Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлекенĕн малашлăхĕ пысăк

Паян Вăрмар районĕ 85 çул тултарчĕ. Çак вăхăт хушшинче вăл тумхахлă та мухтавлă çулпа утса тухрĕ. Унăн экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвĕ хамăр районти кашни çынна кăсăклантарать. Район пуласлăхĕшĕн кашниех пысăк тÿпе хывать. З.ПАВЛОВА корреспондент Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулса районăн юлашки 5-6 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки калаçнă.

- Константин Владимирович, район юбилейне эпир мĕнлерех кăтартусемпе кĕтсе илетпĕр тата юлашки 5-6 çул хушшинче пирĕн район мĕнлерех ÿсĕмсемпе палăрчĕ?

- Пирĕн пĕтĕм ĕç районăн 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче палăртнă çул-йĕрсемпе планланă кăтартусемпе, пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пырать. 2006-2011 çулсенче районăн обществăлла инфратытăмĕ, ялсен сăн-сăпачĕ улшăнса пырать, çемье медицини аталанать, сывă пурнăç йĕркине сарас ĕç активлă пырать, социаллă пурăнмалли çурт-йĕр хăпарать тата ытти курăмлă ĕçсем пулса иртеççĕ. Обществăлла инфратытăм аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май çакна палăртмалла: «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2008 çулта Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул хута кайрĕ. Иртнĕ çул Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул хăпартассипе проектпа смета документацисене хатĕрленĕ, хальхи вăхăтра ăна хăпартассипе пысăк калăпăшлă строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Унсăр пуçне Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи тата Арапуçĕнчи ача сачĕсенче 20-шер ача вырнаçмалăх хушма ушкăнсем йĕркеленĕ. Юлашки çулсенче республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе сывлăх сыхлавĕнче курăмлă кăтартусем кÿчĕç. Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем патне май пур таран çывхарчĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем Кавал, Пысăк Енккасси, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче уçăлни вĕсенче пурăнакан ватăсен тата ĕçлекен халăхăн, çамрăк ăрăвăн сывлăхне вырăнта тимлеме, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама май парать. «Чăваш Республикин ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн Чупайĕнчи, Кĕтеснерти, Аслă Чакри, Чулкасри фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетнĕ. Çакна палăртмалла: асăннă Указпа килĕшÿллĕн çак ялсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ инфратытăм объекчĕсене те тĕпрен юсанă.

Республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та тĕслĕх библиотекăсем уçасси приоритетлă задачăсенчен пĕри пулчĕ. Çавна май пирĕн районта пурĕ 17 тĕслĕх библиотека йĕркеленчĕ. 2009 çулта уçăлнă Вăрмар тăрăхĕнчи историпе тавра пĕлÿ музейĕ те районăн историллĕ пулăмĕсене анлăн çутатать.

«Сывлăх-чи хаклă пурлăх», - тенĕ ватăсем. Сывлăхлă пулас тесен вара физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла. Çавна май 2009 çулта «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ те уçăлчĕ. Çакă районта пурăнакансене ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшать. Районăн инфратытăмĕн аталнăвĕ çинчен калаçнă май, 2006 çулта федераллă пĕлтерĕшлĕ чукун çул урлă каçмалли кĕпер, 2010 çулта пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр объект чукун çул вокзалĕ хута кайнине те палăртмалла. Республикăн «Чăваш Республикинче пурăнакансене 2005-2008 çулсенчи ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программине пурнăçласа Пысăк Енккасси ялĕнче шыв пăрăхĕ хывнă. Çавăн пекех çак тапхăрта ялсенче çăл куçсене, тарасасене юсассипе, кĕперсем хывассипе, пĕвесене тасатассипе ĕçсем чылай пурнăçланă.

Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ те хăйĕн ĕçне вăйлатсах пырать. Вăл харăсах пассажирсем турттармалли 5 автобуспа пуянланчĕ.

