Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хаçат-журналпа туслă пулăн - пурнăçран пĕр утăм юлмăн

Хальхи вăхăтра телевидени, радио, интернет, паллах, нумай енлĕ информаци параççĕ, анчах çынна ал айĕнче хаçат пулни пĕрре вуланă япалана та тепĕр хут аса илтерме, редакцисене вăл е ку ыйтусемпе ыйтса çырма ытларах майсем туса парать. Çавăнпах пулĕ вырăнти хаçатсен тиражĕ чакмасть. Пачах урăхла «Хĕрлĕ ялав» район хаçачĕпе туслисен йышĕ ÿссех пырать. Çакă редакци ĕçченĕсенчен кăна мар, Федераллă патшалăх унитари предприятийĕн Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи уйрăмĕнче çырăнтару енĕпе ĕçлекен В.Лаврентьева инструктор тата периодика изданийĕсене сутас енĕпе ĕçлекен Л.Петроваран та килет. Вĕсем хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Кĕрхи вăхăтра ял çыннин çĕр ĕçĕпе нумай ĕçлемелле, анчах Вера Васильевна тата Лидия Николаевна çырăнтару ĕçне лайăх йĕркеленĕ, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне «Хĕрлĕ ялав» хаçата кăна 280 экземпляр çырăнтарнă. «Октябрĕн 11-21-мĕш кунĕсенче активлă çырăнтару вунăкунлăхĕ иртет. Çак вăхăтра республикăра тухса тăракан хаçат-журналсене çырăнакансене çăмăллăхсем параççĕ. Çавăнпа та çырăнма васкăр», - теççĕ почтамт ĕçченĕсем.



15 октября 2012
00:00
Поделиться