.
Вăтам Энĕш юхан шывĕ эпĕ шăпăрлан чухнехи пек мар, ун чухне, 60-65 çул каялла, унăн шывĕпе 7 е 8 арман чулĕ çаврăннă, халĕ шыв арманĕ пулнă вырăнсем çухалнă. Шыв арманĕсен пĕвисенче пулăсем ĕрчетнĕ, тытма çÿренĕ. Вăтам Энĕш хĕрринчен инçе мар вырнаçнă катана çитетĕп. Унăн вĕçĕнче юмансен сулхăнĕнче икĕ-виçĕ çĕрте шашлăк пĕçернин паллисем палăраççĕ. Шашлăк çиме юратакансем çут çанталăк илемĕпе аван савăннă курăнать, хăйсем хыççăн мĕн тĕрлĕ çÿп-çап хăварман-ши? Пурне те çырмасан та юрĕ - çырма намăс. Юмансене каснă, тураттисене çырмана ывăтнă, вуллисене илсе кайнă, тункатисем юлнă. Халĕ чăвашсем те шашлăк юратма, пĕçерсе çиме вĕренчĕç. Çамрăксем «шашлăка кайрăмăр», теççĕ. Кайчăр-ха, анчах çут çанталăк илемне ан ватчăр, варласа ан хăварччăр çеç. Çук вĕт, çут çанталăкран хăйсене кирлине туллин илесшĕн, ăна каялла нимĕн те парасшăн мар. Ката пуçĕнче çамрăк хурăнсем ÿсетчĕç. Вĕсен шучĕ сахалланнă, çынсен аллипе лартнисем мар, вăрăран çилпе вĕçсе килсе ÿснĕ. Милĕк хатĕрлекенсем пĕр хĕрхенмесĕр касса йăвантарнă, вуллине кăна хăварнă, ара вулли милĕк тума юрăхсăр-çке. Икĕ арçын тĕл пулнă та пит ăшшăн çăмăллăн калаçаççĕ. Хĕлле валли мунчара хурăн милĕкĕпе çапăнса рехетленме милĕк хатĕрлени пирки пĕр-пĕрне пĕлтереççĕ: пĕри - эпĕ кашни çул çирĕм милĕк хатĕрлетĕп: тĕрĕсрех çирĕм мăшăр, сакăр мăшăр юмантан, вун иккĕ - хурăнтан, кăçал юман ăнăçлă аталанмарĕ, çулçисене хурт кăшларĕ. Тепри: эпĕ юман милĕке юратмастăп, хурăннипех çырлахатăп. Çемьере питех мунчара милĕкпе çапăнса çан-çурăм хĕретекенсем çукрах. Вун пилĕк мăшăр çитет, тет. Иккĕшĕн те пахчинче те хурăнсем ÿсмеççĕ, аслашшĕ лартнисене касса пĕтерчĕç. Çĕнĕрен лартасчĕ, çук вĕт. Янти çине шанаççĕ. «Посадкăра пирĕн валли пур», - теççĕ. Пăртаса каякан çулпа юнашар пушă çĕр лаптăкĕнче çамрăк хурăнсем ÿсеççĕ, милĕк хатĕрлекенсемшĕн ырлăх. Милĕке юрăхлă аялти турачĕсене касмаççĕ, тĕпрен йăвантараççĕ. Пĕрне: «Мĕншĕн тĕпрен касатăн, тепĕр çул валли кирлĕ мар-и мĕн? Илемлĕ ÿснĕ çамрăк хурăна тĕп турăн», - терĕм. «Манăн турат иртсе милĕк тума вăхăт çуккă», - терĕ. Хурăнăн тураттисене касса илсе çĕклерĕ те, хăйĕн автомашинин кузовĕ çине хурăн тураттисене хучĕ те автомашинине чĕртсе вĕçтерчĕ. Çакăн пек тăвакансем сахал мар. Çут çанталăка сыхлас, унăн тасалăхĕшĕн, ăна упрассишĕн нумай калаçатпăр, усси сахалтарах. Пысăк Енккасси ялне аслă çулпа утса васкамасăр кайрăм, çулăн айккинче мĕн тĕрлĕ маркăллă пушă сигарет пачки выртмасть-ши? Пластикран тунă сăра, минераллă шывăн кĕленчисем выртаççĕ. Ара вĕсене ĕçнĕ хыççăн пушатнăскерсене кантăка уçаççĕ те автомашинăран кăларса ывăтаççĕ. Автомашина салонĕнче йăваланса выртмасть: çапла, эпир çут çанталăк илемĕпе киленсе савăнма пĕлместпĕр, унăн илемне упрас тесе тăрăшмастпăр, тасалăхне, пуянлăхне сыхлас теместпĕр. Çут çанталăкран хамăра кирлине пĕтĕмпех илме тăрăшатпăр, каялла пама, хамăртан мĕн кирлине тавăрма шутламастпăр. Кирлехчĕ-ши хам мĕн курнине, шухăшланине çырма, кам мĕнле шутлать. Пĕр шухăшлисем чылайрах пулĕ тесе шутлатăп.