Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăрăшакана патшалăх та пулăшать

Паянхи кун патшалăх халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе тĕрлĕ программăсем вăя кĕртет. Çав шутра ял хуçалăхне аталантарассипе те пĕлтерĕшлĕ программăсем пурнăçланаççĕ.

Акă 2012 çултан пуçласа «Фермер ĕçне пуçăнакансем» программа вăя кĕчĕ. Кивĕ Вĕренерти Ю.Иванов çак конкурса хутшăнса грант çĕнсе илесси çинчен ĕмĕтленме кăна пултарнă. Юрий Геннадьевич выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе аталантарма 1 миллион ытла укçа-тенкĕ çĕнсе илнĕ. Çак укçа-тенкĕпе усă курса хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Кивĕ Вĕренерти çĕнĕ урамра мăйракаллă шултра выльăх усрамалли 20 метр тăршшĕ, 10 метр сарлакăш вите хăпартса лартнă. Юрий Геннадьевич малтанлăха кунта 30 ытла пуç мăйракаллă шултра выльăх усрама палăртать, кормоцех та кунтах пулать. Вите çывăхĕнче тараса чавнă, çывăх вăхăтра шыв кĕртмелле.

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ Д.Иванов грант укçипе еплерех усă курнипе кăсăкланса çĕнĕ хуçалăхра пулса курчĕç, кунти ĕç-пуçпа паллашрĕç. Константин Владимирович пуçаруллă çемьене пуçланă ĕçе малалла аталантарма ăнăçу, вăй-хăват сунчĕ.

Ю.Ивановăн ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк. Çемьере виçĕ ывăл - Владислав, Станислав, кĕçĕнни - 3 çулхи Максим. Вĕсем ашшĕн пуçарăвне малалла тăсаканĕсем, ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме хавхалантаракансем, пулăшакансем. Çемье пуçлăхĕ çĕнĕ вите çывăхĕнчех çурт тăвать. Тепĕр майлă каласан, вăл тума пуçланă çурта туяннă, çивиттине витнĕ, çитес çул çакăнта çемйипех пурăнма куçасшăн. Кил-çурт юнашар пулсан кунти ĕçе йĕркелесе тăма та меллĕрех. Хальлĕхе вĕсем Юрийăн тĕп килĕнче пурăнаççĕ, выльăх-чĕрлĕхне те çакăнтах тытаççĕ. Çĕнĕ витене хута ярсан вара ĕне-вăкăр йышне кăмăл туличчен ÿстерме планлаççĕ. Кредит мелĕпе вăл çĕнĕ трактор туянма хатĕрленнĕ. Юрий Геннадьевичăн мăшăрĕ Мария Леонидовна та, малтан почтальонкăра ĕçленĕскер, мăшăрĕн шухăшĕсене пурнăçа кĕртессишĕн мĕн пур вăй-халне парса тăрăшать. Хресчен(фермер) хуçалăхне тытса пыма пĕрре те çăмăл мар, çавна кура почтальон ĕçне хăварма тивнĕ унăн.

Юрий Геннадьевича пуçарулăхне кура ял старостине те суйланă. Хăйĕн хуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшнисĕр пуçне вăл ял пуласлăхĕшĕн те нумай ĕç тăвать. Патшалăх пулăшăвне илес текенсем йышлă, анчах та вăл чи пултаруллисене, çаврăнăçуллисене, чи ĕçченнисене кăна тивĕçейрет. Чăн та, пуçланă ĕçе малалла тăсма, районăн ял хуçалăхне пĕтĕмĕшле аталантарма ăнăçу пултăр Ивановсене.



10 октября 2012
00:00
Поделиться