Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕтеснерĕн мухтавлă ывăлĕ

Чăваш халăх писателĕ Василий Степанович Алендей çуралнăранпа октябрĕн 16-мĕшĕнче 93 çул çитрĕ. Унăн тăван ялĕ - Кĕтеснер. Паян кун та ырă та ăшă сăмахсемпе аса илеççĕ хăйсен çĕрĕ çинче çуралса çитĕннĕ мухтавлă ывăлне Кĕтеснерсем. Кашни çулах пултаруллă писателĕн çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Писателĕн 93-мĕш çуралнă кунĕ те Кĕтеснерти библиотекăра тивĕçлĕ шайра иртрĕ.

Асăну каçне В.Алендей премийĕн лауреачĕ А.Иванов, районти тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ В.Цыфаркин, Н.Иванов-Пархатар паллă композитор, А.Палайтиене, В.Алендейăн усрав хĕрĕ А.Васильева, йăмăкĕ А.Степанова, шкул ачисем хутшăнчĕç. Шкул ачисемсĕр пуçне пурте вĕсем Василий Степановичпа хăй вăхăтĕнче тĕл пулнă, калаçнă. Вĕсенчен лайăхрах пире Василий Степанович çинчен никам та каласа параймĕ. Кашниех ырă та ăшă сăмахсемпе аса илчĕç вĕсем ăна.

А.Палайтиене хăйĕн аса илĕвĕсемпе паллаштарнă май хăйсен пахчи хыçĕнче пурăнакан Ваçлее вăрçăран таврăннăранпа палланине каларĕ: «Ытла та вăйран кайнăччĕ вăл ун чухне, пĕр уран костыльпе уçăлма тухатчĕ». Хăй те, сăвăсем çыраканскер, В.Алендее халалласа çырнă балладине вуласа пачĕ. Л.Ломоносова В.Алендейăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, сăввине чуна пырса тивмелле вуларĕ, писатель çинчен хăй çырнă сăввине те каласа пачĕ. Куççульленмесĕр тÿсеймерĕ хăй. В.Алендейăн асăну каçне хутшăннă хĕрĕ Антонина Васильевна халĕ 74 çулта ĕнтĕ. Пĕчĕклех, ашшĕ «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ вăхăтра, вăл ашшĕ патне Кĕтеснертен Вăрмара çуран апат илсе çÿренине, ашшĕ мунча кĕме юратнине аса илет. В.Алендей питĕ сăпайлă та ăшă кăмăллă пулнă, çынна чăрмантарма юратман. Шупашкарта пурăннă вăхăтра вĕсен килĕнче Кĕтеснерсенчен пулман, çĕр выртма юлман пĕр çын та юлман пулĕ.

Шкул ачисем Василий Степановича халалласа сăвăсем вуларĕç, пурте пĕрле унăн сăввипе хайланă «Лена-партизанка» юррине те шăрантарчĕç. Библиотека заведующийĕ кунта пуçтарăннисене «Кĕтеснерĕн - мухтавлă ывăлĕ» электронлă презентаципе паллаштарчĕ.

Çакăн евĕр асăну каçĕсем ирттерни паянхи çитĕнекен ăрăва пултаруллă çынсене асра тытма, хисеплеме вĕрентет, пултаруллă пулма хистет



22 октября 2012
00:00
Поделиться