- Инфратытăм аталанăвĕ çинчен калаçнă май, строительство ĕçĕ-хĕлĕ пирки те чарăнса тăрас килет. Иртнĕ çулсенче миçе строительство объекчĕ хута кайрĕ?

- Ку енĕпе те ÿсĕмсем пур. Пурăнмалли çурт-йĕр хăпартасси пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать. Пур тĕрлĕ çăл куçсенчен куçарнă укçапа 2006 çулта 31910 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре хута янă, çав шутран социаллă программăпа усă курса та. 2007 çулта çак кăтарту 36890, 2008 çулта - 38883, 2009 çулта - 38400, 2010 çулта - 38550, 2011 çулта - 40320 тăваткал метрпа танлашать. Строительство ĕçĕсемпе пĕрлех республика, федераллă пĕлтерĕшлĕ социаллă программăсем те ĕçлеççĕ. Акă «2013 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн юлашки 6 çул хушшинче пирĕн районта 114 çемье çурт-йĕр хăпартса е хваттер туянса хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатрĕ. Çавăн пекех «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» хушма программипе килĕшÿллĕн 110 çемье хăтлă çурт-йĕрлĕ пулчĕ.

Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, вăрçă участникĕсен, салтаксен тăлăх арăмĕсене, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене, нумай ачаллă çемьесене, кивĕ, авариллĕ çуртсенчен куçакансене çĕнĕ хваттерсем, çурт-йĕрсем хăпартса панă.

- Цивилизаци вăл - газ тата лайăх çулсем. Хальхи вăхăтра кашни ялта çут çанталăк газĕ çунать. Çул-йĕр хывасси мĕнлерех шайра пулса пырать?

- Юлашки çулсенче вырăнти, республика, федераллă пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсене юсассипе, хывассипе сахал мар ĕç пурнăçланă. Районти кашни ял патне асфальтлă çул хывнă. «Вăрмар - Кавал - Нурлат», «Вăрмар - Ямпай» автоçулсене, Çĕнĕ Вĕренере, Çиçтĕпене, Хуруйне, Саруйĕнчен Канаш районĕн чикки таран, Тикаш ялĕн айккипе каякан Хĕрлĕçырпа çыхăнтаракан çулсене асфальт сарнă. 2008 çулта та ку енĕпе ырă улшăнусем пулчĕç. Çĕрпÿ тата Вăрмар чиккисенче юпленекен Канаш - Кайри Ăнтавăш - Çĕнĕ Туçа - Вăрмар - Пысăк Енккасси - Карăкçырма - Урнар - Саруй, «Атăл» - Славаш - Мăнçурт çулсене юсанă. Çавăн пекех ял урамĕсене те тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе ял тăрăхĕсенче активлă ĕçлеççĕ.

- Вăрмар тăрăхĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ район пулнă май, çак отрасле аталантарасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

- Ку чăнах та çапла. Юлашки 5 çул хушшинче ял хуçалăх отрасльне аталантарас тесе нумай вăй хунă. Анчах та 2010 çулхи шăрăх çанталăк пире савăнтармарĕ. 2011 çулхи çитĕнÿсем пирĕншĕн курăмлă пулчĕç. Республика шайĕнче те эпир малтисен вырăнĕнче пултăмăр. Тыр-пула акса хăварса ăна пухса кĕртессипе, тĕрлĕ шайри хуçалăхсем пурлăхпа техника базине çĕнетсе пыни пысăк çитĕнÿсем тума май парать. Çавна май пушă выртакан çĕрсене те ытларах та ытларах пусă çаврăнăшне кĕртетпĕр. Уйрăммăн илсен, кăçал кăна ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 38 миллион та 138 пин тенкĕлĕх пурĕ 11 единица техника туяннă. Нумаях пулмасть «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество тата «Хмелев С.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕнĕ йышши хăватлă «Challenger» трактор туянни те ĕç тухăçлăхне ÿстерет. Юлашки 5 çул хушшинче пурĕ 7 пин те 369 гектар усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ку енĕпе «Ямуков Г.Н.», «Иванов В.А.», «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «Шигали» хуçалăх, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществисем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Çавăн пекех юлашки 4 çул хушшинче 1 миллион та 435 пин те 138 центнер тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем туса илнĕ, гектартан вăтам тухăç 24,1 центнерпа танлашнă. Хăмла плантацийĕсен лаптăкĕсене те ÿстерсе пыратпăр. Ытти енĕпе те çитĕнÿсем пур. Юлашки 5 çул хушшинче 21 пин те 686 тонна аш-какай туса илнĕ. Çавăн пекех çăмарта туса илесси те ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле каласан «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртессипе тăрăшатпăр.

