Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кунта пулĕ сад пахчи - ял хитрелĕхĕн тĕнчи

Республикăра та, пирĕн районта та çак тапхăрта «Йывăç ларт тата ăна упра» уйăхлăх иртет.

Чылай ял тăрăхĕсем те, уйрăм çынсем те çак ĕçе активлă хутшăнаççĕ. Çак енĕпе Энĕшпуç ялĕнче пурăнакансем уйрăмах пуçарулăх кăтартаççĕ. Октябрь уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче ял хĕррине шкул ачисем, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, тыл ĕçченĕсем, 20-мĕш ĕмĕрте пулса иртнĕ тĕрлĕ вăрçăсене хутшăннисем, ача садне çÿрекенсем, ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10-11-классенче вĕренекенсем, ял çыннисем йышлăн пуçтарăннă. Тĕллевĕ - ялти сад пахчине чĕртсе тăратасси. Ĕçе пурнăçлама район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ялта çуралса ÿснĕ, Çурçĕрти пăрлă океанра куçса çÿрекен пăрсем çине самолета пĕрре кăна лартман В.Андреев полковник, летчик, Шупашкарти Вăрмарсен ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин полковник, ялти Иоанн Богослов чиркĕвĕн иерейĕ Иоанн хутшăннă. Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕ Патăрьелĕнчи питомникрен 100 ытла улмуççи хунавĕсем илсе килнĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ йывăçсемпе тĕмсем ÿстерме юратакан ялти В.Егоров тата В.Сергеев кедр, кипарис, ылтăн тĕслĕ юман хунавĕсене те çак вырăнта лартма тĕв тунă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнчи сивве пула хăрнă улмуççисем вырăнне çĕннисем вăхăт иртнĕ май çимĕç парĕç тенĕ. Энĕшпуçĕнче çĕнĕ улмуççи паркĕ çуралĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин çак ĕçе ытти ял тăрăхĕсенче те ирттерме сĕннĕ



12 октября 2012
00:00
Поделиться