Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕрсе тухмасăр иртсе ан кайăр

Райпон обществăлла апаталану предприятийĕ кулленех халăха тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕçпе савăнтарать.

Кăçалхи 9 уйăх хушшинче 29 миллион та 174 пин тенкĕлĕх продукци сутнă, пĕлтĕр - 27 миллионлăх. Акă иртнĕ кунсенче поселокри «Вăрмар» кафере çĕнĕ кулинари уйрăмĕ уçăлчĕ. Кулинари уйрăмĕ уçăлнă çĕре пуçтарăннă çынсем тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç тутанса пăхма пултарчĕç, кăмăла кайнине туянчĕç. Çĕнĕ уйрăмри сентресем халăха тĕрлĕ апат-çимĕç сĕнчĕç. Кулинари ĕçченĕсем те тарават кĕтсе илеççĕ кунта çÿрекенсене. Çакăнтан аякра мар пурăнакансемшĕн, паллах, çак çĕнĕлĕх пысăк савăнăç пулчĕ.

Малтанхи пекех кафере туйсем, юбилей каçĕсем, ача-пăча уявĕсем ирттерме пулать. Хальлĕхе кунта ĕç вăхăчĕ каçхи 6 сехетчен кăна-ха, малашне вара 2 сменăпа ĕçлеме пуçласшăн. А.Григорьева аслă поварпа А.Константинова бармен тăрăшса ĕçлеççĕ.

Районти потребительсен обществин «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществи яланах шыравра, çĕнĕрен çĕнĕ шухăшсем вăя кĕртет. Çакна уçăлнă çĕнĕ кулинари объекчĕ те тепĕр хут çирĕплетсе парать. Вăл юлашки çулсенче уйрăмах хăвăрт аталанакан, çынсем йышлă пурăнакан районта вырнаçнă май кунти кил хуçи хĕрарăмĕсемшĕн, арçынсемшĕн те çавах, питĕ меллĕ пулать



16 октября 2012
00:00
Поделиться