Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Эпир çуралнă вырăнсем – хитрелĕхпе кÿрĕç илем

Тăван çĕршыв - Чăваш Ен! Мĕнле янăравлăн та çепĕççĕн янăраса илтĕнеççĕ çак сăваплă сăмахсем. Урăхла пулма та пултараймасть. Эпĕ Чăваш çĕршывĕнче çуралса ÿснĕ. Аякри патшалăх çыннисемшĕн хăйсен çĕршывĕ лайăх пек туйăнать пуль те-ха, маншăн вара тăван ен - чăваш çĕрĕ чи аванни те юратнă çĕршыв. Ют çĕршыв çыннисем пирĕн чăваш çыннисенчен пуянрах та аванрах пурăнаççĕ пулсан та, эпĕ чăваш çĕрĕнче çуралса ÿссе, паянхи кун та Чăваш Енре пурăннишĕн пĕрре те кулянмастăп.

Манăн хамăрăн çĕршыва пăрахса ют енне тухса кайма пĕр кăмăл-туйăм та çук. Темĕн тĕрлĕ аталанса пыракан çĕршывсем пулсан та эпĕ хамăн Тăван Ене пăрахса хăвараймастăп.

Кам та кам ют çĕршыва пурăнма тухса кайнă пулин те, эпĕ вĕсем çинчен пĕрре те начар сăмах каласшăн мар. Кашни çын тĕрлĕрен сăлтав тупма пултарнă, тĕрлĕ тĕллев. Урăх çĕре куçса кайнă хăш-пĕр çынна пирĕн çĕршывра ĕçлесе аталанма паман пуль, йĕркеллĕ пурăнма, кам та кам ют çĕршывра лайăх пурнăç тупасса шаннă.

Çапах та палăртса хăварар, камăн та камăн, чăн та, чунĕ чăваш е чăваш чунлă, вăл нихăçан та çуралнă çĕршыва пăрахса тухса каймасть, кайсассăн та хăй кăмăлĕпе Тăван çĕршыва куçать.

Тĕслĕхрен, XX ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче нумай писательпе ученăйăн ют çĕршыва тухса кайма тивнĕ, анчах та вĕсен Тăван çĕршыв çинчен тунсăхласа нумай сăвă, калав, повесть, роман çырнă, юрă хайланă. Вĕсенчен нумайăшĕ кайран каялла таврăннă. Темĕнле каласан та, пирĕн çĕршывра халăх тĕлĕнмелле пурăнать. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Кашни кун мĕн те пулин пулса иртет. Экономикăпа политикăра та пысăк улшăнусем куратпăр. Мана ытларах çынсем пĕр-пĕринпе мĕнле хутшăнса пурăнни интереслентерет, шухăшлаттарать. Тĕслĕхрен, чăваш халăх пурнăçне илсе пăхар-ха. Ял çыннин пурнăçĕ хулара пурăнакан çынсен нумай енĕпе улшăнса тăрать. Ялта пурăнакансем хуларисенчен сывлăхлăрах. Вĕсем таса шыв ĕçеççĕ, çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнаççĕ. Хулара пурăнакансем çут çанталăкран уйрăлнă. Вĕсенчен чылайăшĕ çуралнă ял, тăванлăх туйăмне çутатса пыраççĕ. Сывлăхĕ те хула çыннисен япăхрах. Эпĕ çуралса ÿснĕ ял - Энĕшпуç ялĕ. Тăван яла пырса кĕрсен чĕре тухса каяс пек тапать. Мĕн тери хитре те пысăк пирĕн ял.

