Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ техника ĕç тухăçлăхне ÿстерет

«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлассипе пирĕн район курăмлă ĕçсем тăвать. Çавна май агропромышленность комплексне аталантарас тĕллевпе лизинг мелĕпе ял хуçалăх ĕçĕсем валли çĕнĕ йышши техника та сахал мар туяннă. ЧР Правительстви ку енĕпе пысăк пулăшу кÿрет. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 38 миллион та 138 пин тенкĕлĕх (вĕсенчен 34 миллион та 462 пин тенкĕлĕх лизинг мелĕпе) пурĕ 11 единица тĕрлĕ техника туяннă. Вĕсем: тырă выракан «Вектор», çĕр улми пухакан «ГРИММЕ» комбайнсем, «КамАз» автомашинăсем, культиватор тата ытти те. Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем хăйсен вăйĕпе 2 миллион та 202 пин тенкĕлĕх туяннă.

Çĕнĕ йышши технологисене пурнăçа кĕртмесĕр ял хуçалăх продукцине туса илессине ÿстерме çук. Тырă выракан çĕнĕ йышши комбайн, трактор çунтармалли-сĕрмелли материал чылай перекетлеме май парать. Çакна вара «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ П.Крылов яланах асра тытать, çавăнпа та çулсерен обществăн пурлăхпа техника базине вăйлатсах пырать. Акă нумаях пулмасть асăннă общество тата «Хмелев С.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕнĕ йышши хăватлă «Challenger» трактор туянчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов ĕçлĕ çул çÿревпе «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра пулнă май, кунти ĕç-хĕлпе, çĕнĕ техникăпа тĕплĕн паллашрĕç. Çакна палăртмалла: асăннă çĕнĕ техника ял хуçалăхĕнчи ĕç процесне чылай çăмăллатать. Тĕрĕссипе каласан вăл тăватă трактор ĕçне пурнăçлать. 15 тонна таять, 350 лаша вăйĕ чухлĕ ĕç тăвать, 25 метр тăршшĕ çĕр лаптăкне сÿрелеме пултарать. 11 миллион тенкĕ тăрать вăл. Ку трактора «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество тата «Хмелев С.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ Россельхозбанкран кредитпа илнĕ. Палăртма кăмăллă: кун йышши хăватлă техникăна республикăра пĕрремĕш хут пирĕн районти ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансем туянчĕç.

Ĕçлĕ çул çÿрев малалла Пинер ял тăрăхне пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ытти яваплă çынсем çĕнĕ шкул объектне çитсе курчĕç, унти строительство ĕçĕсемпе паллашрĕç. Кунта хальхи вăхăтра ĕç вĕресе тăрать: «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин строителĕсем пулас шкулăн пĕрремĕш хутне хăпартаççĕ. Ĕç калăпăшĕ те пысăк вĕсен: кăçал шкула хăпартса ун çивиттине витмелле. Ку ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Вăл вара шкул çуртне хăпартма çитмест. Çавăнпа та асăннă строительство организацийĕ хăйĕн вăйĕпе те строительство ĕçĕсене пурнăçлама палăртнă. Хальхи вăхăтра кунта ĕçсем пĕр кăлтăксăр, планпа палăртнă тăрăх пыраççĕ.

Районăн яваплă çыннисем çавăн пекех «Иванов В.А.» хресчен (фермер), «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» ационерсен уçă обществинче пулса вĕсенчи вырма ĕçĕсем мĕнлерех шайра пынипе паллашрĕç. «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тĕш тырă вырма 5 единица техника уя тухнă. Çĕнĕ йышши «CASE» комбайнсене тухăçлă ĕçлеттерсе вĕсем çак кунсенче вырма ĕçĕсене вĕçлеме палăртаççĕ. Акнă тĕш тырăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1094 гектар йышăнать, çав шутран кĕрхи культурăсене 100 проценчĕпех (100 гектар), çурхи культурăсене 994 гектартан 570 гектарне пухса кĕртнĕ. Пурĕ 1680 тонна тĕш тырă вырса çапнă, вăтам тухăç гектартан 25,1 процентпа танлашать.

«Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче те ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Вырма ĕçĕсене кунта 5 комбайнпа пурнăçлаççĕ. 821 гектартан тĕш тырă пухса кĕртнĕ, çакă 58 процентпа танлашать. Пурĕ 1490 тонна тĕш тырă вырса илнĕ, вăтам тухăç гектартан 18,1 центнер.

Вырма ĕçĕсемпе пĕрлех асăннă обществăра кĕрхи культурăсене акма та пуçланă. Кăçал кунта кĕрхи культурăсене 1000 гектар çинче акса хăварас тĕллевлĕ.

 



27 августа 2012
00:00
Поделиться