- Район аталанăвĕн хăвăртлăхне чакарас мар, инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес тĕллевпе эсир мĕнлерех ĕçсем пурнăçласа пыратăр?

- Район экономикин тĕревĕ - вак тата вăтам бизнес шутланать. Вак предпринимательство аталанăвĕн кăтартăвĕ вак бизнесăн экономикăри социаллă вырăнĕ çинчен калать, вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет. 2008 çулта «Аван - Полимер» тулли мар яваплă общество (15 ĕç вырăнĕ), «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи (24 ĕç вырăнĕ), 2009 çулта «АЛТЭЦЦА» (30 ĕç вырăнĕ), 2010 çулта Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС», «ОВАС-Спорт» тулли мар яваплă обществăсем (106 ĕç вырăнĕ), «Светлана» тулли мар яваплă общество (60 ĕç вырăнĕ), «Нефть-Трэвел» тулли мар яваплă общество (12 ĕç вырăнĕ), 2011 çулта С.И.Афанасьев уйрăм предприниматель машинăсем çăвакан тата юсакан станцинче (12 ĕç вырăнĕ) йĕркеленĕ. «Вăрмарти механика завочĕ» АУО пахалăхлă продукципе палăрать. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулнă май, асăннă обществăн ĕç-хĕлне пысăк хак пачĕ.

«Регионсем хушшинчи чикĕсĕр çыхăну» ятпа иртнĕ регионти вун саккăрмĕш куравра «Светлана» тулли мар яваплă общество хăйĕн «Çĕвĕ производствин аталанăвĕ» проектпа малти вырăна тухнă, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе ирттернĕ конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

- Район аталанăвĕн малашлăхне мĕнлерех куратăр эсир?

- Пирĕн общество инфратытăмне аталантарас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем ытларах йĕркелес, çавна май районăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас енĕпе пурнăçламалли ĕçсем чылай. Çавна май пурнăçа кĕртмелли инвестици проекчĕсем те сахал мар. Вĕсем: «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра 200 ĕне вырнаçмалăх фермăна çĕнетесси тата биологи газĕпе усă курса ĕçлеттересси, «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 500 пуç мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх вырнаçмалăх комплекс, сĕт тирпейлекен цех, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тырă упрамалли хранилище хăпартасси, «ДОКРос» акционерсен хупă обществине реконструкцилесси, вĕсенче европа шайĕнчи йывăç кантăксем кăларасси, «Светлана» тулли мар яваплă обществăн çĕвĕ цехне аталантарасси, С.Афанасьев, Ю.Иванов, В.Мишин, Л.Дмитриев, В.Сергеев уйрăм çын предпринимательсен суту-илÿ çурчĕсене, поселокра 27 тата 36 хваттерлĕ çурт-йĕре хăпартасси, Вăрмар поселокĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене тата социо культура объекчĕсене хутса ăшăтма модульлĕ котельнăйсене хута ярасси, нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçласси, Пинерти вăтам шкула, Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕ хăпартасси, районти тĕп больницăн хирурги корпусне, Вăрмар поселокĕнче стадиона çĕнетесси, йăла каяшĕсене тасатмалли сооруженисене реконструкцилесси тата ытти те. Халăхпа пĕрле тăрăшса кар тăрса вăй хурсан эпир палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртетпĕрех

 



05 сентября 2012
00:00
Поделиться