Харсăр пулмасан хуранта яшка та пиçеймĕ
Чăваш Ен экономикинче агропромышленноç комплексĕ паллă вырăн йышăнать, çавна пулах «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçлас енĕпе пирĕн республика чи лайăх регионсенчен пĕри шутланать. Патшалăхăн витĕмлĕ пулăшăвне пула Чăваш Республикин аграри секторĕ, ĕç кăтартăвĕсене çулсеренех лайăхлатса пырса, кал-кал аталанать. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 100 гектар пуçне 52,8 тонна сĕт туса илсе Атăлçи федераци округĕнче 1-мĕш, аш-какай туса илес енĕпе вара – ку кăтарту 11,3 тонна – иккĕмĕш вырăна тухнă. 2012 çулта та кал-кал аталану лайăх шайра пулса пырать.
Энĕшпуç ял тăрăхĕ тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пултаруллă çынсемпе пуян. Вăл 4 яла пĕрлештерсе тăрать: Энĕшпуç станцийĕ, Энĕшпуç, Атайкасси, Хуруй ялĕсем. Пĕтĕмĕшле вĕсенче 1900 яхăн çын пурăнать. Хальхи вăхăтра кунта 6 хресчен (фермер) хуçăлăхĕ шутланать: «Иванова О.А.», «Веха», «Сывлăм», «Свобода», «Чискар», «Сарапаева Т.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем. Пурте вĕсем çĕр çинче ăнăçлă ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Акă «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ 551,70 гектар, «Веха» – 111 гектар, «Сывлăм» – 5,4 гектар, «Свобода» – 8,4, «Чискар» – 6,7 гектар çĕр çинче тĕрлĕ культурăсем çитĕнтереççĕ. Вĕсенчен пĕринпе, Энĕшпуçĕнчи чи çамрăк хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кăмăл турăмăр.
Пуçлама яланах йывăр
«Сарапаева Т.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕ 2011 çулта йĕркеленнĕ. Унăн пуçлăхĕ çамрăк хĕрарăм. 2011 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухса зооинженер специальноçне алла илнĕ Татьяна Сарапаева. Мăшăрĕпе, Владиславпа, сурăх ĕрчетессипе тăрăшаççĕ. Сăмах май, кăçал вĕсем «Фермер ĕçне пуçăнакансем» программăна та хутшăннă, анчах çителĕклĕ балл пухса çитереймен.
Ятарласа Çĕрпÿ районĕнчи пĕр фермер хуçалăхĕнчен вĕсем цигай ăратĕнчи пĕр пуç така илсе килнĕ. Халĕ вара хуçалăхĕнче 70 ытла пуç сурăх, сĕт паракан 3 ĕне, пăруламалли икĕ тына, пĕр вăкăр. «Пĕр ĕнепе, пĕр сурăхран пуçланă эпир хамăр хуçалăха», – тет Владислав мăшăрĕ. Выльăх-чĕрлĕхне вара вĕсем малтан «Авангард» хуçалăхăн пулнă витинче усраççĕ. Халĕ унăн çуррине сÿтсе çĕнĕрен ăшă вите купаласа хăпартаççĕ. Çĕнĕ витене хута ярсан фермерсем сурăх йышне 200 яхăн çитересшĕн, сăвакан ĕнесен пуçне те ÿстересшĕн. Çывăх вăхăтра витене хăпартса, çивиттине тĕппипех витсе пĕтерме планланă.
Хальлĕхе çĕр лаптăкĕ 2,28 гектар кăна-ха вĕсен. Çак çĕр çинче сĕлĕ çитĕнтернĕ. Малашне вара усă курмалли çĕр лаптăкĕсене арендăна илсе ÿстересшĕн.
Сурăхсене ял кĕтĕвĕпе çÿретме май килмест, мĕншĕн тесен унта ăратлă чĕр чунсем ахаль сурăхсемпе пĕтĕленсе хутăшса каяççĕ. Çавна май сурăхсене пăхакан уйрăм çын кирлĕ. Татьяна сурăхсен кĕтĕвне 2 çул хушши çăвĕпех хăйех пăхать темелле. Ку ĕçре ăна амăшĕ, шăллĕ пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсен хуçалăхĕ ял пуçламăшĕнчех вырнаçнă. Хăйсем вара Энĕшпуç ял варринчех пурăнаççĕ, кайса çÿремелĕх пур.
