Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Купăста тухăçлă çитĕнчĕ

Шăплатсем купăста туса илессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Иртнĕ çулсенче çак ялта çирĕм ытла хуçалăх купăста çитĕнтерсе тупăш сахал мар илнĕ. Пĕр пĕчĕк ялта çакăн чухлĕ çĕр ĕçченĕ пурри чăннипех те тĕлĕнтерет.

Çĕр ĕçне чунпа парăннисем сахал мар кунта. Вĕсенчен пĕри «Ирис» хресчен (фермер) хуçалăхĕ шутланать. Унăн пуçлăхĕ Аркадий Павлович Игнатьев каланă тăрăх, хуçалăха вĕсем 1995 çултах йĕркелесе янă. Шăпах колхозсемпе совхозсем вăл вăхăтра арканса пынă. «Эпĕ мĕн ачаран çĕр çинче ĕçлеме хăнăхнăскер, епле йывăр пулсан та тăван тăрăхрах ĕçлеме кăмăллатăп. Çавăнпа та ялта хуçалăх салансан хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелеме шутларăм. 46 гектар çĕр çинче паянхи кун та мăшăрпа пĕрле тăрăшса вăй хуратпăр», - тет А.Игнатьев. Кăçал вĕсем купăста - 5, кишĕр - 1, çĕр улми 10 гектар лартнă. Унсăр пуçне тĕш тырă культурисем - 14 тата 16 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Купăста кăçал вĕсен чăннипех те тухăçлă çитĕннĕ. «Валентина», «Фаворит» паха йышши вăрăсене лартнă. Хальхи вăхăтра çак пахча çимĕçе гектартан 30 тонна пухса илеççĕ. «Ирис» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 8 çын тăрăшса вăй хурать.

Пахча çимĕç культурисем çитĕнтернипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетеççĕ. Ăратлă сурăхсем те пур вĕсен. Кăçал акă çĕр çырли те лартса хăварнă.



18 октября 2012
00:00
Поделиться