Парăмпа инçе каяймăн
Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта обязательнăй пенси тата медицина страхованийĕсем валли укçа вăхăтра куçарманнипе пысăк парăма кĕрсе кайнисен йышĕнче - «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Вăрмарти комбинат» МУП, «Рассвет» Агропромышленноç предприятийĕ» АХО, «АгроЧаки», «Нюша», «Светлана», «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăсем, «Чăвашавтотранс» патшалăх унитари предприятийĕн Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсем 1,5 млн ытла тенкĕ парса çитереймен. Ку предприятисене уйрăм контроле илнĕ.
Пенси фончĕ парăмçăсем тĕлĕшпе саккунпа палăртнă мерăсем йышăнать: ăна парса татма çирĕп ыйтать, расчет счечĕсем çине инкасса порученийĕсем ярать, тĕрĕслевсем иртеççĕ. Енчен те йышăннă мерăсем витĕм кÿмесен РФ Пенси фончĕн органĕ суд йышăнăвĕсене суд приставĕсен службине парăмçă пурлăхне арестлеме ярса парать