Ĕç вĕресе тăрать
Эпир пынă вăхăтра хуçалăхра ĕç вĕресе тăрать темелле. Арçынсен ушкăнĕ – çемье пуçлăхĕ, тăванĕсем, юлташĕсем сурăхсене усрама вите купалаççĕ. Çакăнтан аякрах мар, уйра, Татьянăн амăшĕ Мария Сарапаева алăри чăпăрккипе сурăхсен кĕтĕвне çÿретет, ĕнесене пăхать. Çав вăхăтрах хресчен (фермер) пуçлăхĕ Т.Сарапаева кил хуçалăхĕнче, пахчара тăрмашать. Ара унăн часрах 9 уйăхри ывăлне çывăрттарса ярса ĕçлекенсем валли кăнтăрлахи апат хатĕрлемелле, йăран чавса ыхрине те лартмалла. Пур çĕре те ĕлкĕрмелле. Татьяна 3 ача амăшĕ. Асли, Ангелина, 5-мĕш класра вĕренет, вăтамми - 3 çулхи Ульяна - ача садне çÿрет, кĕçĕнни - 9 уйăхри Савелий. Аслă хĕрĕ Ангелина пĕчĕклех ĕçе хăнăхса çитĕнет, 3-мĕш класранпах вăл та кĕтÿ пăхать. Халĕ те шкултан таврăнать те, йăмăкĕпе, пĕчĕк шăллĕпе килте юлать. Амăшĕ вара часрах фермăна чупать, ĕне сăвать. Ферма çывăхĕнче çамрăксем ятарлă çурт туяннă. Кунта выльăх-чĕрлĕх валли шыв ăшăтса хатĕрлеме, ытти ĕçе пурнăçлама пулать.
«Суса илнĕ сĕте 9 тенкĕпе Тăвайĕнчи сĕт-çу заводĕнчен килекенсене паратпăр. Сурăх-така çăмне акă кăçатă йăвалакансене сутрăмăр», - тет Татьяна.
Пирĕн районта кăçатă йăвалакансем йышлă, апла пулин сурăхсенчен илнĕ çăма туянакансем те.
Паянхи куна пысăк калăпăшлă ĕçе тăвансемпе пурнăçласси питĕ сайра тĕл пулать. «Сарапаева Т.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вара пур ĕçе те çемье членĕсем, тăвансем пулăшнипе тăваççĕ. Татьянăна кил хуçалăхĕнче, ача пăхассипе ашшĕ нумай пулăшатчĕ. Анчах та, нумаях пулмасть вăл пурнăçран уйрăлса кайнă. Халĕ сурăх пăхма ятарласа çынна ĕçе илесшĕн вĕсем.
Çамрăксене малашнехи тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатпăр.
Сурăхсен цигай ăрачĕ мĕн авалтанпах анлă сарăлнă. Çак выльăх çирĕплĕхĕпе, пысăк продуктивлăхĕпе уйрăлса тăрать. Нумай вăхăт хушши канмасăр сăртлă-туллă вырăнсенче çÿреме, апатланма пултарать. Ăратлă сурăхсен сĕчĕ, аш-какайĕ, çăмĕ пахалăх тĕлĕшĕнчен те çÿллĕ шайра. Çăмĕ 8-9 см вăрăмĕш ÿсет. Сурăхăн чĕрĕ виçи – 45 кг, таки 80 кг таять. Цигай ăратĕнчи сурăх-такасем хăвăрт çитĕнеççĕ, аталанаççĕ, çĕнĕ климат условийĕсене часах хăнăхаççĕ. Анчах та хĕллехи вăхăтра вĕсене ăшă витере усрамалла. Нумай вăхăт хушши нÿрĕ вырăнта пурăнни вĕсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ, мĕншĕн тесен вĕсен вăрăм ÿсекен çăмĕ пĕр йĕпенсен часах типеймест