Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни ачана - уйрăм тимлĕх

Çулсерен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн вĕрентÿ ĕçченĕсен республика конференцийĕ иртет. Унта педагогика пĕрлĕхĕ пĕлтĕрхи çула пĕтĕмлетет, малашлăх тĕллевĕсене палăртать. Канашлу И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура çуртĕнче иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçченĕсем, муниципалитетсен представителĕсем, педагогика ветеранĕсем тата ыттисем хутшăннă.

Педагогсен кăçалхи конференцийĕнче республикăри пултаруллă ачасемпе талантлă çамрăксене пулăшу памалли тытăма аталантарассин çул-йĕрĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. М.Игнатьев çак йышри кашни ачапа уйрăммăн ĕçлемеллине, вĕсене Турă панине туллин «уçма» пулăшмаллине палăртнă. «Пуян ăслă, пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм - кирек епле çĕршывăн, регионăн хăвачĕ. Вĕсем - экономикăна тухăçлă аталантарма, социаллă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшакан тĕп вăй», - тенĕ Михаил Васильевич. Вĕрентÿ министрĕ В.Иванов республикăра мĕн пур ачана ăçта пурăннине, çемье нухратне шута илмесĕр вĕренме, воспитани илме, пултарулăхне кăтартма май паракан тухăçлă вĕрентÿ тытăмне никĕслеме вăхăт çитнине палăртнă.

Августри канашлура çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал педагогика тата воспитани ĕç-хĕлĕнчи курăмлă ĕçсемшĕн виççĕн «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», тăваттăшĕ «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех республика ертÿçи 20 вĕренÿ учрежденине ЧР Пуçлăхĕн 200 пинлĕх грантне панă. Михаил Васильевич педагогсене тивĕçлĕ ĕçшĕн тав тунă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пысăкрах çитĕнÿсем тума ырлăх суннă.

Канашлăва хутшăнакансем вĕрентекенсен професси ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе ĕçлемеллине, хальхи йышши вĕрентÿ хатĕрĕсемпе туллин усă курмаллине, ăс-тăн, пултарулăх, спорт тата ытти ăмăрту-конкурсра анлăлатмаллине, пĕлтерĕшне ÿстермеллине палăртнă.

Пирĕн районта «Ăслă-тăнлă ачана - пултаруллă вĕрентекен» ятпа Культура çуртĕнче иртнĕ вĕрентекенсен августри конференцие район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Н.Дмитриева, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов хутшăннă.

Конференцие райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уçрĕ, «Ăслă-тăнлă ачана - пултаруллă вĕрентекен» темăпа доклад турĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулне пур вĕренÿ учрежденийĕсем те хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн вĕрентÿ системине çĕнетессипе те чылай ĕçсем пурнăçланă: Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ, Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулсене, Кавалти, Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 6 миллион та 604 пин тенкĕ тăкакланă. «Чăваш Республикин ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн Энĕшпуçĕнчи вăтам, Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Вĕсем валли республика бюджетĕнчен - 4, вырăнти бюджетран 2 миллион тенкĕ уйăрнă.

Районти шкулсенче пурлăхпа техника бази çулсерен вăйланса пырать. 2011-2012 вĕренÿ çулĕсенче 12 тĕп шкул çĕнĕ йышши компьютер техникипе пуянланчĕ. Унпа пĕрлех «Шкул автобусĕ» программăпа килĕшÿллĕн районти шкулсене 6 çĕнĕ автобус уйăрнă.

Пултаруллă ачасемпе çине тăрса ĕçлени - шкулсен инноваци программисене тата вĕрентекенсене пулăшмалли тытăмăн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ. Районти шкулсенче вĕренекен 2718 ачаран 168-шĕ талантпа, лайăх вĕреннипе, ăс-хакăл пысăк шайра пулнипе палăрса тăраççĕ. Вĕсене вара пысăк тимлĕх уйăрмалла. Паянхи вĕрентекенĕн тĕп тĕллевĕ - ачасене пахалăхлă пĕлÿ парасси. Районти шкулсенче кашни вĕрентекенĕн ăна ăша хывса пурнăçламаллине палăртрĕ Юрий Васильевич. Вăл хăйĕн анлă докладĕнче çавăн пекех шкул çулне çитмен учрежденисен, ачасен искусство, спорт шкулĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, ÿсĕмĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен результачĕсене те тишкерчĕ, ку енĕпе вĕрентекенсен ачасемпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ.

