Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Содружествăна» – 10 çул

Чăваш Республикинче «Содружество» кредитлă потребительство кооперативĕ 2003 çулта йĕркеленнĕ. Паянхи куна Чăвашра унăн 11 уйрăмĕ, Мари республикинче 2 уйрăмĕ ĕçлет. Тĕп офис Шупашкарта, ытти уйрăмĕсем Красноармейск, Муркаш, Çĕрпÿ, Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Улатăр, Вăрмар районĕсенче, Канаш хулинче вырнаçнă. «Содружество» кооперативĕ пайщиксене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿрессипе ĕçлет. Пайщиксене кивçен укçа-тенкĕ парать, вĕсенчен укçа-тенке перекете илет. Çак кооперативпа пурĕ 3500 ытла çын çыхăнса ĕçлет. 2013 çулхи март уйăхĕнче «Содружество» КПК 10 çул тултарать.

Акă 2012 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа пирĕн Вăрмар районĕнче те çак офисăн уйрăмĕ уçăлнă. Вăл çак адреспа вырнаçнă:Вăрмар поселокĕ, Мир урамĕ, 7 çурт (Вăрмарти пасар территорийĕнче вырнаçнă малтан шкул пулнă çурт), ыйтса пĕлмелли телефон:2-35-09. Халăх тĕрлĕ сăлтавсене кура кивçен укçа илет, процент ставкисем те кунта пысăк мар. Пенсионерсем валли вара çăмăллăхлă условисем пур. Кредит историйĕнче хăйсене лайăх енчен кăтартакан пайщиксемшĕн процент ставкисем татах та чакаççĕ, вĕсен заявкисене те часрах пăхса тухаççĕ. Çавăн пекех кооператив пайщиксене амăшĕн капиталĕн сертификачĕсемпе усă курса çурт туянма е хăпартма укçа парать.

Çăмăллăхсемпе усă куракан категорири çынсемшĕн - пенсионерсемшĕн, 1,2 ушкăн инваличĕсемшĕн перекете паракан укçан процент ставкисем те пысăкрах. Кашни çулах перекете укçа паракан пенсионерсене «Пенсионеры Чувашии» хаçат çырăнса параççĕ. Акă 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн 200 пенсионера çак хаçата çырăнса та панă.

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче «Содружество» потребительство кооперативĕн директорĕ Е.Богданова Вăрмар районĕнчи пайщиксемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Елена Васильевна пайщиксене кооператив еплерех йĕркеленсе аталаннипе, 10 çулхи юбилее мĕнлерех ÿсĕмсемпе кĕтсе илнипе паллаштарчĕ. Тÿлевсене вăхăтра тÿлесе пыракан, килĕшÿ тăрăх тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пыракан кооператив членĕсемшĕн кивçен илнĕ чухне пĕчĕкрех процентлă ставкăсем ĕçлеççĕ. Пенсионерсемшĕн уйрăмах илĕртÿллĕ условисем кунта.

Тĕл пулу пайщиксем хушшинче парнесем выляттарассипе вĕçленчĕ. Парнесем хушшинче кил хуçалăхĕнче усă курмалли паянхи йышши электроприборсем тата тĕрлĕ савăт-сапа пулчĕ. Пĕр пайщик те парнесĕр юлмарĕ. Кооператив членĕсем парнесемшĕн тав турĕç, малашнехи ĕçре «Содружество» кредитлă потребительство кооперативне ăнăçу сунчĕç



12 октября 2012
00:00
Поделиться