Çитĕнĕве ĕçлекен тăвать
Хăмлана чăваш пăлхарĕсем Атăлăн сылтăм енне куçсанах çитĕнтерме пуçланă. 18-мĕш ĕмĕртен вара анат енчи чăвашсем - вĕсен шутне хальхи Вăрмар районĕнче пурăнакансем те кĕреççĕ - ăна кил-хуçалăхра çитĕнтерме тытăннă.
Кашни килтех ÿстернĕ тесен йăнăш пулас çук. «Чăваш сăри чи кăпăкли, чи хăватли», - текен юрă йĕркисем ахальтен çуралман. Чăваш çынни кил-çуртра пĕр-пĕр пысăк пулăм пулса иртес умĕн тăванĕсене те, çывăх çыннисене те: «Сăра ĕçме», - тесе чĕннĕ, эрех пирки сăмах та пулман.
XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Чăваш тăрăхĕнче хăмлана 1,5 пин гектар çинче çитĕнтернĕ. Тĕнчен пĕрремĕш Аслă вăрçи хыççăн унăн лаптăкĕ 350 гектар таран чакнă. Кайран та çĕршывра чылай улшăнусем пулса пынипе çак производствăна аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрман.
Вăхăчĕ вырăнта тăмасть, çакна шута илсе «Агроресурсы» тулли мар яваплă общество «симĕс ылтăн» çитĕнтерес ĕçе кÿлĕннĕ. Сергей Леонидович Дмитриев ертсе пыракан общество районта 20 гектар çинче хăмла çитĕнтерет, паянхи кун тĕлне кунта 17 çын вăй хурать. Мăнçырмари «ЧХ-4» комбайнпа Б.Никифоров оператор техник, Л.Васильев оператор питĕ тухăçлă ĕçлеççĕ. Калаçма вăхăчĕ те сахал пулсан та вĕсем хăмла тухăçĕ ăнăçлă пулни çинчен пĕлтерчĕç.
Çĕнĕ Вĕренер участокĕнче хăмла 6 гектар çинче çитĕнет. Унăн авăрĕсене антарас енĕпе кунта Т.Михайлова, Т.Мирошкина, Г.Михайлова, А.Максимов, С.Михайлов, И.Васильева тăрăшаççĕ. «ЧХ-2» комбайна В.Степанов тата И.Дмитриев операторсем тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Лидийăпа Виталий Васильевсем хăмла çитĕнтерсе ăна пухса кĕртес ĕçпе 2001 çултанпа тăрăшаççĕ. Çак ĕçчен мăшăра чылай-чылай çул хушши пĕлнĕ май çакна çирĕплетсе калама пулать: ăçта вĕсем - унта çитĕнÿ.