Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шав çамрăк Казанов

Паллă çыравçăпа, журналистпа, публицистпа, Аркадий Казановпа пĕрле ĕçлемен эпĕ, илтессе вара ун çинчен çамрăк чухнех илтнĕ.

Вăл 1958 çулта пирĕн Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлеме пуçланă, журналистăн çăмăл мар, анчах пархатарлă пысăк çулне утса тухнă. Республикăн «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар»)хаçачĕн редакторне çитиччен çĕкленнĕ.

Унăн райхаçатра тухса тăракан корреспонденцийĕсене, очерксемпе калавĕсене эпĕ 15 çултах вулама тытăннă. Тен, ентешĕм хаçатçă ĕçне кÿлĕннĕ малтанхи кунсенчех. Сăмахран, «Хĕрлĕ ялавра» номертен номере «Çакнашкал та пулкалать...» калав пичетленнине лайăх ас тăватăп. Паллах, ун чухне эпĕ çав хайлавсене хакламах пултарайман-тăр, анчах вуласса питĕ кăмăлласа вулаттăмччĕ.

Журналист механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, ялти учительсем, культура, медицина ĕçченĕсем тата ытти ĕç çыннисем, ватăсем, çамрăксем çинчен çыратчĕ. Уçăмлă, сăнарлă, витĕмлĕ пулнă унăн чĕлхи ун чухнех.

Вăл пирĕн Чĕкетупа юнашар ялтан - Пинертен пулнине пĕлсен вара унпа тата ытларах кăсăкланма пуçларăм. 5-7 классенче эпĕ Пинер шкулĕнче вĕреннĕ.

Казановсем çинчен çав вăхăтрах илтнĕ. Пирĕн класра Зоя Казанова ятлă хитре хĕр ача пурччĕ. Аркадий Петрович кайран пĕлтернĕ тăрăх, унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕн ачи пулнă иккен вăл...

1957-1960 çулсенче, Вăрмарти вăтам шкулта вĕреннĕ чухне, А.Казанова час-часах курнă эпĕ, анчах мĕнле калаççĕ-ха, айккинчен кăна. Паллах, паллашма та пултарайман, мĕншĕн тесен пирĕн çулсен хушшинчи уйрăмлăх пысăк пулнă - вун пĕр çул. Ун чухнехи Аркадий Казанов халĕ те куç умĕнче: яштак, çÿллĕ яш ар, вăрăм сарă çÿçне хыçалалла тураса вырттарнă...

Хаçатçăн пулас арăмне Лидия Ковалевскаяна та, чипер сăн-питлĕ, йăрăс пÿ-силлĕ хĕре, ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарьне - çавăн чухнех пĕлнĕ. Вăл пире, Вăрмар вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекенсен ушкăнне, комсомола илнĕччĕ (райкомăн бюровĕнче ĕнтĕ), комсомол билечĕсем панăччĕ. Унăн халал сăмахĕсене те ас тăватăп: «Комсомолец ятне çÿлте тытăр, хамăрăн аслă Тăван çĕршывăмăрăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулăр».

Лидия Григорьевна кайран 40 çула яхăн Вăрмар районĕн, Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисен шкулĕсенче, Канашри педагогика училищинче ачасемпе çамрăксене вĕрентнĕ, республика тĕп хулинче учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра ĕçленĕ. Юлашки вăхăтра тивĕçлĕ канура пулсан та общество ĕçне хастар хутшăнать.

... Аркадий Петровичпа вара КПСС Вăрмар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ çулсенче çывăхрах паллашрăм. Вăл ун чухне «Коммунизм ялавĕ» редакторĕн çумĕччĕ. Тăван района вăхăтран-вăхăта служба ĕçĕпе килсе çÿретчĕ. Эпир унпа ĕç коллективĕсенче пĕрре кăна мар пулнă, çынсемпе хутшăннă, вĕсен умĕнче туха-туха калаçнă. Кайран ентешĕмĕр тĕл пулусенче хатĕрленĕ материалсене хаçатра пичетлесе кăларатчĕ...

Хальхи вăхăтра та, пенсире пулнине пăхмасăр, Аркадий Петрович хăйĕн çыравçă-журналист ĕçĕнчи хастарлăхне чакармасть. Вăл прозаик та, публицист та, поэт та. Манăн килти библиотекăра унăн «Чун йыхравĕ», «Ир ларнă хĕл», «Ватă йăмра вилĕмĕ», «Пинер паттăрĕсем» (ăна автор ентешĕсене, хастар ĕçпе чыс мухтава тивĕçнĕ çынсене халалланă), «Пурнăç шарлакĕнче» кĕнекисем упранаççĕ. Тăван Вăрмар енĕ килсен пĕтĕмпех аса илетĕп вĕсене.

Иртнине те аса илет çыравçă, паянхине те тишкерет.Чăваш энциклопедийĕнче ( 2 том, 2008) палăртнă тăрăх, унăн хайлавĕсем - «Этико-дидактика пĕлтерĕшлĕ, час-часах пĕр герой пĕрлештерсе тăракан ярăмсем йĕркелеççĕ, сюжечĕсем приключени еннелле туртăннипе палăраççĕ».

Автора этем пурнăçĕн философилле проблемисем, ырăпа усал ыйтăвĕсем хумхантараççĕ. Хăш чухне эпĕ унăн хайлавĕсене вырăссен аслă писателĕ А.М.Горький произведенийĕпе танлаштаратăп. Горький пекех А.Казанов çынна юратать, хисеплет, унăн чысне, этемлĕхне хÿтĕлет, çÿлĕрех те çÿлĕрех çĕклеме тăрăшать...

Эпир Аркадий Петровичпа час-часах тĕл пулатпăр, нумай калаçатпăр. Паллă çын пулин те, питĕ сăпайлă вăл. Эпĕ унран нихăçан та хăйне-хăй мухтанине илтмен. Пĕрмаях ĕç çинчен, çывăх юлташĕсем-пĕлĕшĕсем çинчен калаçать. Малалла пăхать, ĕмĕтленет, творчество планĕсемпе паллаштарать. Çавăн пек çын тата çыравçă вăл пирĕн ентешĕмĕр Аркадий Петрович Казанов.

Эпир ăна тулли кăмăлтан, чун-чĕререн чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Çĕр çинчи пурнăçу вăрăм та телейлĕ, татах та тухăçлăрах пултăр, хисеплĕ Аркадий Петрович!

 



27 августа 2012
00:00
Поделиться