Унтан Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин сăмах илчĕ, вĕрентекенсене çывхарса килекен Пĕлÿ кунĕпе саламларĕ. Обществошăн учитель профессийĕ пысăк вырăн йышăннине, пирĕн районта пултаруллă вĕрентекенсем чылай пулнине, вĕсем район, республика, Раççей шайĕнче ăсталăхăн тĕрлĕ тупăшăвĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулнине палăртрĕ. «Ăслă-тăнлă ачасене хавхалантарма районта ятарлă стипенди туса хунă. Вĕренÿре хастар, спортра маттур, обществăлла ĕçсене активлă хутшăнакан 20 ача район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрать. Çак ырă пуçарăва малалла та аталантарма палăртатпăр», - терĕ Константин Владимирович. Çавăн пекех вăл вĕрентÿ системин инфратытăмне аталантарасси çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра 160 ача вырнаçмалăх Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан тĕп шкула хăпартас ĕç пырать. Унпа пĕрлех поселокра ача сачĕ хăпартмашкăн проектпа смета документацийĕсем хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра районти чылай шкулсене юсаса çĕнетнĕ.

«Хисеплĕ вĕрентекенсем! Сире пархатарлă ĕçре ăнăçусем, çирĕп сывлăх сунатăп. Сирĕн сăн-питĕрте яланах ырă кулă пултăр, ачасем сире лайăх вĕренсе савăнтарса тăччăр», - терĕ К.Никитин хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май. Унтан вĕрентÿ системинче пысăк ÿсĕмсем тунă вĕрентекенсене райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Ăна Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Антипова, Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта музыка предметне вĕрентекен Г.Васильева, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Т.Голубева, математика предметне вĕрентекен С.Игнатьева, кĕçĕн классене вĕрентекен Г.Саминова, Мăнçырмари вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Ильина, «Пучах» ача сачĕн воспитателĕ Н.Ирхина, Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Е.Егорова, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Николаева, ачасен Вăрмарти искусство шкулĕн преподавателĕ И.Филиппов, Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта технологи предметне вĕрентекен Ю.Чернов, Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен воспитатель Л.Яковлева тивĕçрĕç. Çавăн пекех райадминистрацин пуçлăхĕн Тав çырăвне Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта аслă вожатăй пулса вăй хуракан Т.Кудряшовăна пачĕ. ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Н.Дмитриева республикăри вĕрентÿ системинче вăй хуракансем илекен ĕç укçи çинче чарăнса тăчĕ. Шкул ачисене паха пĕлÿ парассипе вĕрентекенĕн ытларах ĕçлемеллине, çав вăхăтрах хăйĕн те пĕлĕвне ÿстерсе пымаллине каларĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен результачĕсене шута илсе ку енĕпе ачасен пĕлĕвне ÿстерессипе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Педагогика ĕçĕнче курăмлă тÿпе хывнă вĕрентекенсене ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Ăна Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта физкультура предметне вĕрентекен О.Мефодьева, «Березка» ача сачĕн воспитательне Н.Мясниковăна, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пуçламăш классене вĕрентекен А.Николаевăна, Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Р.Тепловăна, Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литератури предметне вĕрентекен Л.Петровăна, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче методистра вăй хуракан В.Викторовăна, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта истори предметне вĕрентекен И.Галкинăна пачĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн, вĕренекенсене пахалăхлă пĕлÿ панăшăн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен замеситительне Валентина Михайловна Табаковăна «Раççей вĕрентĕвĕн элити» наци премийĕн лауреачĕн I степеньлĕ дипломĕпе наградăларĕ. Çавăн пекех «Единая Россия» партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн Тав çырăвĕсене те чылай вĕрентекен тивĕçрĕ.

Конференцире çавăн пекех тĕп доклада сÿтсе явма Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Васильев, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентекен С.Бондарева, математика предметне вĕрентекен Т.Шмелева, «Ромашка» ача сачĕн заведующийĕ Т.Хованская, ачасен районти творчество çурчĕ çумĕнчи «Каратэ» пĕрлешĕвĕн руководителĕ Ю.Григорьев хутшăнчĕç.

Вĕрентекенсен августри конференцийĕнче çавăн пекех районти вĕрентÿ учрежденийĕсен электронлă презентаципе паллашма та тÿр килчĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем «Сире валли, вĕрентекенсем» ятпа вĕрентекен-специалист кунне ирттерчĕç.

 



29 августа 2012
00:00
Поделиться