Çулпа утнă май тĕрлĕ аса илÿ килет пуçа. Сукмак мана шкул картишне илсе кĕчĕ. Акă эпĕ 4 çул каялла вĕреннĕ шкул çумĕпе утса пыратăп. Хамăн класс чÿречисене тÿрех шыраса тупрăм. Хĕвел пайăрки çутатнипе кантăк йăлтăртатса тăрать. Хамăн юратнă пĕрремĕш вĕрентекен кантăкран курăнмасть-ши тесе эпĕ тимлесе пăхрăм, анчах та ăна кураймарăм. Зинаида Петровна, Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ учителĕ, тивĕçлĕ канăва тухнине аса илтĕм. Ăна халех, киле çитичченех, кайса курма хама-хам сăмах патăм. Майĕпен утнă май уçă сывлăш сăмсана кăтăкласах илет. Мĕн тери илемлĕ те пуян тавралăх! Тавралăхпа киленсе пынă май Зинаида Петровна патне çитнине те сисмерĕм. Юратнă пĕрремĕш учитель килте-мĕн. Курăкран вĕрентнĕ чей ĕçсе Зинаида Петровнăпа калаçса ларни ĕмĕрлĕх асра юлчĕ.

Пĕтĕм чун-чĕререн савăнатăп Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснишĕн. Çамрăксем пирĕн ялтан тухса каймаççĕ. Шкул пĕтерсен хулара аслă пĕлÿ илеççĕ те яла специалистсем пулса таврăнаççĕ. Ĕç вырăнĕ сахал пулсан та, çамрăксем аякка каймаççĕ, чылайăшĕ Вăрмарта, чукун çул çинче ĕçлет.

Акă тăван пÿрт патне çывхарса пыратăп. Юратнă кукамайпа кукаçи мана кил умĕнче савăнса кĕтсе илчĕç. Кукамай сĕтел çине пан улми кукăлĕ касса хучĕ. Вăл пĕçернĕ кукăльсем яланах питĕ тутлă. Юратнă кил, мĕнле лайăх-çке кунта! Çакă ĕнтĕ вăл - Тăван çĕршыв. Унтан пахи, хакли мĕн пур-ши!

Ăшă пÿртре таса та çутă, çывăх çынсем юнашар. Нумай кирлĕ-ши манăн çамрăк чуна савăнмалăх?! Аякка тухса каякан çынна вăхăт иртнĕ май тăван тăрăха, тăван атте-анне килнех туртать.

Мĕнле юратас мар-ха хамăн юратнă яла, тăван киле;! Вăл пире пурнăçăн аслă çулĕпе утма пиллесе кăларса янă. Тăван кил, савнă ял малашне те пулăшса пырасса шанас килет!

Тăван çĕршыв - тăван килтен, тăван атте-аннерен, юратакан кушакпа йытăран, выльăх-чĕрлĕхрен, пахчари çырла тĕмĕсемпе улмуççисенчен, ял урамĕпе тăкăрлăкран, уй хапхинчен, тус-юлташсенчен пуçланать. Вĕсене хисеплетĕп, юрататăп, кирлĕ пулсан хÿтĕлетĕп.

Хÿтĕлени вара, чăнах та, Тăван çĕршыва юратнине палăртать.

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай «Тăван çĕршыв» поэминче Тăван çĕршыв кашни çын пурăнакан çуртран, чÿречерен, урамран, пÿрт умĕнчи йывăçран пуçланать тесе палăртать. Аслă ăру поэчĕ каланипе питĕ килĕшетĕп, мĕншĕн тесен пĕчĕк тата пысăк Тăван çĕршыв таса иртен, автан авăтнинчен, пахчари кайăк юррисенчен, вăштăр-вăштăр вăркăш çилĕн тата тĕрлĕ ÿкерчĕкрен пуçланать.

П.Хусанкайăн «Тăван çĕршыв» поэма чунра мăнаçлăх хускатать, Тăван çĕршыв мĕн тери илемлине, чуна çывăх пулнине кăтартать.

Эпĕ Чăваш çĕршывĕнче çуралнăшăн мухтанатăп, савăнатăп. Чăваш чĕлхи, халăхĕ ĕмĕрĕпе сывă пултăр, вара Тăван çĕршыв та сывă пулĕ.

Çапла пултăр!



15 октября 2012
00:00
Поделиться