Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тирпей-илем кĕртеççĕ, йывăçсем лартаççĕ

Çак тапхăрта республикăра та, пирĕн районта та хула, ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кĕртес енĕпе уйăхлăх иртет. Çак ĕç нумай енлĕ, ун шутне çÿп-çап пуçтарасси те, йывăç-тĕм лартасси те кĕрет.

Акă Тикаш ял тăрăхĕнче администраци ĕçченĕсем йĕркеленипе санитари кунĕ ирттернĕ. Районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен Шупашкарти прокуратура предписанийĕпе пĕтĕм çÿп-çапа Вăрмар район центрĕ çывăхĕнчи йăлари хытă каяшсене вырнаçтаракан полигона илсе тухмалла. Çакна «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн транспорчĕпе пурнăçланă.

Аслă Чак ял тăрăхĕнче вара ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçарăвĕпе йывăçсемпе тĕмсем лартнă. Администрацин специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем стадион тата асфальт çул хĕррипе 50 ытла чăрăш лартнă, унсăр пуçне ватăлнă йывăçсене касса, çÿп-çапа пуçтарса çÿлерех асăннă полигона илсе тухнă.

Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем те поселока тирпей-илем кĕртме хăйсен пĕлтерĕшлĕ тÿпине хывнă. Йывăç çын пекех ÿсет, ватăлать. Çавăнпа та вĕсене çĕнетсех тăмалла. Çакна тĕпе хурсах хула тăрăхĕн администрацийĕн йышăнăвĕпе çĕршыва ирĕке кăларнă салтака асăнса лартнă палăк тавра ватă чăрăшсене касса тирпейленĕ, вĕсен вырăнне çамрăк кăвак чăрăшсем лартса хăварнă. Вĕсене администраци пуçлăхĕ С.Егоров республикăри вăрман питомникĕнчен илсе килнĕ. Акци «Йывăç ларт тата ăна упра» ятпа ахальтен иртмест. Администраци ĕçченĕсем те вĕсене пăхса тăма шантараççĕ.

Чулкас тата Кивĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакансем те çÿлерех асăннă акцие активлă хутшăнса çĕнĕ хунавсем лартса хăварнă. Маларах тымар янисене те пăхса вĕсем тавра тирпей-илем кĕртнĕ.

Йывăç лартас ĕçе шкул ачисем те активлă хутшăнаççĕ. Акă Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти 8 б класра вĕренекенсем шкул территорийĕнче кунти питомникрех ÿстернĕ йывăç хунавĕсем лартнă.

Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 5-9 классенче ăс пухакансем шкул директорĕ тата класс ертÿçисем ертсе пынипе шкул стадионĕ хыçне 250 çамрăк хурăн лартнă. Халĕ кунта 2000 ытла йывăç ÿсет.



18 октября 2012
00:00
Поделиться