Районăн пĕрремĕш утăмĕсем
1927 çул. Çав вăхăтра ĕнтĕ халĕ Вăрмар районне кĕрекен виçĕ вулăса пĕрлештерсе административлă район туса хучĕç. Ун чухне Вăрмар станцийĕнче халăх хальхи пек йышлă пурăнман, çурт-йĕрсем те питĕ сахалччĕ. Промышленность предприятийĕсенчен сĕтел-пукан фабрики кăна пулнă, чукун çул çывăхĕнче кайăк-кĕшĕк ашĕ тытмалли, тĕш тырă хатĕрлекен организацисен тата Чăвашпотребсоюзăн склачĕсем ларатчĕç. Çĕнĕ районăн малашлăхĕ çинчен шухăшласа эпир те сĕтел-пукан фабрикине реконструкцилесси çинчен тата çĕнĕрен предприятисем лартас пирки ыйтусем хускатрăмăр. Кавал ялĕнче ĕçлемесĕр ларакан механизациленĕ арманта крахмал завочĕ тăвас терĕмĕр. Ара шывне сăнаса пăхнă хыççăн Мускавран шыв юрăхлă пирки хурав килчĕ. Техникăпа финанс расчечĕсене В.Туймедов студента тутартăмăр.
Çак материалсем тăрăх крахмал заводне тăвассине, райĕçтăвком ыйтнипе республика планĕ çине кĕртрĕç, завода туса ĕçе ячĕç.
1928 çулта Вăрмар станцийĕнчи холодильника юсанă, кайăк-кĕшĕк пусмалли çĕнĕрен цех тата чăхсемпе хурсене çитермелли вырăнсем тунă.
Çак çулсенчех Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводне тăвасси пирки те тĕпчев ĕçĕсем пуçланчĕç. 1929 çулта Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводне тума тытăнчĕç те 1930 çулхи май уйăхĕнче ĕçе ячĕç.
Ун чухнехи тапхăрта пирĕн умра тăнă ял хуçалăх задачисенчен чи пысăкки вăл - уйрăм пĕчĕк хуçалăхпа пурăнакан хресченсене пĕрлештерсе коллективлă шултра хуçалăхсем организацилесси, яла социализмла çул çине куçма хатĕрлесси пулнă.
1930 çулсем тĕлне пĕтĕм çĕртех машинăпа трактор станцийĕсем (МТС) йĕркелеме хушрĕç. Чăваш Республикинче чи малтанах МТСсем Улатăр, Вăрнар, Канаш тата Вăрмар районĕсенче йĕркеленнĕ.
Ку çулсенче уй-хирте кăна мар, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата унтан продукци туса илес ĕç те япăх пулса пынă. Çак ĕçсене тÿрлетес тесе, эпир агротехникăлла ветеринари пулăшăвĕсене лайăхрах йĕркелеме шутларăмăр. Вăрмар станцийĕнче агроучастокăн икĕ хутлă çуртне тата ветлечебница çуртне лартассине плана кĕртме ыйтрăмăр.
Район центрĕ пулса тăрсан, Вăрмар станцийĕнче пурăнмалли çуртсем те кирлĕ пулса тухрĕç. Строительство ĕçĕсене А.Сырков тата Р.Дмитриев йĕркелесе пычĕç.
Района туса хурсанах малтан шкул ĕçĕсене пăхса тăракан уйрăм пулман. Çак ĕçсене райĕçтăвком председателĕпе ăна пăхăнса тăракан пĕр инспектор туса пынă. Çав çулсенче шухăш-кăмăлĕпе çĕнĕ самантран кая юлнă е ытти енĕпе учитель ятне янă çынсене педтехникумсенче вĕренсе тухнă çамрăксемпе хăюллăн улăштартăмăр. Çавăн пекех халăх сывлăхне сыхлас ĕçре те кадрсем сахал пулнă, пуррисем те хăйсен пĕлĕвĕсене малалла ÿстермен.
1928 çулта Кавалти вулав çуртне районта пуçласа кинопередвижка илсе килнĕччĕ. Çав передвижка таврари ялсенче тăтăшах пулатчĕ.
Çак йĕркесен авторĕ Н.Хаймуллин, Вăрмар райĕçтăвкомĕн пĕрремĕш председателĕ пулса 1927 çултан пуçласа 1929-мĕш çулхи март уйăхĕччен ĕçленĕ. Вăл 1895 çулхи майăн 6-мĕшĕнче Тăвай тăрăхĕнчи Лачкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăвайри икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухсан Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче 1907-1915 çулсенче вĕренет. Шкултан вĕренсе тухсан 1915-1917 çулсенче çар хĕсметĕнче тăрать. Малалла - учитель, шкул заведующийĕ, граждан вăрçинче каллех салтак, унтан - учитель. 1923 çултан пуçласа патшалăхăн тĕрлĕ ĕçĕсенче тăрăшать: Тăвай вулăс ĕçтăвком председателĕ, Çĕрпÿ уесĕн çĕр управленийĕн пуçлăхĕ. 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче ВЦИК Президиумĕ Чăваш АССРне районлас пирки постановлени йышăнать. Октябрь уйăхĕнчен Н.Хаймуллин Вăрмар райĕçтăвком председателĕ