Ачисемпе савăнать ветеран
Тикашра çуралса ÿснĕ, унтах тĕпленнĕ Анатолий Софронович Жирнов çак кунсенче 80 çул тултарчĕ. Тăван ашшĕне юбилей ячĕпе саламлама виçĕ ывăлĕ тата хĕрĕ килсе çитнĕ.
Анатолий Софроновичпа мăшăрĕ, Клавдия Николаевна, ачисене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн, вĕсене кирлĕ пĕлÿ парассишĕн хăйсен мĕн пур вăй-халне, сывлăхне, тăрăшулăхне панă. Çине тăни сая кайман. Аслă ывăлĕ, Олег, Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ, зоотехник специальноçне илнĕ. Нина хĕрĕ Улатăрти бухгалтерсем хатĕрлекен техникумран вĕренсе тухнă. Вячеслав Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД уйрăмĕнче пай начальникĕ, подполковник. Кĕçĕнни, Саша Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Республика Пуçлăхĕн администрацийĕнче тăрăшулăх кăтартать. Ачисем ÿссе çитĕннĕ, кашниех çемьеллĕ. Питех те шел, амăшĕ - Клавдия Николаевна - ачисен çитĕнĕвĕсене кураймасăрах çамрăклах çĕре кĕчĕ. Анатолий Софронович 14 çул ĕнтĕ пĕчченех пурăнать. Апла пулин те, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать. Ачисем ăна пĕччен хăвармаççĕ, час-часах килсе çÿреççĕ, пулăшсах тăраççĕ.
Толя ялти шкулта вĕреннĕ чухнех техник ĕçне кăмăлланă. Автомашинăпа çÿрекен водительсем çине ăмсанса пăхнă, ÿссен вĕсем пек пулма ĕмĕтленнĕ. «Ялта пурăнатăн пулсан, техникăна алла ил» текен каларăша яланах асра тытнă вăл. Çав тĕллевпех ĕнтĕ шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри ДОСААФ автошкулне вĕренме кĕрет, водитель правине илет. Часах ăна Совет Çарне службăна илеççĕ. Одесса çар округĕнче виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе каять. Салтак служби хыççăн пĕр çулталăк Ленинградри «Красный Октябрь» заводра слесарьте тăрăшулăх кăтартать. Унтан киле таврăнать, водительте ĕçлеме пуçлать.
- 37 çул водительте ĕçлесе тĕрлĕ йышши автомашинăсемпе вăй хутăм. Çавăнтан 14 çулне «За коммунизм» колхоз председателĕ, каярахпа «Тегешевский» совхоз директорĕ пулса ĕçленĕ Геннадий Алексеевич Черновпа ĕçлеме тÿр килчĕ. Çавăншăн савăнатăп кăна. Вăл, Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕскер, хуçалăха малалла аталантарассишĕн, колхозниксен пурнăçне лайăхлатассишĕн хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне паратчĕ. Ял хуçалăхне аталантарас енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ăна «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс турĕç. Питех те шел, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ вăл», - аса илет çав çулсене Анатолий Софронович.
Тикаш ялĕнчи чи хисеплĕ çынсенчен пĕри вăл. А.Жирнов ветеран çак хисепе ĕçре хастар пулнипе, ырă кăмăллă пулнипе çĕнсе илнĕ.
Чăннипех те савăнать хăйĕн ачисемпе тата 10 мăнукĕпе, мăнукĕсен ачисемпе хисеплĕ ветеран. Вĕсем яланах тăрăшса тăнипе унăн кăмăлне çĕклеççĕ, пурăнас кун-çулне вăрăмлатаççĕ