Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçпе чапа тухнă паттăр

Çулсем, çулсем... Вĕсем паллах васкаççĕ, чупаççĕ. Пурăннă пулсан сентябрĕн 4-мĕшĕнче хăй вăхăтĕнче таврара пурте пĕлнĕ, мухтавлă ĕçĕпе чапа тухнă çын Сергей Лукич Лукин (1922-1990 ç.ç.) 90 çул тултарнă пулĕччĕ.

Вăл Кивĕ Шулхан ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. 1941-1947 çулсенче Хĕрлĕ çарта службăра тăнă. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче милитаристла Японие хирĕç хастар çапăçнăшăн ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн 1-мĕшпе 2-мĕш степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă.

Çартан таврăнсан Сергей Лукич Канашри финанс техникумне вĕренсе пĕтерет. Районти финанс пайĕн инспекторĕнче, Кавалти крахмал завочĕн директорĕнче, районти план комиссийĕн (райплан) председателĕнче ĕçлет.

1966 çулта пултаруллă специалиста тата организатора парти райкомĕ сĕннипе Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ пулма суйлаççĕ. Çак яваплă вырăнта 23 çул ĕçлесе вăл хуçалăх экономикине малалла аталантарас, Кĕтеснер, Çĕнĕ Шулхан, Эçпепе тата Кивĕ Шулхан ялĕсенче (колхоз çак ялсене пĕрлештерсе тăнă) пурăнакан çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе питех те пысăк ĕçсем туса ирттерчĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-90-мĕш çулĕсенчех «Мичуринецсем» кашни гектартан 30-35 центнер тĕш тырă, 180-200 центнер çĕр улми, 17-18 центнер хăмла туса илетчĕç. Выльăх апачĕлĕх культурисен тухăçне çултан-çул ÿстерсе пырса хуçалăхри тата уйрăм çынсем (çемйисем) усракан выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрлетчĕç. Колхозра фермăсене тĕпренех çĕнетнĕччĕ, вĕсене комплекслă майпа механизациленĕччĕ. Çакна пула выльăх-чĕрлĕх фермисенче чи пултаруллă, ĕçчен çынсем ĕçлетчĕç, вĕсен хушшинче çамрăксем чылайччĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукци туса илесси тăтăшах ÿссе пычĕ. Ферма ĕçченĕсен уйăхри ĕç укçи (вăл вăхăтра) 150-200 тенкĕпе танлашрĕ. Механизаторсен кадрĕсем те çителĕклĕччĕ колхозра, вĕсенчен нумайăшĕ социализмла ăмăртура районта çеç мар, республикăра та малта пыратчĕç. Çавăн пекех строительсен бригади, мелиораторсен звенисем хастар та тухăçлă ĕçлетчĕç.

Сергей Лукич колхоз производствин тĕрлĕ участокĕсем валли специалистсем хатĕрлес енĕпе те нумай тăрăшрĕ. Кунти пур специалистсем те, вăтам звенори ертÿçĕсем (фермăсен заведующийĕсем, бригадирсем тата ыттисем те) пурте тенĕ пекех аслă е вăтам ятарлă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсене вĕренсе пĕтерчĕç, нумайăшĕ - куçăмсăр майпа.

Ăслă та тарăн шухăшлă руководитель пулнă май Сергей Лукич специалистсене хисеплетчĕ, шанатчĕ, паллах ĕнтĕ çав вăхăтрах вĕсенчен çирĕп ыйтатчĕ. Колхозра ĕçлекен мĕн пур çынсене (колхоз членĕсем кăна 500 ытлаччĕ) вăл хушаматран, ятран пĕлетчĕ. Кирлĕ чухне пулăшатчĕ. Хуçалăх колхозник-пенсионерсене, вĕсем усракан выльăх-чĕрлĕх валли йÿнĕ хакпа тĕш тырă, утă-улăм сутатчĕ. Сергей Лукич тĕрлĕ çынсен психологине лайăх пĕлсе ваттисемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçатчĕ. Ĕçчен çынна ырлатчĕ, юлхавсемпе кахалсене, ĕç дисциплинине пăсакансене (ун пеккисем те пулнă ĕнтĕ) ятлăччĕ, тĕрĕс çул çине кăларма тăрăшатчĕ.

«Пирĕн халăхшăн ĕçлемелле, тетчĕ вăл. - Ялти çынсен те тулăх культурăллă пурăнмалла, ачи-пăчисене тĕрĕс воспитани парса çĕршыва кирлĕ, усăллă çынсем тумалла».

Ку тĕллевпе колхоз Кĕтеснерти вăтам тата Эçпепери 8 çул вĕренмелли шкулсене тăтăшах пулăшу паратчĕ. Икĕ шкулĕнче те ачасене вĕрентмелли çĕнĕ çуртсем, Кĕтеснерпе Кивĕ Шулхан ялĕсенче шкул çулне çитмен ачасем валли ача сачĕсем. Кĕтеснерте 300 çын вырнаçмалăх Культура, суту-илÿ çурчĕ, районти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатăн филиалне, фермăсенче канмалли пÿлĕмсем, медицина профилакторийĕсем, сауна-мунчасем тунăччĕ.

1980 çултан Кĕтеснерпе Кивĕ Шулхан ялĕсене пĕрлештерекен асфальт çул сарнăччĕ, ялсене çут çанталăк газĕ кĕртессипе те ĕçлеме пуçланăччĕ Сергей Лукич...

Ял хуçалăх производствинчи пысăк çитĕнÿсемшĕн 1976 çул вĕçĕнче С.Лукин Социализмла Ĕç Геройĕ ятне тивĕçрĕ. Унăн ĕç наградисем хушшинче - Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем пулнă. 1986 çулта ăна «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятне те пачĕç.

Унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕн тата Героизмăн Хисеплĕ Кĕнекине кĕртнĕ.

Ĕмĕчĕсем, планĕсем пысăкчĕ Сергей Лукичăн. «Татах та лайăхрах ĕçлесчĕ-ха, патшалăхшăн, тăван халăхшăн тата ытларах тăвасчĕ-ха», - тетчĕ вăл. Шел пулин те, ку вăхăт тĕлне сывлăхĕ хавшама пуçларĕ унăн. Çавна пула 1989 çулхи çуркунне вăл колхоз председателĕн ĕçĕнчен тухрĕ. Кун хыççăн та активлăхĕпе хастарлăхне чакармарĕ. Колхозăн çĕнĕ руководителĕсене май килнĕ таран пулăшатчĕ, РСФСРти колхозсен Совечĕн членĕ, Чăваш АССРĕнчи колхозсен Совечĕн председателĕ пулнă май ял хуçалăхĕнчи çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе çав-çавах нумай ĕçлерĕ, çÿрерĕ...

Анчах та 1990 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче, çуллахи хĕвеллĕ кун, унăн чĕри сасартăк тапма чарăнчĕ. 68 çултах татăлчĕ унăн пурнăçĕ... Унтанпа 22 çул иртрĕ пулин те эпир, ăна лайăх пĕлнĕ, унпа пĕрле нумай вăхăт хушши ĕçленĕ çынсем, Вăрмар районĕнчи нумай-нумай ял хуçалăх ĕçченĕсем Сергей Лукич Лукинăн, мухтавлă Ĕç Геройĕн ятне яланах асра тытаççĕ.

Вăл чăн-чăн этем, чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пулнă, Тăван çĕршывшăн, халăхшăн чĕри тапми пуличченех ĕçленĕ

 



01 сентября 2012
00:00
Поделиться